Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич) Книга: Çамрăк юлан утçă = Юный кавалерист Рассказ: Çĕрĕк пан улмисем Паян шăмат кун. Ирхине, шкула кайиччен, ачисене амăшĕ çапла каларĕ: «Чĕппĕмсем, паян мунча кунĕ. Уроксем хыççăн нумай тытăнса ан тăрăр, тӳрех киле килĕр. Хĕллехи кун мунча часах сивĕнет». Маçăма каллех путишле пĕр ç аса килчĕ. Ун чухне вăл иккĕмĕш класра вĕренетчĕ. Пулăмĕ, пĕр енчен пăхсан, кулăшла та пек, тепĕр енчен − самаях тăна кĕртекенни. Суллахи кун Макçăм пахчара çĕр улми йăранĕсене çум курăкран тасататчĕ. Аппăшĕ урăх ĕçпе таçта кайнăччĕ. авăнпа арçын ача пĕчченех тăрмашатчĕ. Ку çемьере тахçанах çирĕпленнĕ çакнашкал йăла: ял уявĕччен пахчана çум курăкран тасатса, кăпкалатса тухмалла. Хăнасем килнĕ тĕле пĕр çум та пулмалла мар. Йăла тăрăх, тăвансемпе пĕлĕшсем сĕтел хушшине лариччен анкартине тухса пахча çимĕç еплерех ӳснипе кăсăкланаççĕ. Йăрансем таса та тирпейлĕ тĕк кил хуçисене мухтаççĕ. Амăшĕ вара: «Эй ĕнтĕ, пахчана эпир мар, ачасем тирпейлесе тăраççĕ», − тет. Вăл çапла ырланишĕн шăпăрлансем каçса кайсах савăнаççĕ. Уява пухăннисем вĕсен ĕçне хаклани те кăмăла çĕклет. Ялти çынна чи малтан ĕçчен пулнăшăн сума сăваççĕ-çке-ха. Чи ырă ят ку. Вăл темĕнле пысăк мулран та хаклăрах. Çавăнпа упрамалла та ăна. Усал ят çын çумне çыпçăнса ĕмĕрлĕхех намăс пичечĕ пек юлма пултарать. Ырă ят вара умри çула маяк пек çутатса пырать. Шухăш çăмхине сӳтсе каллех айккинелле пăрăнчĕ-ха Макçăм. Çапла, çав кунхине çум çумлатчĕ вăл. Кунĕ питĕ шăрăх, çурăм тăрăх шапăртатса тар юхать. Макçăмăн ĕçлес те килмест ĕнтĕ, час-часах айккинелле пăхкалать. Сасартăк кӳршĕ пахчари улмуççи ун куçĕ тĕлне пулчĕ. Пан улмийĕсем пысăк та хĕп-хĕрлĕ, турачĕсем йывăррăн усăнса тăраççĕ. Çуллахи сортсем питĕ пылак пулаканччĕ. Шăрăхпа авă чĕлхе-çăварĕ те типнĕ ĕнтĕ Макçăмăн. Тен, çав пан улмисене астивсенех ăш хыппи иртĕччĕ-и?.. Йĕри-тавра никам та çук. Макçăм чăтăмлăхĕ иксĕлсе пычĕ, пĕр-ик улмине хăвăрт кăна татса илме шут тытрĕ вăл. Анчах амăшĕ тăтăшах: Çыннăнне ан тыт!» − тени чарса тăчĕ-ха ăна. Çапах шăрăх аптратсах çитерсен пан улми тутанас кăмăл çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Епле чăтса тăрăнха ĕнтĕ: хĕрлĕ, кĕрен пан улмисем ытла илемлĕн курăнаççĕ, ешĕл çулçисем вара кăчăк туртнăнах туйăнать... Макçăм хăй те сисмерĕ − урисем тахăш самантра çав çăтмах пахчи тĕлне илсе çитерчĕç ăна. Вăл хăвăрт кăна карта урлă каçрĕ те тепĕр хут йери-тавра çаврăнса пăхрĕ − никам та çук. Авă пуç тăрринчех усăнса тăраççĕ вĕсем, йăрăм-йăрăм кĕрен пан улмисем. Лăс-лăс силлерĕ улмуççи турачĕсене. Шапăр-р! тăкăнчĕç хайхискерсем çĕр çине. Ура пусма та вырăн çук, шутсăр нумаййăн патлатса ӳкрĕç. Хăшĕ-пĕри пуç çинех шаплатрĕ. Ырлăха кĕрсе ӳкнĕ ача суйла-суйла, тирке-тирке пан улми пуçтарчĕ. Хитрисене, якисене хĕвне чăмтарчĕ. Сийĕнче футболкăпа шортă кăначчĕ çав. Шорттин хăть кĕсье пулинччĕ. Макçăм паçăрхи çулпа каялла чавтарчĕ. Нумай тăмарĕ ку илĕртӳллĕ пахчара, мĕнле килнĕ, çаплах хăвăрт кăна карта урлă каçрĕ те хăйсен пахчине улма йăран хушшине çитсе тăчĕ. Пан улмисем, чăнах та, калама çук тутлă. Пĕрне, тепĕрне çирĕ ача, анчах та тек анмарĕ. Мунча чулĕ пек тем пусарчĕ чунне, кăмăлне пăсрĕ. Амăшĕн сăмахĕсем шав хăлхара янăрарĕç... Пан улмийĕсем татах та пур-ха. Тулĕк картишне кĕме хăрать вĕсемпе Макçăм. Амăшĕ курсан тӳрех: «Ăçтан илсе килтĕн кусене?» − тесе ыйтĕ. Ют çыннăнне пĕçертсе тухнине пĕлсен, паллах, вăрçса пĕтерĕ. «Халь тин каялла кайса та хураймастăн. Мĕн тăвас?» − аптăрарĕ ача. Хайхискерсене çĕр айне пытарма шут тытрĕ. Мунча айккинерех шăтăк чаврĕ те юлашки улмасене унта хучĕ. «Кайран çийĕп-ха», − терĕ ăшĕнче. Кайран вĕсем çинчен темшĕн вуçех манчĕ. Асăннă пăтăрмах хыççăн эрне иртсен, мунчара çăвăннă чухне, тин аса илчĕ Макçăм хайхи пан улмисем çинчен. Тумланмасăрах, çарамасах чупса тухрĕ пахчана. Вăрттăнлăха упракан вырăна пырса тăчĕ, çĕре сирме, чавма пикенчĕ. Куçĕ умне çĕрĕк пан улмисем тухса выртрĕç. Вĕсене çиеймĕн ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри хуралсах, кăмпалансах кайнă, теприсенчен нимĕн те юлман. Эх, епле илемлĕччĕ, тутлăччĕ вĕсем малтан!.. Каллех амăшĕн асăрхаттарăвĕ аса килчĕ: «Вăрланипе тутă пулаймăн». Питĕ намăсланчĕ Макçăм. Сывăх çыннин сăмахĕсем яланхиллех тĕрĕс пулнине вăл тепĕр хут курса ĕненчĕ. Вĕсем арçын ачан пуçне те, чунне те çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.