Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Александр Алексеевич Галкин Книга: Пӗчӗк ӗçченсем = Заботливые малыши Стихотворение: Нюх-Нюх сӑмси мӗншӗн пуклак Ку вӑл тахçан авалах пулнӑ. ӳнтанпа, тен, çӗр çул та, пин çул та иртнӗ пуль. Шӑрпӑк пек шӗвӗр сӑмсаллӑ пӗр сысна çури, Нюх-Нюх ятлӑскер, мӑннисем мӗн калаçнине вӑртӑн итлеме юратнӑ. Ялан алӑк хыçӗнче йӑпшӑнса тӑнӑ вӑл. Пӗррехинче Нюх-Нюхсем патне чаплӑ кӳмепе чаплӑ хӑна килсе çитнӗ. Хӑмпӑ пек çавракаскер, кӳминчен аран йӑраланкаласа тухнӑ вӑл. Нюх-Нюхӑн ашше-амӑшӗ хирӗç тухсах кӗртсе илнӗ ӑна, хултан тытса пӳрте çавӑтса кӗнӗ. Сӗтел хушшине кӗртсе лартнӑ та ун умнее тем тӗрле апат-çимӗç кӑларса тултарнӑ – юмансӗтел кӗç-вӗç авӑнса анать тейӗн. Хӑна вара савӑнсах апата пиккеннӗ: чаплатарнӑ кӑна çӗрулми шаркуне. Ӗçкелесен-çикелесен, пӳртре шавлӑ калаçу тапраннӑ. Чаплӑ хӑна никама сӑмах памасӑр нӑрхлатнӑ: тем те пакӑлтатнӑ вӑл, чӗлхи унӑн йӑлтах вӗçерӗнсе кайнӑ. Кӗçех тата хӑйне кура маар çинçешке сассипе »рӑ та ӗнеркелесе янӑ: Нӑрик кӑна нӑрик юррӑм пур, Унран пахи, тусАм, эп пур!.. – тенӗ вӑл хавассӑн. Нюх-Нюх ашшӗ чаплӑ хӑнана ырлакаласа çеç ларнӑ. Лешӗ нӑрӑхлатсан, вӑл та нӑрӑхлатнӑ, анаслансан – анасланӑ, кулсан – чарӑна пӗлмесӗр ахӑлтатнӑ. Нюх-Нюх çаксене алӑк хыçӗнче каçса кайсах итлесе тӑнӑ, хӑй ӑçтине те мансах кайнӑ. Анчах…нумаях тӗлӗнеймен çав Нюх-Нюх. Картишне тухма тӑнӑ чаплӑ хӑна алӑка вӑш уçса янӑ та Нюх-Нюха сӑмсинчен çат тутарнӑ. – Нӑр-р-рик – тени çеç илтӗнӗ алӑк хыçӗнче. Пӑхнӑ та хытсах кайнӑ: Нюх-Нюхӑн шӗвӗркке сӑмси пӑхӑр укçа пек лапчӑннӑ ларнӑ! Авкаланнӑ çеç Нюх-Нюх ыратнипе, ниçта кайса кӗрейми çихӗрнӗ. ӑнчах сӑмси, тем тусан та, вырӑна ларайман… –Эх, Нюх-Нюх! Мӗн чухлӗ каланӑ пуль сана алӑк хыçӗнче ан тӑр тесе. Сӑмсасӑр юлтӑн вӗ-ӗ-ӗт, –шелленӗ ӑна ашшӗ-амӑшӗ, чунтан ачашласа. Анчах мӗн тӑван-ха пӗр лапчӑннӑ сӑмсана? Ҫавӑнтан пуçланса кайнӑ та ӗнтӗ пуклак сӑмсаллӑ нюх-нюхсем. Ӑнланмалла-и? Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.