Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă Рассказ: Палламан кашкăра курни Эпĕ сунартан пушă алăпа таврăннине çынсем ан курччăр тесе яла анкартисен хыçĕпе пырса кĕтĕм. Леш касри Çитăр хăта кинĕ çивĕч куçлă Çинкка çав-çавах асăрхарĕ, çатăртатса та илчĕ: − Ай-уй, Уçăп хăта, ăçтан эсĕ капла? Хăтана кайнăскерне патакласа ямарĕç пуль вĕт? Çăвар уçса сăмах каласшăнччĕ çеç, вăл мана пӳлсе те хучĕ, шăл витĕр сăрхăнтарма тытăнчĕ: − Çăхману çурăлса пĕтнĕ, йĕммӳ айĕнчен сивĕпе хĕрелнĕ ӳтӳ курăнать. Атя кĕр, парăс йĕпппипе çĕлен çиппи тирĕнсех тăратчĕ, шăлапир те пур, çĕлесе-сапласа парăп. Мĕн пулни, тип шар курни çинчен юптарса кăтартăн. Хирĕçлемерĕм. Йĕппи хамăн та пурччĕ-ха, хĕврех чиксе çӳреттĕм, виçĕмçул çухатрăм та алсăрпа пĕрех тăрса юлтăм, çăпата кантри сыпма та çук. − Кун пекки çĕр çинче хĕрĕх çумне вунă çул хушнă чухлĕ пурăнса та курман, − терĕм йĕппе çип тирекен Çинкка çумнерех куçса ларса. − Итле эппин. Вăрмана шăпчăкпа пĕрлех çитрĕм пулмалла. Кунталла пăхатăп − çуккă, унталла пăхатăп – курăнмасть, çулĕ хĕле хатĕрленекен йывăçсенчен тăкăннă сарă-сарă çулçăпа витĕннĕ. Малалла çулсăр-мĕнсĕр утрăм, хам пĕлмен вырăна пырса тухрăм. Вăрманта, хăвах пĕлетĕн, унталла-кунталла сахал мар утнă, анчах çак вырăнта пулман. Ман умра акă Мăрçук Хветурин йыттинчен пысăк, кушакĕнчен пĕчĕк кашкăр тăра парать. Вăл мана палламарĕ, эпĕ те ăна çак тарана çитсе те курман. Çавăскер ман çинелле сайра шăлне йĕрсех тапăнать. Кашкăрне нумай тĕлтерсе тăрасран çумри пăшала çӳллĕ çăка тăррине çакса хăварсах ура айĕнчи типĕ шанкăна шатăртаттарса айккинелле вĕçтертĕм. Çатракаран çаклатса йĕме çуртăм, кăмпаран такăнса сирпĕнсе кайрăм. Çĕрте выртнă вăхăтра кашкăр еннелле çаврăнса пăхрăм. Вăл манран чылай аякра тăрса юлнă, инçех те мар. Палламан кашкăр туласа-çурса тăкасран çӳç вирелле тăчĕ. Те çавăнпа пуçа хăюллă шухăш пырса кĕчĕ: Катипи Михали хăртнинчи утă купи çине хăпарса ларсан мана кашаман нимĕн те тăваймĕ. Ӳкнĕ çĕртен сиксе тăтăм та унталла çул тытрăм. Вырăна çитсе лутра утă купи çине хăпарса тăтăм çеç, кашкăр те персе çитрĕ. Ялт! сикрĕ купа тăррине. Эпĕ − çӳлерехри çине, вăл − ман хыççăн. Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕ пек пĕрех танлаттартăм хытă çăпата пуçĕпе кашамана хӳре вĕçĕнчен. Вăл чикĕл-мăкăль туса çĕре персе анчĕ. Чĕлхесĕр янавар, çакна кĕтменскер, вăрăм чĕлхине кăларса уласа ячĕ, лутра купа çине улăхса каллех ман пата çитсе ӳкрĕ. «Ара, ку мана çисе ярать вĕт, шăлне хуçас!» − терĕм хыттăн çара вăрмана янратса. Икĕ вăйлă аллăмпа кашкăра янахран ярса тытрăм, çăварне сарлакан туртса уçрăм, шăлĕсене алă тупанĕпе сăтăркаласа илтĕм, шăлĕ хушшине кĕрсе ларнă шăмма кăларса петĕм, ятла-ятла лăпланма хистерĕм. Çук, лăпланмарĕ. Шĕвĕр пӳрнепе кашкăра пуçĕнчен тĕкрĕм те çĕр çине сирпĕнтертĕм. Кашкăр ку хутĕнче те пăрăнса утмарĕ, шăлне хăйрама чарăнмарĕ. Вăтам купа çинче çăлăнăç çуккине сиссе пысăкки çинелле чакалантăм. Кашкăр та сăхманран çакланса ман хыççăнах улăхрĕ, сăхмана çурчĕ. «Мĕн тăвас сана, санран хăтăлма пулмасть-и вара?» − ыйтатăп те хамран, те кашкăртан. Лешĕ пуçне силлет, туллашать. Кăшт пуç тавра çавăркаласан ăс пырса кĕчĕ, кашкăр хӳрине утă купин вар шăччи çумне çыхрăм та лартрăм. Хам çĕрелле шуса антăм. Утă çинчи хыт-хура пĕççе-каççа чĕркелерĕ те, аптрамасть, кашкăртан хăтăлни аван. Унсăрăн ăна вĕлерме тиветчĕ. Шыв сыпнă пек итлесе ларакан Çинкка манăн кĕпе-тумтире çĕлесе-сапласа та пĕтерчĕ. Апат çикелесен кашкăра вĕçертме вăл та пыма кăмăл турĕ. Кашамана çапла асаплантарни тăхлач чунне çемçетсех янă. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.