Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни Рассказ: Çула тухсан Ваçук кумран йыхрав хучĕ çитрĕ. «Уçăп кум, − тенĕ шăрçаласа çырнă йĕркесенче, − часах хресна ывăлун çуралнă кунĕ. Çак шăмат кун эсĕ те кĕрекере пуласса шансах тăратпăр, ăсан какайĕ тутанса пăхăпăр». Çула пуçтарăнма тытăнтăм. «Пĕр кунлăх каяс тесен çичĕ кунлăх çăкăр ил», − тесе вĕрентсе каланине шута илтĕм: ăсан какайĕ вырăнне ăшаланă икĕ чăх какайĕ, çавра хура çăкăр, кăмакана пăрахса пĕçернĕ вун пилĕк çĕр улми, симĕс сухан чикрĕм çакмалли сумкăна. Çула тухрăм. Май килнĕ чухне Лапшу Çтаппанĕ сунара çӳренĕ вăрмана çитсе курма шутларăм. Çавал хĕрне çитрĕм. Пăх-халĕ! Уланкă ишсе иртрĕ, кăртăш та пур. Ыраш пулли (хăш-пĕр çĕрте ыраш пăтри теççĕ) йышлă. Юлашки çулсенче Çавалта карп та, çăрттан та, шампа пулă та тытни çнчен калаçнине илтнĕ. Ман вăлтана Атăлта çуйăн та çакланнăччĕ. Çавал урлă хывнă кĕпер самай йăшнă. Пурпĕр шикленмерĕм, хăюллăнах ун урлă тепĕр енне çитсе ӳкрĕм. Пуç тăрринчен шăнкăрч ушкăнĕ вĕçсе иртрĕ. Савăк саслă кайăксем кăнтăралла вĕçме хатĕрленеççĕ. Çтаппан пичче сунарта час-часах пулнă вăрман вун пилĕк − çирĕм çул каялла сайраланнăччĕ . Халĕ ак чылай çăралнă. Çанталăк питĕ лăпкă: йывăçсем хускалми лараççĕ, тăррисем те хумханмаççĕ. Кайăк сасси илтĕнмест. Куккук та авăтма пăрахнă. Кăшт леререх улатакка çирĕп чĕрнисемпе хăрăк юмана тирĕннĕ те вăрăм сăмси хуçăласран хăрамасăр йывăçа таккать, хурт шырать. Уçланкăра тĕрлĕ курăкпа хутăш сар çип ути, шăршлаккай, эмел курăкĕ ӳсеççĕ . Кушак ути ăçтан лекнĕши тата? Йывăçран сулхăн ӳкекен вырăнта упа сарри вăй илнĕ. Ийе курăкĕ те пур. Чăтлăхра пăчăр вĕçсе иртрĕ, унтан − карăш. Юнашар икĕ çекĕл евĕр хӳреллĕ, ялтăр хура та симĕс çурăмлă, кăшт сарăрах, вырăн-вырăн виçĕ шурă йăрăмлă çунатлă, пуç тӳпине хĕрлĕпе «сăрланă» виçĕ ăсан аçи çăка çине вĕçсе хăпарчĕç. Пĕрле шупка хăмăр ăсан амисем вырнаçрĕç. Хурчка та аякра мар вĕçет. Çирĕк тăррисемпе шăкăлчисене самаях хăратрĕ ĕнтĕ. Пĕр тухнăскер Тривим йысна час-час пулнă вăрмана та кĕрсе тухас терĕм. Ку еннелле тепре килесси хăçан пулĕ? Вăрманĕ кунта каш кашласах кĕтсе илчĕ. Лиçванĕ те хырĕ, чăрăшĕ пĕлĕте çитесле ăмăртса ӳсеççĕ. Ку тăрăхра шур кăмпа, кăрăç, ăвăс кăмпи, уплюнкка ӳсет, ут тути, сар кăмпа, хĕрлĕ кăрăç, яка кăмпа, хыр кăмпи тĕл пулать. Ахальтен-и чĕрĕп нумай кунта? Акă пĕри икĕ хĕрлĕ кăрăçа çурăмĕ çинчи йĕпсем çине «тирнĕ» те йăпăртаттарсах чупать. Вăл çурăмĕпе пан улми çине выртса ăна та йĕппи çине тирме пултарать. Мулкачпа тилĕ те йышланнă. Мулкач ами çăвăрланă çурисене сĕчĕ петиччен пĕрре ĕмĕртет те вĕсене пăрахса хăварать. Ачисене урăх курмасан та пултарать. Унăн çурисене − ют амăш, хăй ют çурасене ĕмĕртет. Пăши те тĕл пулать. Ĕне пек пысăк чĕр чун тĕрлĕ чирчĕртен шăна кăмпипе сипленет. Кур-ха, уçланкăри çĕре каюра епле сухаланă! Самай тарăн çырмара, хăй пĕвеленĕ пĕвере, ăтăр та хăнтăр хуçаланаççĕ. Пулă та пурах унта. Юман айĕнче хир сыснисем йĕкел шыранă. Ура йĕррисем çитĕнсе çитни те, çурисем те пулнине çирĕплетеççĕ. Анчах йĕкел халех пулса çитмен, тăкăнман. Авă кăшт леререх курăк тымарĕ шыраса çĕре епле чакаланă. Ура йĕррисем те лайăх палăраççĕ. Инçе çула тухсан йĕп те пĕр пăт тайнă теççĕ те, лăштах кайрăм, канса илме шутларăм, çемçе курăк çине тăсăлса выртрăм. Тĕлĕрсе кайни нумай-и, сахал-и − Африкăна çитсе тухнă. Ман умра − куçпа виçсе илейми Ливи пуш хирĕ. Хĕвелпе хĕртĕннĕ хăйăр шурлăхпа пынăн путать. Сывлăш вĕри. Авă лере курпунлă вунă лаша, е çук − тĕве, утнă çĕрте ççвăрнăн пĕр-пĕрин хыççăн пыраççĕ. Çурăмĕсем çинче − пысăк çыхăсем. «Пуш хир карапĕсем» таçта кирлĕ тавар илсе çитерме çула тухнă ĕнтĕ. Малти çинче пĕр çын ларса пырать. Урасем айĕнче, çур метр тăршшĕ те пулĕ, калтасем çӳреççĕ. Хăйăр çинче хĕртĕнсе выртакансем те пур... Акă çил юхăмĕ килчĕ те вăранса кайрăм. Юнашар пăши ами канлĕн кавлесе тăра парать. Пăрушши те юнашарах. Тек тытăнса тăмарăм, вăрманти туссемпе сывпуллашса малалла уттартăм. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.