Пулă нумай пĕвере, Чи илемли — ылтăнни. Килсе курăр ÿлĕмрен, — Эпĕ чупрăм ывăнми.   Ятăм хайхи вăлтана Пулă тытас ĕмĕтпе, Тарчĕ манран вĕлт! кăна, Ларса юлтăм «ĕмкĕчпе»!   Пулли ылтăн, кĕмĕл мар, Кĕмĕл унăн шăлĕсем. Ăна çисе тем курар, Пыра ларĕç шăммисем!