Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă Рассказ: Кампур пулăшăвӗ Ĕне куллен паракан сĕт-турăх апачĕ ачасене те, ватăсене те кирлĕ. Пасарта пушмак пăру туянтăм. Хакĕ − килĕшнĕ тăрăх: сĕт нумай паракан ĕне пулсан укçине тепĕр çулхи пасарта тата хушса пама сăмах патăм. Кӳршĕ ялти хыçалти урамра пурăнакан Каçăр Çитăр çак сĕнӳпе килĕшрĕ. Пĕрпĕрне пĕлмен çынсем мар, сунарта тăтăшах тĕл пулатпăр. Тынашка апатне кура хĕл каçа лайăх çитĕнчĕ. Çанталăк ăшă еннелле сулăнчĕ. Çуркунне сар хĕвел кăвак тӳперен ывăнми хĕртрĕ, шалкăм шыв-шур тапранчĕ. Пĕр кунхине те хамăн çурăм хыçне алă çитмен, те такам васкаса килкарти алăкне уçă хăварнă, Маруç урама тухса кайнă. Вăл юр ирĕлнĕ вырăнсенче чĕрĕлме тытăннă симĕс курăк çине васканă ĕнтĕ. Кӳршĕри Кавĕрле йытти Кампурпа йĕри-тавра шыраман вырăн хăвармарăмăр. Вăл та ывăнма пуçларĕ. Хамăн юрать пĕççи вăрăм, аптрамастăп. Юлашкинчен Малти урам хыçĕнчи тарăн çырма-шырлана çитме шутларăм. − Айта, Кампур, малта чуп, Маруç йĕрне шыра, − тетĕп. Йыттине хутран-ситрен ăсан какайĕпе хăналатăп. Вăл çавăншăн тав тăвасшăн, мана пулăшасшăн пулмалла. Хамран пĕр шит те юлмасть − çырмара çăлкуç тапса тăракан вырăна çитремĕр. Кампур теме сиснĕн нăйкăшса илчĕ те малалла чупса кайрĕ. Эпĕ те ун хыççăн вирхĕнтĕм. Пирĕн Маруç çырмари лачакана хырăм таран путса ларнă. Хăй пĕр каçрах начарланнă пек. Пилĕкри вĕрене салтрăм та пăрăва мăйран кăкарса сĕтĕрме тытăнтăм. Кампур − хӳререн. «Э, капла май çук, − ăнкарса илтĕм, − эпĕ малалла туртатăп, йытă − хыçалалла. Капла пĕри пуçне, тепри хӳрине татса пăрахăпăр». − Тăхта, Кампур, – терĕм. − Маруç хырăмĕ айĕнчи пылчăка чавар, мана кĕмелĕх вырăн тăвар. Иккĕн часах амбар айне кĕмелĕх пек шăтăк турăмăр. Пăру хырăмĕ айне кĕрсе тăтăм та ăна лачакаран йăтса кăлартăм. Кӳршĕпе лайăх пурăнсан кирлĕ чух унăн йытти те пулăшать çав. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.