Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Светлая (Петрова) Елена Владимировна Книга: Яшлăхпа ватлăх Басня: Портфельлĕ Ашак Пушмакĕпе шаклаттарса, эй, шак та шак Мӑн çулпала утса пырать Ашак. Курах каять хайхи: умра портфель выртать, Çап-çут тӑхи хĕвелпеле йāл-йāл йăлтăртатать. «О-хо?! − ик хăлхине вылянтарать Ашак.− Портфель! Ăçтан эс пĕлнĕ манăн шухăша? Килсем часрах кунта! Алра портфель пулсан Çын ăслăн, тăнлăн, сумлăн курăннă ялан. Халь ĕнтӗ эп те ятлă пулăп санпалан! Портфель! Эс ӳстеретĕн шанчăка!» − Мăнаçланать Ашак. Умра ак − Качака. Вăл тĕлĕнет Ашак сумлăхĕнчен − Ара, портфель чăнах та сум кӳрет иккен. «Ыйтам-ха пулăшу портфельлĕ Ашакран,− Тет Качака, − хăтарĕ тен йывăрлăхран?» − Хисеплĕ…Хм-м… Ашак Ашакович…. Ĕнсе Ку яхăнта ытла та ларчĕ хĕсӗнсе: Вунă путек вӗт ман… Апачĕ-ҫимĕçĕ сахал, Пӳрт-çӳчӗ сивĕ… Çитеймест вăй-хал Эс халĕ ятлӑ çын ĕнтӗ, Ашак, Тен, шеллĕн кӳршӳне, тен, пулăшăн кăштах? − Чим… Портфеле уçам-ха, − тет Ашак. Уçать хайхи, анчах портфелӗ пуш-пушах: Ни хăпарту унта, ни кăтарту… Çакна пăхса тăруçăн Качака Тӳрех каларĕ уççăн Ашака: − Çынна канаш пама çитеймесен мехел Алла мĕн-ма тытатпăр-ши портфель? Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.