Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни Рассказ: Вутăра Пӳрт-çурт пĕренине сивĕ шартлаттарса çурнă хĕл кунĕнче вутă-шанкă пĕтсе çитни такамшăн та терт. Çулла, çанталăк ăшă тăнă вăхăтра, вутă кирли асра та çук, вăрман касма çӳрес килмест. Кĕркунне − акă меллĕ вăхăт. Кӳршĕпе пăчкă илтĕмĕр те вăрмана уттартăмăр. Йывăçсем çурта пек тӳрĕ, пĕринчен тепри çӳллĕ, кассан часах ӳкмелле. Шаларахрисем тата пысăкрах пуласса шанса вăрман варринех çитрĕмĕр. Çуйласа илтĕмĕр ал арманĕ пек икĕ хурăна. Кăчăрт! çеç тутартăмăр пĕрне. Çурри кассан: «Пăх-ха, пăх! − терĕ кӳршĕ ĕçлеме чарăнсах. − Виçĕ ураллă, хăрах хăлхаллă мулкач чупать». Манăн та çак тĕлĕнтермĕш куяна çав тери курас килчĕ. Çăвара карсах пăхса юлтăм. Çав вăхăтра касма пуçланă хурăн çилпе шатăр-рт! хуçăлчĕ те мана пуçран пан-н! тутарчĕ. Эпĕ çĕре чĕркуççи таран путса лартăм. Хамăр çӳллĕ хурăн шыраса шурлăхлă вырăна çитнине те асăрхаман. Кӳршĕ тапаланчĕ-тăрмашрĕ − мана туртса кăлараймарĕ. Юрать, юнашар çулпа икĕ сунарçă иртсе пынă. Ӳркенмен çынсем пулчĕç, пулăшрĕç. Хăрах калуша тупаймарăмăр, вăл çавăнтах ларса юлчĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.