Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Сармантей Рассказ: Сармантей Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать: – Манăн та уçăлса хупăнас, – тет. Анать вăкăр шыва куллен-кун. – Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? – тет. – Уçăлса хупăнмасăр, – тет. – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Вăкар калать: – Манăн та мĕкĕрсе анас, – тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать: – Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн? – Мĕкĕрмесĕр, – тет. – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать. Шыв калать: – Манăн та хумханас, – тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать: – Шыв, мĕншĕн хумханатăн? – тет. – Хумханмасăр, – тет. – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет. Çĕнĕ çын калать: – Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, – тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать. – Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? – тет. – Ăсса килмесĕр, – тет. – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет. Хунямашĕ калать: – Манăн та чустана кăларса ывăтас, – тет. Кăларса ывăтать. Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать: – Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? – тет. Амăшĕ калать: – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ. Ывалĕ калать: – Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, – тет. Кăларса ывăтать. Пĕтрĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.