Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Асамат Светлана Васильевна Книга: Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк Сказка: Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк Халап Янкăр кăвак тӳпере Янкăр кĕмĕл чечексем. Янкăр таса чĕремре Янкăр çутă шухăшсем. Янкăр уçă кăмăлăм Янкăр шухăш çуратать. Янкăр уçă уçлăха Янкăр ĕмĕт ăнтăлать. Янкăс кăмăл еккипе Сарă тĕлĕк куратăп: Саркун патша çĕршывĕпе Саркаланса утатăп. Анлă Атăлпа Сĕве Хушшине хутланă пек, Пĕрре Тĕкĕр[1], тепре Йăхрат[2] Шывĕсемпе çăвнатăп. Ур, Лакаш, Ширпул, Ниппур, Киш хули[3], Эрех[4]хули. Шумерсемпе аккадсем – Хура çӳçлĕ этемсем. Сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă, Яштак пӳллисем те пур. Пĕр чĕлхепе пуплеççĕ, Сывлăх сунса иртеççĕ. Аккад[5]хулин керменне Сар алăкран кĕретĕп, Саркун[6]патша умĕнче Эп пуçăма пĕкетĕп. Хапăл туса, ал тытса Кĕрекене лартрĕç те Какай шӳрпи çитерчĕç, Сăра, симпыл ĕçтерчĕç. Шăпăрпала параппан Ташă кĕвви каларĕç, Кĕсле, купăс çеммипе Шеп юрăсем шăранчĕç. Тав куркине çĕклесе Хăна юрри юрларăм, Ал-урана хуçкаласа, Авкаланса ташларăм. Йĕтĕн кĕпе аркисем Енчен-енне вăркăшрĕ, Умлă-хыçлă саппун тĕрри, Шăрçи-тенки йăлкăшрĕ. Саркун патша-аслаттей Ǎш сăмахпа сăйларĕ, Сарă кунсем таврăнасса Манса кайма хушмарĕ. Бронзăпала эрешленĕ Тăрантаса лартрĕ те, Вĕçтертĕмĕр Эрехе – Кĕнеке пуххин çуртне. Çырма пĕлен ăсчахсем Çемçе тăма чĕреççĕ, Хавхаланса, тăрăшса, Пурте тимлĕ ĕçлеççĕ: Тăмран чуста çăраççĕ, Лапташкасем[7]тăваççĕ, Кĕнекине пиçсе тухма Кăмакана хываççĕ. Вĕрӳ-суру кĕллине, Юмах, юрă сăввине Кĕнекене пухаççĕ, Хуралласа упраççĕ. Саркун – ăста çыравçă: Çăлтăрсемпе сĕмленет, Юмăç чĕлхине тĕпчет, Ǎслă пулма вĕрентет. «Кам вăрçăпа тапăнать – Явапне хăех тытать. Кам çынна усал тăвать – Усал хăйнех тĕп тăвать». «Эпĕ вăрçа тухса кайнă Тăшман вăйне аркатма, Тăшман пире тапăннăшăн, Çаратнăшăн тавăрма». Мăнукĕсем валли çакна Аслашшĕпе асламĕшсем Тватă пин çул каялла мар, Ĕнер çырса хунă пек. Халăх йăли-йĕрки майне Пире валли пухнă пек, Кĕнекине алла тытса Вуласса ĕненнĕ пек... Саркун патша пуянлăхĕ – Эреш-мереш палăксем: Тискер кайăк, вĕçен кайăк, Пирĕштисем, турăшсем. Илĕм–тилĕм керменсене Епле çÿллĕ çĕкленĕ, Юписене, стенисене, Чĕркелесе тĕрленĕ. Ӳкерчĕксем шăтăкласа Тĕрлĕ тĕспе сăрланă, Пĕтĕм тĕнче ăмсанмалăх Кĕтрет[8]лартса хăварнă. Авал чăваш кĕнекине Хĕрлĕ çулăм хыпнă пуль, Тăм кĕнеке ванчăкĕсем Кĕл айĕнче юлнă пуль. Çунса кайнă керменсене Çавра çилсем тустарнă, Хăйăр, тусан, тăпра сапса Тултарнă та пытарнă. Асамлă мул, хаклă тупра Çĕр айĕнче выртать пуль, Мăнукĕсем пырас пулсан Яр-р! уçăлса каять пуль. Патша сумĕ – яваплă сум: Халăх ĕçне пĕлмелле, Кӳршĕсемпе туслă пулма Хăна-вĕрле чĕнмелле. Усламçă та пулмалла, Сыхлавçă та пулмалла, Саккунсем те çырмалла – Тăнăç пурнăç тумалла. Пуян пулнă, чаплă пулнă – Веç арканнă, мĕн çитмен? Сĕре кĕвĕç пулнă теççĕ, Апла пулсан чап çитмен? Апла хура ăмсанупа Пĕрне-пĕри çаратнă, Пĕр-пĕринпе тӳпелешсе Тăванлăхне çухатнă. Тăванлăхне çухатнипе Тăшман килсе аркатнă, Тыткăнланă, сутса янă, Тĕнче тăрăх салатнă. Тарçă пулса, тар юхтарса Кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, Такам тарçи пулнипеле Хăйĕн ятне çĕтернĕ... Ирĕк илсе мăнаçланма – Пăхаттирсем тупăннă, Çĕнĕ çĕрте çĕнĕ вăйпа Пурнăç тума пуçăннă. Этемлĕхе çутă тĕнче Темĕн те пĕр кăтартнă, Йывăр, çăмăл, пархатарлă Пулăмсене пăлхатнă... Хаклă тăван кĕрекинчен Тав сăмахĕ калатăп, Чун ыратса кайнипеле Ĕсĕклесе яратăп. – Сĕм-сĕм авал эсир Саркун Çĕршывĕнче пурăннă. Кайран тĕнче анлăхĕнчи Атăл çĕрне йышăннă. Атăл çĕрне куç хывиччен Ǎçта кăна çитмерĕр, Атăл шывне пуç тайиччен Мĕскер кăна тӳсмерĕр. Пĕрне-пĕри пулăшсмасан Туслăх туйăмĕ сӳнет. Тупăнакан кăлтăксене Пĕрлĕх тытăмĕ çĕнет. Ан эрленччĕ, саркайăкăм, Хурланнипе мĕн пулать? Иртен-каян пурăнăçран Илемлĕ ĕç – çав юлать. – Саркун патши çак шухăша Лăпкă саспа каларĕ. Çавăрăнса кайнă пуçăм Атăл шывĕн шавларĕ. Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк мана, Тен, чăннинех кăтартрĕ? Тĕксĕмленнĕ кăмăлăма Ĕмĕт шевли çутатрĕ. Ырă Саркун патшамăра Чăваш лайăх астăвать, Халапсенче, юмахсенче Сарă куншăн тав тăвать. Ваттин – халап ярасси, Шахвăртса ăс парасси. Вĕттин – куçне чарлаттарса Чăнк! тăнласа ларасси. Сăмахлама сăмах пур, Хапăл тума хăна пур. Халап ярса юмахлама Халăх ăраскалĕ пур. [1]Тĕкĕр – Тигр шывĕ [2]Йăхрат – Евфрат шывĕ [3]Ур, Лакаш, Ширпул, Ниппур, Киш – Авалхи Месопотами (двуречье) çĕрĕ çинче пурăннă шумер халăхĕн хула ячĕсем. [4]Эрех – Шумер патшалăхĕнчи хула, унта халăх библиотеки пулнă. [5]Аккад – Саркун патшалăхĕн тĕп хул [6]Саркун – шумерсемпе аккадсен пĕчĕк хула–патшалăхĕсене пĕрлештерсе пысăк та мăнаçлă Çĕршыв тунă пăхаттир. [7]Лапташка – шумерсен çырулăх паллисем, кĕнекесем, тăмран тунă лапташкасем çинче упранса юлнă. [8]Кĕтрет – тĕлĕнтермĕш. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.