Содержание: КEСЛЕ ЯНAРАТЬ ТУСЛAХ CEНE CУРТ УНAН СУКМАКE ЮРАТЬ-ХА ТEЛ ПУЛНA CEНE ХEРАЧА CEНE ХEРАЧА Cуллахи пeр aшa кун пирeн пысaк cуртaн картишне эпир нихaшe те палламан хeрача тухрe. Хaй cав тери илемлeскер. Сап-сарa c?c тунисем пурcaн пек йaлтaртатаcce, куceсене вара ятарласа сенкер тeслe кaранташпа ?кернe тейeн. Пирeн cине вaл хaюсaр, именнe пекрех пaхать... Эпир aна хамaрпа пeрле выляма чeнтeмeр. Малтанах ун умeнче ытахальтен кaна калаcкаларaмaр. Надя хaйeн шaллe ашшe-амaшне итлеменни, юлашки вaхaтра ытла та харсaрланса кайни cинчен каларe. Eнер, авa, коридорти ч?речене футбол мечeкeпе ceмeрнe вaл. Таня темле интереслe кeнеке пирки сaмах хускатрe. Ыттисем те cавaн майлaрах калаcрec. Тавлашса кайни те пулчe. Ceнe хeрача кaна нимeн шарламасaр эпир калаcнисене итлесе тaчe. Юлашкинчен пурте унпа паллашрaмaр. Вeсене нумай пулмасть пирeн cуртра хваттер панa. Хула хeрринчи урамран куcса килнe иккен вeсем кунта. Хeрачи хaй Неля ятлa. Унтан эпир ушкaнeпех лотолла выляма лартaмaр. Cулла пирeн картишeнче питe лайaх. Ачасем валли ятарласа хaма сарса тунa площадкa пур. Унтах тaрaхла сeтел, вaрaм саксем. Площадкa тавра хамaр лартнa cамрaк йывacсем ешереcce. Питe кaмaллa! Cавaнпа та эпир cулла пушa вaхaта пeрмай cакaнта ирттеретпeр. Вылятпaр, юрaсем юрлатпaр. Халe eнтe пирeн йыша тата тепeр хeрача хутшaнчe. Ик-виce кун пeрле выляса-хавасланса пурaннa хыccaн Неля пире хaнaхса, пирeнпе туслашса cитрe. Хaй вaл cав тери калаcма юратаканскер иккен. Пeр-пeр калаcу пуcланса кайсан, унaн шaнкaрав пекех уca сасси кaна янраса тaрать, ыттисене п?ле-п?лех калаcать. Темиcе кун хушшинче вaл пире нумай япаласем cинчен каласа пачe. Уca кaмaллa хeрачана эпир чунтанах килeштертeмeр, cавaнпа та вaл каланисене хaлхасене тaратсах итлерeмeр. – Ку хулана куcса киличчен эпир питe инcетри ceршывра, тeлeнмелле чаплa хулара пурaнтaмaр. Ой, хeрачасем, пулса курасчe сирeн унта! – тет Неля куceсене хупса,икe аллине пeрле тытса лартса. – Ун пек хула урaх ниcта та cук пуль!.. Cав тери илемлe, каласа памалла мар! Кaнтaрла ылтaнaн cуталса ларать, каcхине aна кeмeл тeс кeрет. Урамсене кавир сарнa пек тeрлe-тeрлe сaрсемпе сaрланa. Скверсенче чечек вaрманe... Чечекeсем йывacсем c?ллeш. Cумaр cунa чух пeр-пeр чечек айне кeр те тaр – сан пуc cине пeр тумлам та лекмест вара. – Мeн ятлa хула вaл? – ыйтрe Таня. – Ячe-и? Aна калама юрамасть cав, хушман. – Мeншeн юрамасть? – Ну, мeншeн пултaр-ха? Паллах, «военная тайна». – Сирeн аcу cар cынни пулнa-им? – Cар cынни cав! Вaл cамрaклах вaрcaра пулнa. Aна Совет Союзeн Геройe ятне те панa, анчах та кун cинчен вaл никама та каламасть. – «Военная тайна» пирки-и? – куларах ыйтрe Надя. – Уншaн мар. Мухтанма юратмасть вaл. Анне те мухтанма юратмасть пирeн. Cамрaк чух хaй артисткa пулна, киносенче те вылянa. Анчах кайран, чeри ыратнипе аптрама пуcласан, ку ecе пaрахнa. – Питe пултаруллa cынсем иккен санaн аcу-анн?. Эсe те вeсем пекех-и? – терeм эпe. – Хам пирки нимех те калаймастaп, анчах пирeн шкулти учительсем мана балета е цирка вeренме ярасшaнччe. Cапах та эпe унта каймастaп, аттепе анне те ярасшaн мар. – Мeншeн-ха апла, учительсем ярасшaн, аcупа анн? килeшмеcce? – каллех ыйтрaм эпe. Учительсем эпe искусствa енeпе питe пултарнaшaн ярасшaн. Аттепе анне aна шута илмеcce, юратмаcce вeсем ун пек-кун пек ecе. Вeсемшeн завод кaна пултaр... – Эсe вара вaл енпе питe пултаратaн-и мeн? – Пултаратaп пулмалла cав. Эп вeреннe шкулта мана cитекенни cукчe. Тeрлe фигурaсем тaвасси, чeрне вecceн ташласси, шывра ишесси – маншaн питe caмaл. – Ишме те пултаратaн-и? – ыйтрe Таня. – Терлe меслетпе ишме пeлетeп. Хуть хaяккaн выртса, хуть месерле, пур пeрех Атaл урлa ишсе каcатaп. – Ан калаc-ха, пулма пултараймасть! – иккeленсе илчec хaш-пeрисем. – Eненместeр пулсан, ан eненeр ара, анчах сире улталанинчен мана мeн усси? Пeррехинче эпир ушкaнeпех площадкaна тeрe тeрлеме тухса лартaмaр. Пирeнтен чылайaшe – тeрe aстисем. Надя акa хaйeн кравачe тeлне cакмалли кавир тeрлет. Питe илемлe пулать унaн кавирe. Таня сeтел cине сармалли тeрлет. Эпe пeчeк минтер пичe майлаштаратaп. Неля пирeн ecсене курчe те нимeн чухлe те тeлeнмерe. – Хeрачасем, эп сире хам тeрленe япаласене илсе килсе кaтартам-и? – терe cеc вaл. – Кaтарт, Неля, тархасшaн илсе кил, – терeмeр эпир пурте. Вара Неля хаваслансах хaйсен хваттерне чупрe. Нумаях та вaхaт иртмерe – вaл пeр пeчeк чaматан тулли тeрленe япаласем илсе тухрe. Эпир вeсене пeрерeн-пeрерeн тыта-тыта пaхрaмaр та вaл мeн тери aста тeрлеме пултарнинчен питe тeлeнтeмeр. – Пирeнтен нихaшe те ун пек тeрлеме пултараймасть-ха. Хacан eлкeртeн кун чухлe тeрлеме? – ыйтрe Таня. – Ой, хeрачасем, леш хулара пурaннa чух эпe ceрeн-кунeн тeрлесе лараттaм. Cав тери йaлaхтарчe мана ку ec, cавaнпа та халь тeрe cине пaхма пултараймастaп, – ним тытaнса тaмасaр хуравларe вaл. – Ара, кун чухлe тeрлесен кама йaлaхтармe! – терeм эпe. Хам aшaмра эпe Нельaна aмсантaм: мeн тери пултаруллa хeрача иккен вaл, темeн тума та пелет!.. – Тeрр?-качку, атьaр ыран Атaл леш енне хeртeнме каятпaр, – терe вaрахчен нимeн шарламасaр ларнa Света. – Атьaр, атьaр! – килeшрec чылайaшe. Cанталaк паянхи пекех лайaх пулсан – каятпaр! Кам пырас тет, ал йaтaр! – ш?тлесе каларaм эпe. Алa ceклеменни пeрре те пулмарe. Анчах тепeр кунне эпир кeтнe пек cанталaк пулмарe, cумaр caва пуcларe. Тaваттaмeш кунне тин чарaнчe вaл. Cанталaк уяртрe, хeвел хeртме тытaнчe. Эпир вара кaнтaрлахи апат хыccaн тин Атaл леш енне кайма пуcтарaнтaмaр. Неля та пирeнпе пыма тухрe. Вaл картишне тухсан, амaшe aна ч?речерен кaшкaрчe: – Ас ту, Неля, асaрхануллaрах пул, тарaн ceре кeрсе ан кай, путатaн! – Юрe, юрe! – терe aна хирec ceнe хeрача, темшeн тaруках хeрелсе кайса. Паром cине вырнаcса ларсанах эпир юрa янратса ятaмaр: Т?пе сенкер, таса, Умра – уй-хир, вaрман... Тaван ceршыв, санпа Эпир пeрле ялан! Светaпа иксeмeр паром пуceнче тaратпaр. – Галя, эс пeлетeн-и, Неля пире пeтeмпех суеcтерет, – терe Света. – Неля-и? – тeлeнсе ыйтрaм эпe. – Неля cав. Суеc вaл. – Acтан пeлетeн? – Ара, виceм кун эпe aна: мана та хaвaн пек тeрe тeрлеме вeрент-ха, тесе ыйтрaм. Йeппе cиппине те, пирне те патaм. Анчах мана вaл нимeн те кaтартмарe. «Тепeр чух вeрентeп», – терe. – Вaл вaхaтра, тен, унaн кaмaлe пулман. Чaн та тепeр чух кaтартать пуль. – Ку cеc мар-ха.. .– терe Света, кaмaлсaр пулса. Ытти те тeрeс мар унaн. Сaмахран, Неля амaшe нимeнле артисткa та пулман... – Куна acтан пeлетeн тата? Вeсем халь пирeн к?ршeсем вeт-ха, вeсен хваттерe пирeнпе юнашарах. Пeррехинче Неля амaшe пирeн пата кeчe. Эпe вaл вaхaтра хам пухнa кино артисчeсен сaн?керчeкeсене альбома вырнаcтарса лараттaм. Вaл манран: «Юрать-и?» – тесе ыйтрe те манпа пeрле пaхма тытaнчe. Cавaн чухне вара эпe чaтаймарaм, ыйтрaм: «Марина инке, эсир мeнле фильмсенче вылянa?» – терeм. – Мeн-мeн? – терe вaл, cав тери тeлeнсе. Вара эпe вaл артисткa пулни cинчен Неля каласа панине пeлтертeм. – Cук, эпe нихcан та артисткa пулман, Неля сире юптарса каланa. Эккей, cав Неля, суяс йaлана ниепле те пaрахса cитереймест! Суйма юратакан няньa пулсаччe те пирeн, cав вeрентсе хaварчe aна, мур пуce! – терe Неля амaшe. – Cук пуль...— терeм эпe Гальaна. – Сана, cамрaк хeрачана, хaй кам пулни cинчен юри каласа паман пуль? Тен, вaл aна аса та илесшeн мар, cавaнпа та ун cинчен никама та каламасть. «Cынсене eненес пулать»,— тет пирeн атте. Эпe хам нихcан пeр сaмах та суяс cук, cавaнпа та cынсене те eненетeп. Неля та улталас cук, мeн парать-ха aна пире суйни? Кун cинчен эсe халлeхе ытти хeрачасене нимeн те ан кала. Пурaнсан курaпaр-ха, малашне мeн пулe... Унтан эпe ашшe пирки те ыйтрaм cке-ха, – терe Галя. – Вaл чaнах та Совет Союзeн Геройe-и? – терeм. Cук, вaрcaра мар, cарта та пулман, уксах вaл, пeчeк чухнех ?ксе аманнa. Eмeр тaршшeпех бухгалтер пулса ecлет, терe мана Неля амaшe. Галя каланине манaн eненмеллех пулчe. Питe кaмaлсaрлантaм эпe Неля пирки. Чaнах та, ма cав териех суйнa-ха вaл пире?.. Хамaр cуртри хeрачасем хушшинче эпe пуринчен те аслaраххи, улттaмeш класа куcрaм eнтe. Вeренессе те – мухтанмасaрах калатaп – лайaх вeренетeп. Тен, cавaнпах та-и, ытти хeрачасем эпe каланине яланах итлеcce. Халe акa Света та манпа килeшрe, Неля пире улталани cинчен ытла т?рех никама та пeлтерместeп, терe. Калаcса пынипе, эпир паром пристань cумне пырса тaнине те сисмен. Ытти хeрачасем халaхпа хутшaнса кайнa та тухнa чухпeри те курaнмарec. Вара cырана тухсан тин пeр ceре пухaнтaмaр. Aшaхрах вырaн шыраса, чылай анаталла антaмaр. Пирeн пурин те кaмaлсем савaк: пeрисем юрлаcce, теприсем ш?тлесе кулаcce, хaйaр cинче сиккелесе илеcce, пeр-пeрине хуса cитмелле чупаcce. Часах эпир cав тери илемлe вырaна cитрeмeр. Лутра ешeл тeмeсем cине кeпесене хывса cакрaмaр та, вeри хaйaр cине тaсaлса выртрaмaр. Хaшeсем т?рех шыва кeресшенччe, анчах эпe вeсене чартaм, тарласа килнe хыccaн ытла т?рех шыва кeме юрамасть, терeм. Чaнах та eнтe Атaлe хaйeн илемeпе чуна илeртет. Хeвел т?рe пaхнaран Атaл cийe вece-хeррисeр чупакан вeтe хумсемпе ялкaшса вылянать. Эпир нумаях тaхтаса тaраймарaмaр, шавласа, шыва чaмпaлтаттарса кeрсе кайрaмaр та вaрахчен тухмарaмaр. Ишме пeлекенсем шаларах та кeрсе кайрec. Пeр-пeринпе aмaртса ишетпeр, чaматпaр, вылямалла шывпа сирпeтетпeр. Неля cеc «ы-ы-ых, си-вe!» тесе пeр вырaнтах тaрать. Надьaпа Таня aна та хaйсем пекех выляттарасшaн, ун патне шыв айeн чaмса пычec те aна малалла тeртсе ячec. Вaл вырaнта шaпах чылай тарaн лакaм пулнa иккен. Неля «а-а! а-а-й!» теме cеc eлкeрчe, унтан cавaнтах шыв тeпнелле путрe. Унaн аллисем кaна, темрен ярса тытас пек, вeлт-вeлт туса cиелте вылянса юлчec. Cакна курсан, эпe нимeн шухaшласа тaмасaр, т?рех ун патнелле ишрeм. Юрать-ха, Неля ытлашши катара пулмарe, манран виc-тaват метрта cеcчe вaл. Эп Неля путнa тeле cитсен, унaн пуce ман умрах тепeр хут курaнса кайрe. Вара cавaнтах эпe aна c?ceнчен ярса илтeм те aшaх ceрелле туртса тухрaм. Хeрачасем пурте хaраса кайса шывран тухса тaчec. Неля caвара кeрсе тулнa шывне хaсса, сурса кaларать, сaмсине шaнкартать. Эпир aна ал шaллипе шaлса типeтетпeр. Хaлхисене кeнe шыва кaларма пуcне тайaлтарса хaрах ура cинче сикме хушатпaр. Неля йeркене кeрсе cитсен тин лaплантaмaр. Нельaна тeртсе янaшaн хeрачасем Надьaпа Таньaна ятлаcма тытaнчec. Тепрехинче илсе килместпeр сире, хулигансем эсир! тесе кaшкaраcce. – Ара, эпир кун пек пуласса шухaш ламан-cке... – т?рре тухма тaрaшрec лешсем. –Вылямалла cеc тeртрeмeр эпир... Неля ишме пeлет-ха, тесе шутларaмaр. Вaл пeр кун Атaл урлa та ним мар ишсе каcатaп, терe те... Cапла каларaн вeт, Неля, ас тaватaн-и? Эпир eнентeмeр сана... – Каларaм cав, – терe те Неля, хaй cавaнтах лeр-р... макaрса ячe. – Мeн пулчe сана, Неля? Ма макaратaн? – ыйтрaм эпe. – Мана... мана нимeн те пулман. Эпe ишме пeлетeп тесе улталарaм сире. Тeрe тeрлеме пeлетeп тесе те суйрaм. Пирeн атте те Совет Союзeн Геройe мар, анне те артисткa пулман... Пeтeмпех, пeтeмпех суятaп эпe, анчах темшeн суятaп, хам та пeлместeп... – вaл тата хытaрах макaрса ячe. Хeрачасем, тeлeнсе кайса, ним чeнмесeр, пeр-пeрин cине пaхкаласа тaчec. – Анчах малашне эпe eмeрне те пeр сaмах та... тeрeс маррине каламастaп... – нaшaкларe Неля. Суймастaп! Пионерла тупа туса калатaп... Eненетпeр сана, Неля, – терeм эпe, aна хeрхенсе. – Eнтe санaн чуну тинех тасалчe. Эсe малашне чaн-чaн пионер пуласса шанатпaр...