Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă Рассказ: Сурăхсене çăлтăм Ăсан Уçăпĕ, çукка хăварать ку кашкăр. Виçĕмкун пĕр сурăхпа путеке çавăтса кайнă, ĕнер тепĕр такана, − çĕмĕрĕлсе пырса кĕчĕ ултă-çичĕ çухрăмри ялта пурăнакан Энтип шăллăм. − Ялти ытти çынсен сурăхĕсене те какăртнă. Çурисем чылай пулмалла. Сирĕн вăрмантах пурăнать вăл, сирĕн вăрмантах. − Пирĕн ял сурăхĕсене тивмест-çке. − Çапла вăл. Кашкăр хăй пурăнакан çывăхри ялсенчи выльăх-чĕрлĕхе тапăнмасть теççĕ. − Йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çынна пулăшмаллах, − терĕм Энтипе. − Эпĕ хута кĕмесен, кам хĕрхенĕ сире. Таврари сунарçăсенчен кашкăра хирĕç тăма пултараканни те эпĕ çеç. Пăшала çурăм урлă уртса ятăм, пĕр кĕсье тăвар чикрĕм. Ăйăртан çӳллĕ, кĕсререн лутра лашам çине утланса лартăм та тухса лĕпĕстеттертĕм вăрманалла. Манăн йытă çук. Вăл чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке хăв куриччен хăратса ярать. Кашкăра хăвăртрах тупас тĕллевпе йĕрлеве сурăх çухалнă ялтан тытăнас терĕм. Ăна-кăна чухлакан сунарçăсем яланах çапла тăваççĕ. Ял хĕрринче пĕр-ик тĕлте юн тумланă вырăн куртăм, леререх − çул çинче. Вăрмана пырса кĕтĕм. Пĕр йывăç турачĕ пĕр питрен, тепĕр йывăç турачĕ тепĕр питрен ачашласа илеççĕ. Виçĕ кун вăрманта пулманччĕ. Тунсăхланă иккен мансăр йывăçсем. Лашана курăк çиме ятăм. Хам тарăн çыр хĕрринелле çул тытрăм. Кунта − тăм кăларма пуçланă чухнехи пек, пĕри пысăк, тепри пĕчĕк шăтăк. Чавса кăларнă таврари тăм çинче − кашкăр йĕрри. Пĕчĕк йĕрсем те пур. Çурисен йĕрĕ ĕнтĕ ку. Кун кăнтăра çитнĕ. Çемье канать. − Тукмак хӳре, тух-ха, калаçса илер санпа, − терĕм арăсланăнни пек хулăн сасăпа. Кăшт вăхăт иртсен шалта чăшăлтатни, нăйкăшкалани илтĕнчĕ. Сисрĕм, хăрарĕç вĕсем манран. Малтан пĕр çура йăраланса тухрĕ. Унтан − тепри, тепри... пурĕ пиллĕкĕн пулса тăчĕç. − Пирĕн аннепе аттене ан вĕлер, − йăлăнаççĕ çаксем. Вĕсемсĕр выçă вилетпĕр. Куçĕсенчен куççулĕ пăчăртатать хăйсен. Çакна курсан хамăн та чун çемçелсе килчĕ. − Юрĕ, сире хĕрхеннипе çеç тивместĕп вĕсене. Калăр, тухчăр кунта. Калаçса илмелли пур. Пĕри вăшт! çеç йăвана кĕрсе кайрĕ. Кăштахран шăтăкран икĕ пысăк кашкăр йăраланса тухрĕç. Çĕр хута сурăх йăтса йăшнă-ывăннă ĕнтĕ вĕсем. Кашкăрсем ман çинелле пăхса шăлĕсене йăлтăртаттарса илчĕç. Хамăн чĕркуççи тăр-тăр чĕтрет. Çавах хăранине кăтартмарăм вĕсене. − Сăмахăм çапларах, − пуçларăм калаçăва, − сирĕн кунтан тасалмалла. 10-12 çухрăмра юман вăрманĕ пур, çавăнта кайма пултаратăр. Итлемесен... Çурăм хыçĕнчи пăшалăмпа хăмсарса илтĕм вĕсене. Тукмак хӳресем малалла мĕн пулса тухасса сисрĕç пулмалла. Ара, кĕсье тулли тăвар пуррине пĕлмесĕр тăма пултарайман вĕсем. Кашкăрсем çурисене пуçтарчĕç те чуптара пачĕç юман вăрман тăрăхне. Çав кунранпа çывăхри ялсенчи сурăхсем çухалнине илтмен. Кунĕпе юланутпа çӳресе купарчана ыраттарасран лаша çурăмĕ çине сарнă фуфайка та çĕтĕлсе пĕтрĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.