Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Александр Алексеевич Галкин Книга: Ҫунатлӑ Улӑп=Крылатый Улып Сказка: Куянсен хӳри мӗншӗн кӗске? Ӗлӗк-авал пирӗн таврашра çеç мар, пур çертете сӗм вӑрман кашласа ларнӑ, тет: вӗçе-хӗрри те курӑнман, урлӑш-пирлӗш те палӑрман. Анчах вӑрманӗ темӗнле аслӑ пулсан та, ытти чӗрчунсене пурӑнма кунта çав тери хӗсӗк пулнӑ – арӑслансем никама та çул паман. Уйрӑмах куянсем хытӑ чӗтренӗ, пӗр-пӗр Арӑслан сассине илтсенех килӗсене йӗм улӑштарма вӗçтернӗ. Пӗррехинче Куян Куянӑч шикленсе-шикленсех сунара тухать. ӑрӑслансем тесе выçса вилмелле мар-çке-ха. Шӑппӑн пырать вӑл сукмакпа, пӗр сас-хура кӑлармасӑр утать. Пырсан-пырсан Куян Куянӑч сасартӑк тӑп! Чарӑнать, пуçӗнчен тукмакпа çапнӑ пек кукленсе анать. »манн сулхӑнинче сарӑлса выртакан ӑрӑслан çине кӑшт çеç пырса кӗмен иккен вӑл! Чылайччен ларать Куян Куянӑч йывӑç хыçӗнче ним хускалмасӑр. Унтан çапах та хӑюланать, тӗмӗ хыçӗнчен пуçне кӑларса пӑхать те тӗллӗннипе чылайччен куçне мӑчлаттарса тӑрать: лешӗ мӗнле выртнӑ çаплах выртать-мӗн, вырӑнтан-мӗн, вырӑнтан та хускалмасть. Унтан çапах та хӑюланать, тӗмӗ хыçӗнчен пуçне кӑларса пӑхать те хускалмасть. «Мӗн пулнӑ ку мура?» – тесе, Куян Куянӑч çывӑхарах пырса пӑхать. Лешӗ пурпӗр хускалмасть. Ҫакна кура Куян Куянӑч Арӑслан патне тата çывӑхрах йӑпшӑнса пырать, патак илсе, ӑна ури вӗçӗнчен хулен кӑна тертсе пӑхать. Арӑслан хӑнк та тумасть. «Э-и-и, кӑннӑ тем ку?» – шухӑшлать Куян Куянӑч хӑйӗн кӗске ӑсӗпе. Вӑл Арӑслан патне пырать те параппан тукмакки пек урипе ӑна хырӑмӗнчен панк! тутарать – лешӗ пурпӗр тапранмасть. Куян Куянӑч вара хаваслансах каять, Арӑслан хырӑмӗ çине хӑпарса тӑрса, пӗтӗм вӑрмана янӑраттарма тытӑнать: Эх-хе-хе, юх-хо-хо-о-о Килӗр, куянсем, кунта, Чупӑр, васкӑр манн пата! Курӑр, сӗмсӗр тӑшмана Эп тӳнтертӗм ним те маар! Ӗнте çитрӗ вӑрмана Ырӑ, ирӗк самана! Выльӑр, ташлӑр, тусӑмсем, Юрлӑр, кулӑр, тӑвансем! Куян Куянӑчӑн сассине илтсен, пӗтӗм вӑрмана чун кӗнӗ пек пулать. Куянсем пӗрин хыççӑн тепри сасӑ патнелле йӑпшӑнаççӗ. Пӑхаççӗ те шаках хытаççӗ. Куян Куянӑч Арӑслан çинче тӑрать иккен! – Ухмаха тухнӑ пуль ку? – пӑшӑлтатаççӗ вӗсем пӗрне-пӗри, Куян Куянӑч çывӑхне пыма хӑраса. Анчах лешӗ çине тӑрсах кӑшкӑрнине кура кусем ӗненеççӗ, майӗпенех ун тавра пухӑнаççӗ. Арӑсланӗ чӑнах та вилӗши тесе, ӑна унтан-кунтан тӗрткелесе пӑхаççӗ. Вӑл пачах та хускалманнине пула вӗсем те хӑюланаççӗ, хӑйсене усал тӑшманран хӑтарнӑшӑн Куян Куянӑча мухтама тытӑнаççӗ, пилӗк таран авӑна-авӑна пуç таяççӗ. Ҫакна курсан Куян Куянӑч тата ытларах хӑлаçланма, мухтанма тытӑнать, йӑлтти-ялтти сиккеленӗ май такмак калама пикенет: Ӗнте пӗтрӗ Сӑнсӑр, Арӑслан! Тек тӑраймӗ, Хӑратаймӗ Нихӑçан! Пӑрахатӑп Ҫемсере эп Вут çине! Вӗçтеретӗп Ҫилпеле эп Ун кӗлне!.. Анчах Куян Куянӑч лайӑххӑн сиккелеме те ӗлкереймест, сунарта çӳресе ывӑннипе вилесле çывӑрса кайнӑ. ӑрӑслан сасартӑк вӑранать те хӑйӗн сӑмси тӗлӗнче çапкаланса тӑракан вӑрӑм хӳрене яп! ярса тытать, яваласа илсе, лайӑх кӑна пӑрать. Ҫатӑрт! тӑвать хӳре. Куян Куянӑч çари! çухӑрса ярать те пӗррпӗррех тапса сикет. Арӑслан аллинче вара хӳре çеç тӑрса юлать. Пӗр хушӑ вӑрманта ура сассисем кӑна илтӗнсе тӑраççӗ, темӗнле вӗтӗ çар вутлӑ çумӑртан тарать тейӗн… Усӑмсем! Хӑвӑр таврари куянсене курнӑ-и эсир? Вӗсен те хӳрисем вӑрӑм маар вӗт? Мӗншӗн тетӗр-и? Мӗншӗн тесен вӗсем пурте хӳресӗр тӑрса юлнӑ Куян Куянӑчӑн ачисем. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.