Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич) Книга: Çамрăк юлан утçă = Юный кавалерист Рассказ: Макçăм аслашшĕ Макçăм час-часах аслашшĕне аса илет. Темиçе çул каялла, сакăр вунă çул урлă каçсан, ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ ватă. Таврара хисеплĕ, паллă çын пулнă вăл. Панă сăмаха çирĕп тытнă, çилпе вĕçтермен, илемлĕ, анчах суя сăмахсемпе никама та илĕртмен. Пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитернĕ. Кам пулнă-ха Макçăм аслашшĕ? Колхозра вăл телерадиомеханикра вăй хунă. Ку ăсталăха çартан вĕренсе килнĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕшĕн ăна пурте хисепленĕ. Вун çиччĕри яша 1943 çулта çара илнĕ. Анчах çул çитмен пирки ăна малтанах радистсен курсне йышăннă. Йăлт çăмăллăн, хăвăрт ăша хывнă вăл. Вĕренсе пĕтерсен ăна, чи лайăх курсанта, радиостанци пуçлăхне лартнă та ятарлă çар чаçне янă. Тăван çĕре таврăнсан хăш-пĕр фронтовик пек мухтанса калаçма, вăрçă терчĕ-нушине аса илме юратман вăл. Ыйтусене кĕскен, темиçе сăмахпа çеç хуравланă. Макçăм вара унпа чăнласах мухтанма пултарать. Çартан аслашшĕ 1951 çулта çеç таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче виçĕ орден − медаль ялтăранă, хулпуççийĕ çинче − старшина пакунĕсем. Виçĕ çултан маттур ар яла электричество кĕртнĕ. Краççын лампиллĕ ял çапла «çутта тухнă». Аслашшĕ тивлечĕпех ку тăрăхра ыттисенчен маларах телефонлă пулнă. Пирвайхи хĕрĕх номере колхоз правленине, производство участокĕсене тата хуçалăх ертӳçисен килĕсене кĕртнĕ. Каярахпа Мускава кайса çĕршывăн Патшалăх планĕнчен ялта радиоузел лартма ирĕк илнĕ. Кирлĕ аппаратурăна хăйĕн укçипе туянса, тавар пуйăсĕпе тиесе таврăннă телерадиомеханик. Эрнерен радиоузел Вăрмар поселокĕнчи чугун çул станцине çитнĕ. Аслашшĕ ăна ялта вырнаçтарнă. Часах колхозăн радио редакцийĕ те йĕркеленнĕ. Вăл кашни каç колхозниксене ыран камăн ăçта ĕçе тухмаллине пĕлтерсе тăнă. Хыпарсемсĕр пуçне радио колхозниксене юрă-кĕвĕ кăларăмĕсемпе савăнтарнă. Ăна валли ятарлă графит грампластинкăсем туяннă. Аслашшĕ ĕне ферминчи хĕрлĕ кĕтес валли ялта чи пĕрремĕш телевизор туянса панă. Мĕнпур çамрăк каçсерен унта пухăннă, пĕрле тĕрлĕ кăларăм пăхнă, уйрăмах вара футбол, хоккей вăййисемпе кăсăкланнă. Аслашшĕн аллисем чăннипех те ылтăн пулнă. Ял çыннисем ун патне тăтăшах электрооборудовани − магнитолăран пуçласа утюг таранах − юсаттарма пынă. Пĕррехинче тĕлĕнмелле ĕç пулса иртнĕ. Райцентрта пăрăхсем тăрăх шыв паракан управленин электричество пульчĕ çĕмĕрĕлнĕ. Вырăнти специалистсем виçĕ кун нушаланнă, анчах та юсайман. Çакна пĕлсен колхоз председателĕ район пуçлăхĕсене çапла каланă: «Манăн колхозра электрооборудовани тĕлĕшпе ĕçлекен ăста специалист пур. Вăл пĕлменни ним те çук-тăр». Председатель Макçăм аслашшĕне хăйĕн «Волга» машинине лартнă та райцентра илсе кайнă. Мĕн тетĕр эсир? Икĕ сехетре йăлт йĕркене кĕртнĕ телерадиомеханик, поселокри халăха шывпа тивĕçтернĕ. Çакăн хыççăн колхоз председателĕ çунат хушнă пек, чупса мар, вĕçсе çӳренĕ. Хăйсен ялĕнче çавăн пек ăста пуррипе савăннă та, мухтаннă та ертӳçĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Макçăм аслашшĕ столяр ĕçĕпе аппаланма юратнă. Вăл ял çыннисем валли чӳрече рамисем, алăксем, çăл пурисем тунă. Вĕллесем уйрăмах хăтлă пулса тухнă. Чăн-чăн ăста çаврăнăçулăхĕ, тирпейлĕхĕ пур япалара та курăнать. Макçăм аслашшĕн мастерскойĕнчи инструментсем яланах ĕçе хатĕр тăнă, таса та юсавлă пулнă. Çавăнпа арçын ача аслă тăванне питĕ юрататчĕ, ун пек пулма тăрăшатчĕ, унран вĕренсе пыратчĕ. Юлташĕсем умĕнче яланах мухтанатчĕ. Унăнни пек пултаруллă та ăста асатте ялта тата камăн пур-ха?! Макçăм халĕ те час-часах аслашшĕн мастерскойне туртăнать. Пушă вăхăт тупăнсанах унта чупать, каскалама, савалама вĕренесшĕн-çке. Ват çын эрешлĕ чӳрече хашакĕсене епле хатĕрленине пăхса тăма уйрăмах юрататчĕ ача. − Асатте, пар-ха, эпĕ те туса пăхам, − тетчĕ. − Малтан кăранташпа йĕрлесе тух. Акă ме сана лекало. Унтан хуллен, асăрханса касма пуçла. Кунта тĕрлĕ инструментпа тимлĕ ĕçлемелле, − ăнлантаратчĕ аслашшĕ. Макçăм тытса пăхман инструмент çук-тăр мастерскойĕнче. Пӳрне вĕçĕпе вĕсен çивĕчĕшне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Аслашшĕ мăнукне чылай ĕç вăрттăнлăхне уçса пачĕ çав. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.