Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Гордеева Светлана Денисовна Книга: Верить в чудеса = Тĕлĕнтермĕшсен тĕнчи Рассказ: Пĕрремĕш юр Юр çĕр каçипех вĕçтерчĕ Мамăк евĕр ярăнса, Хĕл çитни çинчен систерчĕ Парăс евĕр хупласа. Ир-ирех кушак вăранчĕ, Пăхрĕ те чӳречерен Карăнса тăма вăтанчĕ Тĕлĕнсе чун-чĕререн. Кам капла тума пултарнă? Тĕлĕнтермĕш! Ах тĕнче! Тахăшĕ тăкса тултарнă Шур хăйма кил картинче. Чĕлхине кушак çуларĕ, Чупса тухрĕ урама, Сăмсине юр кăтăкларĕ Ĕмĕт кайрĕ харама. Силленсе çилленнĕн пулчĕ: Тутлă мар-мĕн, ай тур-тур! Кӳршĕсен кушакĕ кулчĕ: – Хăйма мар çав ку, шур юр. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.