Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни Рассказ: Мăрҫик пулăçă Тем пулчĕ Мăрçике. Каçхине сакăр-тăхăр сехетрех вырăн ăшне чăмать. Халиччен вăл çур çĕр иртсен тин «сунартан» таврăнатчĕ. Ман çумра мăрлатса ачашланкаланă хыççăн тарăн ыйха путаканччĕ. Халь çĕрле тăрать те пӳртрен тухса çухалать. Кушака йĕрлеме шутларăм. Пĕрре Мăрçик ман çумран шăппăн тăчĕ те, мамăк ӳкнĕн, урайне сассăр сикрĕ, вăйлă чĕрнисемпе алăка çăмăллăнах уçрĕ, çенĕке васкарĕ. Унта кил хушшине тухмалли шăтăк пур. Вăрт-варт хам çине кĕпе уртса ятăм та кушак хыççăн асăрханса пыратăп. Акă вăл хапха айĕпе шăвăнса тухрĕ, пĕве хĕррине çул тытрĕ. Кунта шыв айĕнчен кăшт çеç курăнса ларакан йăмра тункати вуннă ытла. Мăрçик çавсенчен пĕрин çине чалт çеç сиксе хăпарчĕ. Меллĕн вырнаçрĕ, арăсланăнни пек тĕреклĕ малти сылтăм урине çӳлелле çӗклерĕ, вĕлтĕр-вĕлтĕр хумсене сăнама тытăнчĕ. Пĕве варринче унта та кунта пулă вылять: шывран çĕмрен пек сиксе тухса каялла ӳкеççĕ. Ара, вăлча сапма вăхăт çке-ха. Çыран хĕррипе те кĕшĕлтетсех ишеççĕ. Унччен те пулмарĕ мăр-мăр тяппипе шыва шап! тутарчĕ. Çирĕп чĕрнисемпе вăл сарă караса ярса илнĕ. Мăрçик ăна çийĕнчех çисе ячĕ. Кăштахран каллех тяппипе шаплаттарчĕ, шыв тумламĕсем хăйĕнчен çӳле сирпĕнчĕç. Каллех тепĕр пулă. Ку хутĕнче çутă карас пулчĕ: малтанхинчен чылай пысăкрах. «Пулăç» ăна та çийĕнчех «майлаштарчĕ». Çапла Мăрçик пилĕк пулă тытрĕ. − Ман мăр-мăр пултарать, хуçи тăрантарасса кĕтсе лармасть, − мухтатăп ĕçчен кушака. Ăслă кушак сахал мар çав çĕр çинче. Сăмахран, хамăр усранă вун виçĕ кушакран çиччĕшĕ шăши те йĕке хӳре тытса аппаланман, хăйма вăрласа çисе çеç пурăнчĕç, ялта çитмен кил хăвармарĕç. Мăрçик те пĕр-ик эрнерех пулă çисе мăнтăрланчĕ-çуталчĕ, вăрман кушакĕ пек çитĕнсе вăйланчĕ. Пулă тытса çиесси шăши хыççăн хăвалассинчен çăмăлтарах пулнине сиснĕ Мăрçик − юлашки вăхăтра кĕлет-ампара кĕрсе çӳреме пăрахнă. Çавăнпа унта шăшисем йышлансах кайнă. Юрĕ-çке, пулă йăлăхтарсан вăл унта та кĕрсе тухма пуçлĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.