Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни Рассказ: Вăрман тухтăрӗ Паян кунĕпех вăрманта ĕçлерĕм, пысăк çемйисенчен уйрăлса тухнă кăткăсене çурт-йĕр çавăрма пулăшрăм. Хăйсем суйласа илнĕ ват юман тункати таврашне кăткăсемпе пĕрле вĕтĕ турат, ытти ăпăр-тапăр çĕклерĕм, кăткăсен çурчĕ тăрри хулăнрах пултăр терĕм: кĕрхи çумăрлă кунсенче шыв ан антăр. Хĕл Мучи те хурт-кăпшанкăна шеллесе тăмасть, сивĕ аллипе шатăр-р! çеç тутарать. Турат-çапă сĕтĕрсе самаях ĕшентĕм. Кивĕ çулçă çине упа сарри сарса хутăм та канма выртрăм. Мамăк тӳшек пек туйăнчĕ вырăн. Ыйхă пуссан хытă тенкел те тӳшекрен кая мар. Нумай-и, сахал-и çывăрнă, калама пултараймастăп, хĕвел анса ларасси йăмра çӳллĕш çеç юлнă. Такам тук-тук-тук! тутарать те чул пек сăмсипе йывăçа хăпăтса илет, айккинелле сирпĕнтерет. Улатакка пулчĕ ку. Ула куракран та пысăкрах. Мĕнле ывăнмасть, вăрăм сăмси епле чăтать. Улатаккана пулăшас терĕм. Мĕнпур вăя пухса йывăçа тымарĕпе тăпăлтарса кăлартăм, çĕр çине пăрахрăм. Улатакка юнашар ӳсекенни çине вĕçсе кайрĕ. Выртакан йывăç çинчен шĕкĕ пуçтарасси уншăн çын чĕркуçленсе-упаленсе ĕçленипе пĕрех пулчĕ пулмалла. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.