Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Асамат Светлана Васильевна Книга: Çумăр ташши Стихотворение: Ĕмĕт Пĕр чиперкке хĕр ача Сăвă çырма шутланă Шутланине çырса хурса Пĕр концертра вуланă: «Эпĕ Чăваш çĕршывĕнче Чăваш пулса пурнатăп, Тăван тавра сывлăшĕпе Кăкăр туллин сывлатăп. Эп çуралнă-çуралманах Анне юрă юрланине, Атте юмах юптарнине Куçа чарса тăнланă. Уткалама пуçласанах Анне тунă пуканепе, Атте тунă теттесемпе Каçса кайсах вылянă. Путене пек йăпăртатса Вĕренесчĕ ташлама, Шăпчăк евĕр, чĕкеç евĕр Вĕренесчĕ юрлама. Ӳссен – артист пулатăп, Шупашкарти театрта Спектакльсем вылямашкăн Ĕмĕтленсе пурнатăп». Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.