Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă Рассказ: Сунарта Cунар тесен-и? Эпĕ сунара çӳреме питĕ юрататăп. Çӳллĕ вăрман-и, лутра вăрман-и, вăта вăрман-и − пур çĕре те çитме тăрăшатăп. Пăшалĕ те манăн чи пахи, таврара çукки. Вăл тарпа та, тăварпа та, ухă йĕппипе те пеме пултарать. Çав тери тĕл лектерет тата. Виçĕ утăмран пур кайăк-кĕшĕке те, чĕр чуна та шап! кăна тутарать. Пыратăп çапла çӳллĕ вăрманпа. Э, çук, лутрипеччĕ пулмалла. Вăл-ку юрĕ, вăталăххи те юрать. Çывăхри çӳллĕ улмуççи çинче пĕр пăчăр, икĕ куккук, тăватă тăмана лараççĕ. «Ара, ку кайăксем тăшмансем-иç, ачасем валли пĕр панулми те хăвармаççĕ пуль», − текен шухăш пырса кĕчĕ пуçа. Çумра пăшал пуррине, хам упа тытма тухнине аса илех кайрăм. Шӳп! шӳп! шӳп! тутартăм виçĕ хутчен харăс икĕ кĕпçерен кайăксем еннелле. Пĕр кайăкĕ шап! çеç персе анчĕ. Кала-ма çук пысăк хăй, манран та пысăк. Ăсана çурăм хыçĕнчи хутаçа пĕтĕрсе чикрĕм те уттартăм ялалла. Сунартан яланах тытман упа тирĕпе таврăнаканскере сӳмен ăсанпа килнине курса çынсем мана Ăсан Уçăпĕ теме тытăнчĕç. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.