Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич) Книга: Çамрăк юлан утçă = Юный кавалерист Рассказ: Тăрăшуллă вĕренекен Шкулти учительсем Макçăма пĕрмаях мухтаççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе параççĕ. Ывăлĕ лайăх вĕреннипе, хăйне йĕркеллĕ тытнипе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Пытармалли çук, çакă ăна хăйне те килĕшет. Ачалăхпа çамрăклăх ырă ĕмĕтсемпе пуян… Çул − çӳревсем, çĕнĕ юлташсемпе пулăмсем − йăлтах интереслĕ. Шкулта ирттернĕ çулсем − чи хаваслисем. Пур çĕре те ĕлкĕрес, хутшăнас килет. Макçăм та яланах малта пулма тăрăшать − вĕренӳре те, обществăлла ĕçсенче те. Утса-чупса мар, вĕçсе çӳрет тейĕн. Урокра пуринчен малтан алă тăратать, часрах доска умне тухма ăнтăлать. Хăй пĕлни, мĕн вĕренни ăна çунатлантарса тăрать. Спорт мероприятийĕсемпе физкультура урокĕсенче вăл çĕмрен пек. Тус-тантăшĕ ун çине юратса та ăмсанса пăхнине аванах сисет арçын ача. Çакă ăна пушшех хавхалантарать, тата та маттуртарах, хастартарах пулма хистет. …Паян урамра ирех юр вĕçтерет. Макçăм шкула кайма хатĕрленет. Чи малтан хăйĕн краватьне пуçтарчĕ. Тирпейсĕрлĕхе тӳсме пултараймасть вăл! Пур çĕрте те тасалăхпа йĕрке хуçаланччăр. Хăвăрт кăна апатланчĕ те портфельне тепĕр хут тĕрĕслерĕ, унтан тĕкĕр умне тăрса шкул костюмне тăхăнчĕ. Вĕр çĕнĕ те хитрескер питĕ килĕшет ăна. Ашшĕпе амăшĕ пĕлсех туяннă çав. Ывăлне яка, çыпăçуллă тумлантарма тăрăшаççĕ. Хатĕрленсе çитсен Макçăм тинех хапха алăкĕнчен тухать, шкулалла çул тытать. Урамра çаплах асар-писер çил-тăман ахăрашать. Çĕр каçиччен юр кĕрчĕсем тата та ӳснĕ. Темшĕн çакăн пек çанталăка килĕштерет ача. Тăман пĕтĕм ырă мара таçта вĕçтерсе каяссăн туйăнать... Шурă юр вара пĕтĕмпех тасатса çутатать. Сывлăш та уçă ун пек чухне. Асар-писер çанталăк лăплансан чунра канăçлăх хуçаланать. Тавралăх шап-шурă кăпăшка юрпа витĕннĕ-мĕн. Пĕтĕм тĕнче тасалса, çуталса лăпланнă пек, унпа пĕрлех − Макçăм та. Куç тулли черченкĕ илем чуна çĕнетет, хитрелетет. Ăшра темĕнле асамлă, ырă, хавас кăмăл-туйăм çуралать… Çулăн ик айккипе ларакан йывăçсен турачĕсем мамăк пек кăпăшка юрпа витĕнсе усăннă. Тĕллĕн-тĕллĕн йăмăх хĕрлĕ пилеш кăвар пек хĕмленет, çырлине астивме сĕнет. Шурă юр тĕнчинче чăннипех асамлă йывăç пек курăнать вăл. Çурт тăрринче те хулăн сийпе юр выртать. Пĕр сăмахпа, Макçăм хĕл ытамĕнче. Шкул инçе мар вырнаçнă. Хуть те мĕнле çанталăкра та − çумăр-и, çил-тăман-и, вăйлă сивĕ çил-и −çак çула хăвăртах утса тухать арçын ача. Çав хушăрах уроксем, обществăлла ĕçсем (вĕсем вара унăн пайтах!) çинчен шухăшлать. Сăмсине темĕн тĕрлĕ тутлă шăршă кăтăклать. Кашни килте мĕнле ирхи апат пĕçернине туйса пырать вăл. «Кусем салма пĕçернĕ-ха, теприсем кукăль янтăласа ĕлкĕрнĕ, çуллă икерчĕ шăрши те пур. Кусем вир пăттипе сăйланаççĕ пулас. Кăмăл çĕкленӳллĕ, урасем хăйсемех вашлаттарса утаççĕ. Макçăм çаплах шăршăсен тыткăнĕнче... Лашан та хăйĕн шăрши. Ут утлансан хăвна паттăр пекех туятăн. Ачалăхри ытарайми шăршăсене, савăк самантсене, тăван яла ăçтан манăн-ха?.. Асра кăна мар, чĕрере упранаççĕ вĕсем. Класра Макçăм пĕрремĕш е иккĕмĕш ретри парта хушшине ларма юратать. Вĕрентекене яланах тимлĕ итлет. Урокра темăна лайăхрах ăнлансан, ăша хывсан киле панă ĕçсене пурнăçлама та çăмăлрах. Хыçалта ларакансем, шел те, час-часах учитель сăмахне хăлха урлă ирттерсе яраççĕ, пăшăлтатса, вăрттăн калаçса лараççĕ, хĕр ачасем патне çыру çыраççĕ... Паллах, вĕренӳре чăрмантарать çеç ку. Япăх паллă, çаклатасси те çакăнтанах пуçланать. Кайран вара ăна тӳрлетессишĕн пайтах тăрăшмалла. Çавăнпа вăхăтра тимлĕ пулнинчен пахараххи нимĕн те çук. Макçăм урока кая юлакансен, сиктерекенсен йышĕнчен мар. Чирлесен те (сăмахран, шăнса пăсăлсан), сăлтавĕ пĕлтерĕшлĕ пулсан та уроксенчен юласшăн мар вăл. Чир пусса ӳкерсен, температура ӳссен кăна киле выртса юлать. Виçĕ-тăватă кун нушаланать çапла. Пĕрре шăм-шакĕ ыратнипе, вăйĕ çуккипе тертленет, тепре шухăшĕсем канăç памаççĕ. Ара, капла чирлесен вĕренӳре ыттисенчен хыçа юласси те часах. Кайран, сывалса шкула пырсан, учительсем умĕнче хăйне темшĕн айăплă туять. Вĕрентекен ун пирки ку юриех уроксене сиктерсе килте ларнă тесе шухăшлассăн туйăнать... Вĕренме юратать Макçăм. Каникулта та шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕлӳ çурчĕ алăкне уçсах кĕтсе илет. Ачана ку амăшĕ алллине сарса ытамланă евĕрех туйăнать. Алла аттестат илсен Макçăм аслă вĕренӳ заведенине çул тытасшăн. Амăшĕн шанăçне тӳрре кăларасшăн, ĕмĕтне пурнăçласшăн ывăлĕ. Çамрăк чухне унăн амăшĕ Хусанти финанс институтĕнче пĕлӳ илесшĕн пулнă-çке-ха. Анчах та çемьери кăткăс лару-тăрăва пула ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Макçăм амăшне питĕ юратать. Уншăн тем тума та хатĕр вăл. Амăшĕшĕн чи пысăк парне вара − ывăлĕ аслă пĕлӳ илни çинчен çирĕплетекен диплом. Çывăх çын савăнăçĕнчен хаклăраххи тата мĕн пур-ха? Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.