Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Азамат (Смирнова) Светлана Васильевна Книга: Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк Стихотворение: Чĕкеç йăви Чăн пулни 1 Пĕчĕккĕ чухне каяттăм Улăха та вăрмана. Юмана – юман çинчен, Çăкана – çăка çинчен, Чечеке – чечек çинчен, Юрă юрласа параттăм – Чун саван тавралăха Пĕчĕкçĕ парне тăваттăм. Пуçăм çаврăнса каятчĕ, Ĕмĕт – тӳпене туртатчĕ. Кайăкăн вĕçес килетчĕ, Кайăкăн юрлас килетчĕ. Çулçăсем – шăпăртатса, Чечексем – шăнкăртатса Манпала пĕрле юрланăн Илтĕнетчĕ хăлхара. Сарă кайăк юррине, Шăпчăк шăрантарнине Ĕнтрĕкпе вăрман хĕрне Тăнлама тухса тăраттăм: «Шăнкăрч çунатне çапса Ташша ярса такмаклать. Вăрман кайăкĕ мĕн-ма-ши Вăрттăн, пытанса юрлать?" Шăпчăк çунатти çинче Пӳрне çук–ши? Унсăрăн – Шăхличе мĕнпе пусать-ха, Еплерех шăхăрттарать-ха? Сарă кайăк турат çинче Саркаланса ларать-ши, Селĕм сăвви-кĕввисенче Мĕскер çинчен калать-ши?» 2 Пирĕн пӳрт çамки çинче Пĕр чĕкеç çемйи пурнатчĕ, Çулсерен йăва тăватчĕ, Ик-виç чĕпĕ кăларатчĕ. Çепăççĕн чĕвĕлтететчĕç Тем çинчен пĕр-пĕринпе. Тем пĕлсе пĕкĕлтететтĕм Вĕсемпе мĕн çăвĕпе. Пĕр çулхине кӳршĕ ачи, Илле пиччен Кенати, Вĕсене хытах хăратнă, Чулпала персе шуйхатнă. Пӳрт умĕнчи чие çырли Пахчи урлă пере-пере Йăвине тĕл тивеймен, Çĕмĕрме ĕлкĕреймен. Тарăхрăм, чулпах тĕллерĕм, Çамкинчен тӳрех лектертĕм. Чулĕ пысăках та марччĕ, Лекрĕ те-ха, юн кăларчĕ. Сиксе тухрĕç урама Юна-юна ятлама Марье инке – туяпа, Илле пичче – пушăпа: – Турттарса çатлаттарап – Лайăхрах ыраттарап! Шаплаттарнă! – çамкаран, Куçĕ аманас пулсан?!. Йĕрес мар, хӳтĕленес, Ак çапларах евитлес: – Чĕвĕл чĕкеç йăвине Тĕкĕнме, тивме хушман. Вут тухать тет ăнсăртран. Ак пушар тухас пулсан?.. Мĕншĕн эсир ачуна Çакăн çинчен каламан? Юрать пирĕн чӳрече Кантăкĕсем ванайман. Чанкăртатса ӳкнĕ пулсан? Атте-анне ĕçрен килсен Хăвăрăн кантăксене Панă пулăттăр пире. Чĕкеçсем вĕçсе çӳрерĕç Пирĕн çийĕн вĕркешсе, Ǎнланаççĕ мар-ши терĕм Кайăксем çын чĕлхине?.. Ах, шеллерĕм Генăна, Ашшĕ-амăш хĕнесрен Питĕ хытă хăраса Ӳле-ӳле макăрса, Вăрăм кĕпе çаннипе Сăмсине шăла-шăла Вирхĕнтерчĕ çырмана. Хĕл ларсан, чĕкеç йăви Татăлса çĕре ӳксен, Хăйĕн аллипе тытса Курас килнĕ йăвана Кайса патăм Генăна... Çуркунне çитсен чĕкеç Пӳрт умне мар, пӳрт хыçне Турĕ хăйĕн йăвине. Çав тери савăннипе Сивĕнменшĕн тав туса Ывăс çине хурса патăм Тулă кĕрпи, вир кĕрпи, Вĕçсе ан та, лар та çи... Çук, чĕкеç çĕре лармарĕ, Хăналас тени пулмарĕ. 3 Ĕмĕтпе çунатланса Чăн та, тĕлĕкре вĕçеттĕм. Талпăнса чупса каяттăм, Алсене сарса ярса Авăсаттам-авăсаттам... Çĕкленеттĕм-çĕкленеттĕм Пĕлĕтпе тĕл пуличчен, Тĕлĕнеттĕм-тĕлĕнеттĕм Пĕлĕтпе туслашнинчен... Кайăк хăйĕн чĕппине Вĕçтерме вĕрентнĕ евĕр, Шур çунатлă çăмăл пĕлĕт Çуммăн ярăнса пыратчĕ. Уçăлатчĕç тинĕссем, Чул тусем, юхан шывсем, Пуш хирсем, çеçен хирсем... Пысăклантăм, çитсе куртăм, Куçа-куçăн сывлăх сунтăм Тĕлĕкре тĕлленнине: Аякри çĕршывсене, Шукăль çурт-керменсене, Ял-хула çыннисене – Çĕр-аннемĕр илемне... Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.