Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Александр Алексеевич Галкин Книга: Ҫунатлӑ Улӑп=Крылатый Улып Сказка: Шапасем мӗншӗн пакӑрти? Ӗлӗк Шапа та кайӑк евӗрлӗ чӗрчун пулнӑ, тет. Ҫуначӗ те, хӳри те, тӗпекӗ те ытти кайӑксеннинчен пит уйрӑлсах тӑман, тет. Сасси те унӑн хӑйне кура самай янӑранӑ-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл пӗррехинче Шӑпчӑкпа тавлашса кайнӑ – хӑшӗ хитререх юрланине пӗлме шутланӑ. Хӑйсем юрланине итлеме Саркайӑка чӗнне. Пуçланӑ вара юрлама! Кӗркунне çитсен тин чарӑннӑ, тет. – Ну, кам хитререх юрлать? – чӑтӑмсӑррӑн ыйтнӑ Шапа тимлӗн итлесе ларакан Саркайӑкран. Саркайӑк нумай шухӑшласа тӑман, Шапа енелле кӑмӑлсӑррӑн пӑхса игнӗ те: – Шӑпчӑкпа тавлашичен Ашакпа тавлашас пулнӑ сан, вара, тен, çӗнтернӗ пулӑттӑн… – текелесе, аяккалла вӗçнӗ те куçран çухалнӑ. Куна илтсен, Шапа çав тери хаярланса кайнӑ, çиллине ниçта шӑнарайманнипе тӳрех Шӑпчӑк çине сиксе ӳкнӗ… Аран вӗçерӗнсе тарнӑ Шӑпчӑк урса кайнӑ Шапаран. Вӗçерӗннӗ те кӳренсе-хурланса кӑнтӑраллах ӑсаннӑ… ӑпчӑк сассипе хавасланса, хавхаланса тӑнӑ пӗтӗм тавралӑха вара тунсӑх пусса илнӗ. Кӗçех çак хыпар кайӑксен патши патне – çитнӗ. Шапана вӑл хӑвӑр хӑй керменне чӗнтернӗ. – Кала-ха эс манна, эсрел мӑйраки… мӗншӗн ӑпчӑк юрри илтӗнми пулчӗ? ыйтнА вӑл хаяррӑн. Шапа хӑранипе хускалмиех пулса ларнӑ: – Эп мӗн…эп… – тенӗ вӑл, ним калама аптӑраса. – эп ӑна – ытлаши çухӑраснӑшӑн çеç кӑшт ассӑрхаттарас терӗм. Ӳама кирлӗ унашкал çихӗрни. Йӑлӑхтарсах çитерчӗ вӗт, çывӑрма та памасть, унӑн сасси çеç хӑлхара янӑрса тӑрать. Йӗркеллех юрласчӗ хуть!.. Вӑт, манӑн сассӑм! Илтсен тӗлӗнсе пӗтереймӗр…Вӑл никама та кӳрентерес çук… Анчах Ӑмӑрткайӑк ӑна юрлама паман. Ярса тытнӑ та Шапан пӗтӗм тӗкне татса пӗтернӗ, çуначӗсене тӑпӑлтарса илнӗ, хӑйне, çан-çара тӑрса юлнӑскерне, пӗр тарӑн шурлӑха вӑркӑнтарнӑ. – Ав, унта юрла, пӑкӑртатах тӑраниччен! – тенӗ Ӑмӑрткайӑк, чӗрнисене тӗксенчен тасатнӑ май. Ҫак кунран пуçласа илтӗнме тытӑннӑ та ӗнте шурлӑхсенчен пакӑртни сасӑсем. Шапасем кӑваклатаççӗ ӑна – хӑйсене шурлӑхсенчен пакӑрти сасӑсем. Шапасем кӑваклатаççӗ ӑна – хӑйсене шурлӑха пурӑнма куçарнӑшӑн тарӑхнипе мӑкӑртатаççӗ. Ӗненместӗр пулсан, хӑвӑр итлесе пӑхӑр. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.