Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă Рассказ: Пулă тытма – пӗвене Эпĕ пулă шӳрпи юрататăп. Пуллине пĕвене чăма-чăма алăпа тытатăп. Пирĕн ялта тăватă пĕве. Пур пĕвере те пулă туллиех, тытма анчах ан ӳркен. Тухрăм çапла пĕр ирхине пĕве хĕррине, шăмпăлт! çеç сикрĕм шыва. Чăмпăлт-чăмпăлт чăмса пулăсене е хӳререн, е пуçран яра-яра илетĕп. Шур карасĕ те, сар карасĕ те пур. Пулли вĕтĕ пулсан та часах пĕр шăтăк чашăк тултартăм. Мана ку сăра хуранĕпе пулă шӳрпи пĕçерме те, тепĕр çатма ăшаламалăх та çитет. Ĕçе вĕçлесе пыраттăм, пĕр пысăк çĕлен пулă мана хӳрипе шалч! тутарса тивертсе хăварчĕ. − Ха, эсĕ манран кулатăн-и? − терĕм çавна хайхискер. − Пĕрех тытатăп сана! Акă ишетĕп, акă ишетĕп пулă хыççăн. Ял варринчи пĕверен Мирун хушшинчи, малалла çӳлти пĕвене, унтан − каялла. Анатри пĕвене чашкăрса ишсе çитрĕмĕр. Пулă ывăнни сисĕне пуçларĕ. Вăл, тăвалла хăпарнă чухне, утакан çын хăвăртлăхĕпе çеç ишме тытăнчĕ. Эпĕ ăна хӳререн кап! ярса тытрăм. Мăн пулă хыççăн ишнĕ вăхăтра шыва лартса хăварнă чашăкри пулăсем йăлтах тарса пĕтнĕ. Хам пĕрре те кулянмарăм. − Пĕчĕкскерсем ӳсчĕрех, − терĕм. − Пысăк пуллине ăшаласа çисен те çитет мана. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.