Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Давыдов-Анатри Василий Иванович Книга: Ача-пӑча сӑввисем. Стихотворение: Ачасен садĕнче. Атте ĕçлет заводра, Анне ĕçлет станцăра. Эпĕ куллен ирхине Каяп ачасен садне. Уçă сывлăш таврара, Çĕнĕ пушмак урара; Утап эпĕ васкаса, Тухап Тури Çĕнкаса. Умра шурă пысăк çурт, Кунĕн-çĕрĕн хăй çап-çут: Хĕвел вылять кăнтăрла, Ильич лампи – каçпала. Çурт умĕнче, пахчара, Ача-пăча вăйăра. Хăшĕ хăйăр купалать, – Кĕтмен çĕртен сăрт пулать. Çитет акă кăнтăрла, Вăхăт – апат тумалла. Унтан кăштах выртмалла, Ыйхă тутлă – канмалла. Хĕвел анма пуçласан, Атте килет заводран. Вăл çула май çак çурта Кĕрет ялан ман пата. Эпĕ аттепе пĕрле Хăвăрт утап килелле. Садра мĕн-мĕн тунине Калас килет аннене. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.