Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Азамат (Смирнова) Светлана Васильевна Книга: Çумăр ташши Стихотворение: Асамат кĕперĕ Çара уран çатлаттарса Урам варне чупса тухнă Ачасемпе Кирук Анни Селĕм юмах юптарать: – Пĕлĕт çинчи пĕр-пěр ялта Мунча хутса янă пуль те, Шывне тăкса янă пуль – Ăшă çумăр чашлатать, Çичĕ тĕслĕ, ай тур-тур-тур, Ал шăлли те курăнать, Йăлтăр-йăлтăр хĕвел шевли, Ай тур-тур-тур, тĕр тĕрлет, Çумăр – ахах шăрçисемпе Шăтăклине чĕнтĕрлет. – Асамат кĕперĕ у-у!.. – Сайра курăнать çав у-у!.. – Пирĕн кӳллех анчĕ пуль, Чӳхенесси килчě пуль... – Алпа тытса курасчĕ, Шăлăнса та пăхасчě... – Кам маларах? Айтăр чупас, Кӳл хĕрне çитсе кура-ас!.. Ыткăнтарчĕç шĕвĕрсем, Вĕлтлетеççĕ урисем... Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.