Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă Рассказ: Кăвакал чӗппине çăлни Пирĕн ялта Мăн Çерем текен вырăн пур. Çеремĕ, çырма-çатра тăрăхĕнче вырнаçнă пулсан та, пысăк ял лаптăкĕ чухлех вырăн йышăнать. Атте-анне астăвасса, кунта çаран пулнă, курăкĕ çӳллĕ çын пилĕкĕ, лутра çын чĕркуççийĕ таран ешернĕ. Кунти кӳлле çуркунне − çурçĕрелле, кĕркунне кăнтăралла вĕçекен кайăк кăвакалсем канма, вăй хушма аннă, ывăнарах панисем хăмăш çыранлă кӳлле çу каçа пурăнма та юлнă. Ял халăхĕ, эпĕ астăвасса, Мăн Çерем çине сăрт-тĕмескере юркайса пĕтсенех сарайĕнче-витере хĕл каçа пурăнса анлă анаçараншăн тунсăхланă-тĕмсĕлнĕ путек-сурăха илсе тухать. Ачи-пăчи чи малтан кунта çăпата салтса, пушмак-калуш хывса пӳскелле выляса савăнать, кăвайт-вучах чĕртсе алхасать. Çу каçа тĕкĕр пек йăлтăртатса выртакан Кăвакал кӳллинче халь шыв чӳхенмест. Çапла пĕррехинче, шăрăхра, сунара тухса кайрăм. Кӳлĕ хĕррипе иртсе пыратăп. Шывра пĕр пуслăх кăвакал ишсе çӳрет. Сунарçă çывхарнине сиссе амăшĕ чĕпписене хăмăш хушшине пытарчĕ. Пĕри вĕсенчен кӳлĕ варрине тăрса юлчĕ. Хăвăр пĕлетĕр, вĕçен кайăксене эпĕ хамран та ытла юрататăп. «Ну, − тетĕп, − путать вĕт, çăлмалла». Хамăн çав вăхăтра шыв ĕçес килнипе пыр та типсе ларнăччĕ. Хамран çӳллĕ, чĕркуççинчен лутра хăмăша сиркелесе çырана выртрăм та шыва лĕрплеттерсе ĕçме тытăнтăм. Ĕçрĕм, ĕçрĕм... Кӳлĕри шыв пĕр витре чухлĕ чакрĕ, хырăм вуник витре кĕрекен пичке евĕр хăпарчĕ. Кӳлĕ типмех пуçларĕ. − Кăвакал чĕппине çăлмалли меслет тупрăм та, − савăнса кайрăм хам. Кӳлĕри шыва выртса ĕçетĕп те юнашар çырмана кайса хăсатăп, шыва выртса ĕçетĕп те − юнашар çырмана... Çапла, çăпата çĕтĕлесрен ăна салтсах кунĕпе ĕçлерĕм. Каç енне кӳлĕри шыв пысăк çын ури пусмалăх вырăнта çеç юлчĕ. Кăвакал чĕппине типпе кăлартăм. Çавăнтанпа кӳлĕре çулла, çуркуннене шута илмесен шыв тăми пулчĕ. Халĕ унта кайăк кăвакалсем канма анмаççĕ. Эпĕ хăйсене ырă тунине манчĕç-ши? Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.