Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Гордеева Светлана Денисовна Книга: Верить в чудеса = Тĕлĕнтермĕшсен тĕнчи Рассказ: Ыйтусем Ывăнать манпа анне те, Асатте: «Хăпсамччĕ», – тет. Ман ыйту нумай, пурне те Пĕр пин çуллăха çитет. Маншăн пурте интереслĕ, Ǎнланас килет йăлтах. Мĕн курман, илтмен, пĕлместĕп – Эп ыйтатăп çавăнтах. Кайăксем мĕнле вĕçеççĕ, Самолёт та?.. Ǎнлантар! Кăмпана «лисичка» теççĕ, Ма «кушак» е «кашкăр» мар? Шăрчăк мĕншĕн çурăк саслă? Çывăрать-и дикобраз? Мĕншĕн-ши, кăтăкласассăн, Çав тери кулма хавас? «Пулă евĕр чĕмсĕр» теççĕ, Мĕншĕн-ха «ăман пек» мар? Сассине ăçтан илеççĕ Сĕрме купăс калама? Кĕтесре, диван патши пек, Ма кушак мăр-мăр! тăватъ? Пирĕн чӳрече мĕн-ма тек Тăваттăмĕш хутра пулать? Шĕшкĕ тунă сарă мăйăр, Мĕншĕн чăрăшăн – йĕкел? Хуравне тупмашкăн йывăр Илсе парăр кĕнеке. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.