Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Асамат Светлана Васильевна Книга: Çумăр ташши Стихотворение: Телей Ик çунатне шартлаттарса, Ик урипе таплаттарса Чĕп кăларнă ами тавра Мăйне тăсса, какаклатса Хур аçи ташша çапать. Йăлттам сарă чěпписене Тĕксе илет, çупăрлать, Ял урамне янăратса Савăнăçне палăртать. Илле Коли хур пăхать, Иртсе пыран Кенатие Чарчĕ те çапла калать: – Куртăн-и, мĕнле ташлать? Ман атте те, эп çуралсан, Ача ури çунă чухне – Анне тавра ташланă, Кукка купăс каланă, Инке юрă юрланă. Асаттепе асанне, Кукаçипе куками – Сĕтел тавра, сăпка тавра Çавра çăкăр çавăрнă. – Астумастăн-им вара, Эсĕ мана кун çинчен Пĕлтĕр пĕрре каланă. – «Эсě лайăх çемьере Телей курма çуралнă», – Терĕ мана хуларан Килсе кайнă Шураппа... – Эс, телейне курсассăн, Илсе пыр-ха ман пата. – Сан пата-и? Мĕн тума? – Санăн çеç-им-ха, Коля, Курмалла çав телея?.. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.