Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич Книга: Алуккапа тусĕсем Рассказ: Алуккапа тусĕсем Алукка пĕр пĕчченех пурăннă. Амăшĕ те ун пулман, ашшĕ те пулман, пĕр сăмахпа каласан – сĕм тăлăх ача. Ку кăна мар-ха: анчăкĕ те çук унăн, пиçукки те çук. Пĕртен-пĕр качакине кашкăрсем йăкăртса кайнă. Мĕнле пурăнмалла капла? Пуплеме пĕлĕш çук, тавлашма тăван çук. «Пĕччен пурнăç – пĕтнĕ пурнăç» тенине аса илет те Алукка тус-юлташ тупас тесе вăрăм çула тухать. Пĕр-пĕчченех утать. Кайсан-кайсан тăпах чарăнать. – Чим-ха, – тет хайхискер хăйне хăй, – йĕм кĕсйинче мĕн те пулин çук-ши ман? – Самантрах аллине йĕм кĕсйине чиксе ярать те чăмăр туртса кăларать. – Чăмăр тусăм, эсех-и ку? – тĕлĕненçи пулать Алукка. – Эп пулмасан кам пултăр? – текелет лешĕ. – Анчах та эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле пĕлĕшсем пур. – Мĕнле пĕлĕшсем тата? – Чипер пĕлĕшсемех – чăмăрти пӳрнесем. – Пит аван, пурте пĕрле утăпăр – çывăх туссем пулăпăр. Малалла утать Алукка. Кайсан-кайсан каллех чарăнать. – Чим-ха, – тет хайхискер хăйне хăй. – Манăн тата тепĕр кĕсье пур вĕт. Мĕн те пулин тупăнмĕ-ши унта? – Çавăнтах аллине тепĕр кĕсйине чиксе ярать те чышкă туртса кăларать. – Чышкă тусăм, эсех-и ку? – тĕлĕненçи пулать хăй. – Эп пулмасан кам пултăр? – текелет лешĕ. – Анчах та эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле пĕлĕшсем пур. – Мĕнле пĕлĕшсем тата? – Чипер пĕлĕшсемех – чăмăрти пӳрнесем. – Пит аван, пурте пĕрле утăпăр – çывăх туссем пулăпăр. Çапла майпа сĕм тăлăх Алукка хăй тавра пысăк йыш пуçтарать. Акă вĕсем: икĕ алă тата вунă пӳрне. Пурĕ – вун икĕ тус. «Çакăн чухлĕ йышпа çавра тĕнчене те тепĕр майлă çавăрса хума пулать-иç, – тавçăрса илет Алукка. – Анчах та чи малтанах çак вун икĕ туса ĕçе хăнăхтармалла». Хайхисем çав кунах ĕçе хăнăхма тытăнаççĕ. Куллен-кун çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçе вĕренеççĕ. Камăн мĕн те пулин тумалла – вун икĕ тус пулăшма пыраççĕ, камăн мĕн те пулин пăсăлать – вун икĕ тус тӳрлетсе параççĕ. Алуккан чапĕ кунсерен сарăлсах пырать. Ăна пурте Ылтăн алă тесе ят параççĕ. Чăнласа каласан, Алукка ман пата та килсе кайрĕ. Çак юмахсене çырма самаях пулăшрĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.