Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Азамат (Смирнова) Светлана Васильевна Книга: Алфавит Стихотворение: Сас паллисем Йĕкĕреш йĕркен Ашшĕ-амăш куçĕнче – Ачи-пăчи – пĕр тĕнче. Ăн – ăнкарма, ăнланма, Ăслăлăха ăнтăлма. Библи – пурнăç кĕнеки, Букварь – пĕлӳ кĕреки. Витĕм кирлĕ вăхăтра Вĕкеленни вырăнсăр. Гранит – çирĕп, чаплă чул, Графит – çемçе, хура чул. Демократи саккунĕсем Депутатсен шайĕнче… Ертӳçĕсен йĕрĕ çине Еткерçĕсем тухаççĕ. Ĕç-хĕл – ĕçчен палăкĕ, Ĕрче, чăваш халăхĕ. Ёлка тавра çаврăннă чух «Ёштăр-ваштăр» пулкалать… Журналистем – сăмахпа Жонглер евĕр выляççĕ. Зефир – пылак çимĕç пур, Зефир – мамăк пусма пур. Илес-милес çил-тăман Ирпе каçа пăхăнмасть. Йăнăш – йынăшса йăлăхтарать, Йăпану – йăваштарать. Карап тума пуçличчен Кимĕ тума пуçланă. Лайăх йăла-йĕркене Ламран лама куçарас. Мăшăр аван пулсассăн Мăшкăл курас хуйăх çук. Нӳре кайнă çанталăка Нухрат сĕнсе чараймăн. Орфографии – тĕрĕс çырасси, Орфоэпи – тĕрĕс пуплесси. Пурлăх парса хăварма Пуян ăс-хал пухмалла. Рехетленсе пулăшнăшăн Рахмат сире, тус-тăван. Савăк тусĕ – сĕреплĕх, Сăвап тусĕ – сăпайлăх. Çывăх çынпа çапăçакан – Çылăх çатмин çунăкки. Тĕнкĕлтетсе çӳрекен - Тулăх пурнăç тăвайман. Утса, чупса кайиччен Упаленме пуçлатпăр. Ӳркенмесĕр ĕçлекен Ӳнер ăсти пулатех. Феноменла фантаст вĕсем – Философпа филолог. Хăват – хевте мăшăрĕ Хайлав – сăмах кăшăлĕ. Цимбал – кĕсле майлăрах, Цитра – тренчĕл шайлăрах. Чунпа чĕре чирĕсене Чиркӳ юрри чӳхетет. Шухăшлама – шухăш пур, Шĕкĕлчеме – чĕлхе пур. Щетка пур – шăл тасатма, Щетка – пушмак çутатма. Ыррăн-сыввăн пурнасчĕ, Ытлăх-çитлĕх курасчĕ. Этемлĕха пуçарнă мăшăр: Этем – Адам, Ева – Йăва. Юр хытарнă шăнак çĕр Юрла-юрла ăшăнать. Ят вăл явап, манас мар, Ята ярса пурнас мар. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.