Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Гордеева Светлана Денисовна Книга: Верить в чудеса = Тĕлĕнтермĕшсен тĕнчи Рассказ: Хĕл килĕ ǎçта? – Пур хĕлĕн те килĕ, – Пĕлтерчĕ анне. – Юр-пăр ăна кирлĕ Витме керменне. Çут кĕмĕл илет те Тĕрлет кантăка, Парнеллĕ килет те Шаккать алăка. – Анне, çав тĕрленĕ Хитре чечексем – Сив хĕл парнеленĕ Эрешлĕ илем. Нимле Хĕл Мучи те Кĕмест çын патне. Сухал çыпăçтарчĕ Тин çеç асатте. Çĕн çул кучченеçĕ Çав «Хĕл Мучирен» Ирччен асаннеçĕм Хурать ерипен. Анне ĕненмешкĕн Сĕнет пурпĕрех: – Пире тĕлĕнтермĕш Кирлех, – тет, – кирлех. Ан тив, шанчăк ырă, Чипер пирĕшти Пекех çумăн пытăр Ваттин те вĕттин. Пĕччен питĕ йывăр Пире тĕнчере. Эппин, шанчăк упрăр Ялан чĕрере. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.