Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Светлая (Петрова) Елена Владимировна Книга: Яшлăхпа ватлăх Басня: Тилĕпе Ула курак Тилĕпе Ула курак Çăвать кăна япшар чĕлхеллĕ Тилĕ: − Ула куракăм, эсĕ маншăн пурнӑҫ пилĕ! Леш те юлсах каясшăн мар унран: − Эс, Тилĕ тусăм, маншăн тăванран тăван. Чунтан калатăп, хакли çук санран! − Хайхискерсем пĕрне-пĕри ачашшăн çупăрлаççĕ, Пыл пек, çу пек сăмахсемпе мухтаççĕ… Ват Чĕрĕп çак сăмахсене илтсен Вĕсем патне йăкăртатса пырать хуллен. − Пикемĕрсем, сире ырă хыпар эп пĕлтерем: Инçех те мар, шăп хамăр ĕшнерех, Илемлĕх конкурсĕ пулать иккен, Питех аванччĕ иксĕр те унта çитсен, Пире талантăрпа тĕлӗнтерсен… − Аха, − тет Тилĕ, − пит кĕттетĕм-ха куна, Ку уявра, пĕлетĕр-и, тивӗçлипе хак параççех мана! Тăхта-ха, чим-ха, − − тет ăна Ула курак, − унта Эп пулмалла пĕрремĕш вырăнта! Куна илтсессĕн Тилĕ тарăхса каять: − Пĕрремĕш вырăнта? Ай, катемпи! Мĕнле вăл калаçать? Сан пек айван мала ăçтан тухать? Тин çеç пĕрне-пӗри мухтакансем Çапла сапма пуçларĕç сив хĕлхем. Куракĕ Тиллине хăрăмпала сӑрлать, Леш Курака çĕр чăтайми хурлать. Тапранчĕ вăрманта шăй-шай, Пур кайăк тĕлĕнсе кăна тăрать… Ай-ай! Туссем, хăш чух илемлĕх вăййинчен çапла Пулса тухать камитлĕ япала. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.