Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Галкин Александр Алексеевич Книга: Ҫунатлă улăп = Крылатый Улып Сказка: Наян Куян Кăшт астивмелĕх те пулнн çимĕç тупăнмĕ-ши тесе вăрман тăрăх сулланкаласа лыракан наян Куян çулне сасартăк тем çўллĕш хўме пўлсе хурать: Кашкăр мар, çўлевĕç те сиксе каçаяс çук. – «Ак япала, ăçта килсе тухрăм эп капла? – шухăшлать наян Куян, ун-кун пăхкаласа. – Нивушлĕ тўрĕ çултан пăрăнма тивет ку хўмене пула? Мĕн чухлĕ усăсăр утма лекет! Тен, ăçта та пулин хапха пур-тăр? Шыраса пăхас...» Утать наян Куян хуллен хўме хĕррипе сулахай еннелле. Утсан-утсан, чăнах та, хапха тĕлне çитет хайхи. Хапхи уçах иккен. Хăра-хăрах кĕрет вăл шала йăпшăнса. Пăхать те тĕлĕнсех каять: вăр çавра кўлĕ варринче икĕ хутлă вăр-çавра кермен лара парать. Тăрри хăйĕн шĕп-шĕвĕр, шĕвреки çинче ылтăн атан каçăрăлса тăрать. Çил вĕрнĕ май хăй вĕçĕмсĕр пăркаланать, кĕç-веç çĕре сиксе анассăн туйăнать. Иккĕмĕш хутра вара йĕри-таврах балкон. Унтан тўрех кўлле вăлта яма пулать, хуть те çитмĕл çичĕ вăлта яр – никам та кансĕрлекен çук. «Эх, манăн пулсанччĕ ку çурт-йĕр!.. Пурăннă пулăттăм пĕр кана нимĕн шухăшламасăр! Утравĕ çинче, ав, купăсти те, кишĕрĕ те темĕн чухлех... Анчах ăçтан каçса кĕмелле-ха ку кермен патне? Кĕперĕ те çук, кимĕ тавраш та курăнмасть... – шухăшлать наян Куян, утрав çинелле тинкернĕ май. – Каçсан аванччĕ те, анчах кам пурăнать-ши унта? Тен, Арăслан?» Арăслан ятне асăнсанах Куянăн шăмшакĕ сивчир ернĕ пек чĕтреме тытăнать. Урисем унăн хăйсем тĕллĕнех каялла утăмлама пуçлаççĕ. Анчах Куян хапха патне çитме ĕлкĕреймест, чултан такăнать те пăлтăр-палтăр çеç месерле кайса ўкет. Вилнĕ пек пулас тесе, пĕр хушă нимĕн хускалмасăр выртать. Выртсан-выртсан хăрах куçне хуллен уçса пăхать те вăл, хăй çывăхĕнче никам та çуккине асăрхать, вара кăшт лăплаиать. Итлесе пăхать – пĕр сас-хура та çук. Керменте те чĕрчун тавраш пурри палăрмасть. Куяна тинех чун кĕрет. Вăл хăюллăн кермен патнелле çул тытать. Çыран хĕрринчи хăвалăхра кимĕ тупать, ун çине ларса, утрав çине тухать. «Арăслан, тен, çывăрать?» – каллех иккĕленме тытăнать Куян, керменĕн яр уçă тăракан алăкĕ çинелле тĕмсĕлсе, Анчах хырăм выççи ăна малаллах туртать. Вăл чăтаймасть – асăрхана-асăрханах шалалла кĕрет. Чылай çаврăнкаласа çўрет Куян унта. Çаврака картлашка тăрăх иккĕмĕш хута хăпарать. Кунта та хăрушлăх çук иккен. Савăнсах каять вăл. Чупса анса, хўме хапхине питĕрме васкать. «Лайăхрах питĕрсен, никам та кĕреймĕ, хам пурăнма иуçлатăп кунта!» – шухăшлать вăл питĕ хăвăрт. Вирхĕнсе çитет те пĕртен пĕр хапхана сăлăп ярсах питĕрсе лартать. Пуçлать вара пурăнма наян Куян чаплă пурнăçпа: самантрах çуртлă-йĕрлĕ, апатлă-çимĕçлĕ, кĕпеллĕ-тумтирлĕ пулса тăрать-çке-ха, Çитменне тата, никам та хăратаймасть ăна – хўме урлă пĕр чĕрчун та каçаймасть, хапхи шанчăклă. Юрласа çеç ларать Куян балкон çинче: мĕн çиес килет – çавна çиет, хăçан канас тет – çавăн чух канать. Хушăран хушă пулă тыткалать, утрав тăрăх уçăлса çўрекелет. Кĕскен каласан, кĕтмен çĕртен ырлăха кĕрсе ўкет вăл! Нумай иртет-и вăхăт, сахал-и – пĕр каçхине Куянăн лăпкă ыйхине хаяр сасă татать. Упа-Утаман мĕкĕре-мўкĕре хапхана ўнлеттерет иккен: – Кам йышăннă ман кермене, тухнă пултăр халех! Унсăр çĕмĕрсе кĕретĕп! Куян чĕнмест. Хапхана çўмĕрме май çуккине вăл аван чухлать. Хўме урлă каçма та май çук – çўлтен йĕплĕ карта çавăрнă. Çавăнпа вырăнĕ çинчен те тăмасть Куян, тепĕр аякĕ çине çеç наяннăн çаврăнса выртса, ыйха путать. Упа вара, кĕмсĕртеттеркелесе тăрсан-тăрсан, вăрманалла утать... Ир пулать те каç пулать, каç пулать те ир пулать. Ылтăн кустăрма пек ылтăн хĕвел пĕрмай хăй çулĕпе тухăçран анăçалла шăва-шăва каçать. Вăхăт иртни те сисĕнмест, кĕçех хĕл персе çитет. Нихçанхинчен те çиллес çўрет Хĕл Мучи: е асар-писер çил-тăман кăларать вăл, е пăрланса лармалла сивĕтет. Аптăрасах çитеççĕ куянсем. «Ăçта каймалла, мĕн тумалла? Нивушлĕ шăнсах вилмелле?» – шухăшлаççĕ вĕсем, ниçта кайса кĕрейми чĕтренĕ май. Пухăнаççĕ те пĕр çĕре Упа-Утаман патне кайма шут тытаççĕ. Тен, вăл хĕрхенĕ, унăн çурчĕ-йĕрĕ пысăк, пире вăхăтлăха та пулин вырнаçтарĕ, теççĕ вĕсем. Çула тухаççĕ. Нумай та каяймаççĕ – Упана тĕл пулаççĕ. – Эпир сирĕн пата пыма тухнăччĕ, Упа тусăмăр, телей пур пулас кăштах, çул çинчех тĕл пултăмăр. Шăнса вилетпĕр вĕт, çăлсамăрччĕ пире. Вырнаçтарăрччĕ хăвăрăн çуртăра вăхăтлăха? Çанталăк çемçелсенех Сире чăрмантармăпăр, – мĕскĕннĕн йăлăнаççĕ куянсем Упа-Утамана. – Эй, тусăмсем, эп хам та çуртсăр-йĕрсĕр тăрса юлтăм çав! Кĕркуннеренпех çапла сулланса çўретĕп ĕнтĕ, такам мурĕ кĕрсе ларнă-çке манăн кермене. Мĕн чухлĕ çĕмĕрмерĕм пуль хапхана, питĕрсе лартнă та сас-хура та памасть. Каçса кĕме те май çук, хўме тăрринчи йĕплĕ пралук хырăма çурма пултарать, – ăнлантарать Упа куянсене. – Таçта каймалла ĕнтĕ халь, пĕлместĕп... – Атьăр пирĕнпе, тен, ушкăнпа уçма вăй çитерĕпĕр? – сĕнеççĕ Упана куянсем. Каяççĕ хайхисем Упа хыççăн. Çитеççĕ те кермен хапхи патне, ушкăнпа тĕртсе пăхаççĕ – уçăлмасть, шаккаççĕ – никам та сас памасть. Шалта кам пуррипе çуккине курма май çук-ши тесе, Упа çывăхри пĕр юман çине хăпарса пăхать. – Ах, çĕр çăтасшĕ пуçне! – мĕкĕрет Упа çўлтен, – Куян ларать вĕт унта! Ав, кишĕр кăшлать, кунталла çаврăнса та пăхмасть! Куна илтсен, куянсем пĕр шикленсе, пĕр тарăхса каяççĕ. – Куян ятне çĕртет, мур пуçĕ, пирĕн йăха варалать! – шавлаççĕ вĕсем. Анчах ним тума та çук, наян Куян вĕсем çине çаврăнса та пăхмасть. Хăй ырлăха кĕрсе ўкнĕ те ыттисем çинчен пачах шухăшламасть – хуть те çак самантрах шăнса вил. Куянсем йĕрсех яраççĕ. Пачах ĕнтĕркесе çитнĕскерсем, хурлăхлăн та мĕскĕннĕн каялла çаврăнса утаççĕ. Упа та вара вĕçем хыççăн хуллен кăштăртатать. Çула май Упана ырă шухăш çĕклентерсе ярать. Вăл çавăнтах ăна куянсене пĕлтерет: – Атьăр ушкăнпа пĕр çурт туса лартар, пĕрле пурăнма пуçлар... – тет вăл. Кун пирки пачах шухăшламан куянсем пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илеççĕ те сасартăк шавлама тытăнаççĕ: – Чăнах та, атьăр пуçлар çурт тума! Ушкăнпа кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать-çке! Эх, мĕнле аса илмен эпир кун пирки! Пуçланать вара хĕрў ĕç вăрманта. Пĕрисем йывăç касаççĕ, теприсем чутлаççĕ, виççĕмĕшсем пура тăваççĕ, тăваттăмĕшсем хăма çураççĕ, пиллĕкмĕшсем канса лараççĕ. Чи пысăк пĕренисене Упа-Утаман сĕтĕрет. Çурт куç умĕнчех ўссе пырать. Виçĕ кун та виçĕ каç ĕçлесен, пўрт мăрйинчен тĕтĕм мăкăрланма та тытăнать. Туслăн пурăнаççĕ вĕсем çак пўртре. Пĕрне-пĕри пачах кўрентермеççĕ. Хăшĕ те пулин чирлесенех ун-кун чупкалама тытăнаççĕ: эмел тупма васкаççĕ, сиплĕ курăксемпе сиплеççĕ, çур сăмахранах пĕрне-пĕри ăнланаççĕ. Чиперех хĕл каçаççĕ çапла куянсем. Упа та çуркуннене ырă-сывă кĕтсе илет. Хĕвел сивве хăвалама тытăнать. Хĕртнĕ йĕппе тире-тире юр кĕрчĕсене кăпăшлантарать. Хĕл чăтаймасть – йĕрсе ярать. Унăн куççулĕ çырмасемпе варсем тăрăх юха пуçлать: кўлĕсемпе лупашкасене тулать, айлăмсемпе çўллех мар утравсене хупласа хурать. Пĕр каçхине хайхи наян Куян çуртне те шыв илет. Йĕри-тавра тинĕс пек çуталса выртать çавра кўлĕ. Тулнăçем тулать вăл. Наян Куян çакна малтанах асăрхаман-мĕн. Талăкĕ-талăкĕпе тĕлĕрсе выртнă май вăл тулта шыв-шур шавланине те илтмен. Пĕр ирхине наян Куян аран-аран йăраланкаласа тăрать те кишĕр çиес килнипе путвала анма шутлать. Аялти хута картлашка тăрăх анма тăрать кăна, хăранипе ахлатсах ярать: пўртре çур этаж шыв иккен! Каялла çўлти хута чупса хăпарать. Тўрех балкон çине ыткăнать: йĕри-тавра шыв! Пўрчĕ те çурри ытла шывра! «Аçта каймалла, мĕн тумалла? – хăвăрт çиçсе илет ун пуçĕнче шухăш. – Камран пулăшу ыйтас?» Куян кăшкăрма тăрать, анчах нумай хушă никампа калаçмасăр, хутшăнмасăр пурăннăскер тата хăраса ўкнипе çухалса кайнăскер, нимĕн те калаймасть. Темĕнле ăнланмалла мар сасă çеç тухать ун çăварĕнчен. – О-о-а-а-и-и-е-е! – тет вăл, çавра балкон тăрăх ыткăннă май аллисемпе темĕн сулкалашса. Çак тĕлĕнтермĕш сасса вăрманти куянсем çеç мар, ытти чĕрчунсем те илтеççĕ. Вăрмана темĕнле хăрушă чĕрчун килсе тухман-ши тесе, малтанах вĕсем шикленсе ўкеççĕ, унтан сасă илтĕннĕ еннелле тинкерсе пăхаççĕ те çавра кермен тăрринче наян Куян çухăрашса тăнине курах каяççĕ. – Ăсран тайăлман-тăр ку? – теççĕ куянсем. Çуртне йĕри-таврах шыв илнине курсан тин вĕсем наян Куян хăйне çăлма чĕннине тавçăраççĕ. Кўлли, чăнах та, таçтанах сарăлса кайнă-мĕн. Ун варринче ларакан кермен, çурри таран шыв илнĕскер, аякран пĕчĕк пўрт пек çеç курăнать. – Çăлас пулать айвана, тен, малашне ун пек хăтланмĕ! – тет Упа, хăйне асаплантарнă Куяна шеллесе. – Çăлмалла пуль, епле пулсан та хамăр йăх вĕт! – хушса хурать ватăрах Куян. – Тен, хăйне ку инкекрен çăлсан, чăнах та, ăнланĕ... – Çăлас эппин! Анчах епле? – шавлама тытăнаççĕ ытти куянсем. – Сулă тўмалла, унпа чиперех илсе тухма пулать, – вĕрентет Упа. Пуçлаççĕ вара сулă тума. Пысăкрах йывăçсене касса пĕр-пĕринпе çыхăнтараççĕ те наян Куяна ăнăçлах лартса тухаççĕ. Сиксех чĕтрет хăй, калаçаймасть те мĕскĕн. Йĕре-йĕре куянсене ыталать, хăйне инкекрен çăлнăшăн тав тăвать. Аллисемпе кăтарткаласа, хĕллехи айăпшăн каçару ыйтать, яланах йышпа пĕрле пулма сăмах парать. Пулкалаççĕ çав пурнăçра та наян Куян пеккисем, хăйсем инкеке лĕкиччен тус-тантăш инкекне туйлмаççĕ вĕсем. Калăр-ха, тусăмсем, сирĕн хушăра çук-и ун пеккисем? Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.