Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алексеев Осип Алексеевич Книга: Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни Рассказ: Кашкăрсене хăратни Ăсан Уçăпĕ, çукка хăварать вĕт ку кашкăр. Виçĕм кун пĕр сурăхпа путеке йăтса кайнă, ĕнер − тепĕр такана, − Янрашса пырса кĕчĕ кӳршĕ ялта пурăнакан Энтип тусăм. − Çурисем чылай пулмалла. Ытти çынсен сурăххисене те тапăннă. Сирĕн вăрмантах пурăнать вăл. Пирĕн ял сурăхĕсене тивмест-çке. Çапла вăл. Кашкăр хăй йăви патĕнчи ялсенчи выльăх-чĕрлĕхе тапăнмасть. Йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшмалла, − терĕм килнĕ çынна. − Эпĕ хута кĕмесен кам хĕрхенĕ сире. Таврари сунарçăсенчен кашкăр тытма пултараканни те эпĕ çеç. Пăшал çакрăм, пĕр кĕсье тăвар чикрĕм. Лашама утлантăм та тухса кайрăм ялтан. Уйра куçпа пăхса виçейми хыт-хура кашласа ӳсет. Вăрмана пырса кĕтĕм. Лашана ĕшнене ятăм. Тарăн çырма хĕрнелле утатăп. Ватă хурăн çывăхĕнче, упа сарри ашкăракан çĕрте, çын асăрхайман вырăнта, шăтăк курăнса кайрĕ. Çывăха пыртăм та пĕр вăхăт шăп тăтăм. Шалта чăшăлтатни те нăйкăшкалани илтĕнчĕ. «Акă вăл, кашкăр йăви», − шутларăм савăнса. − Тух-ха, тукмак хӳре, калаçса илер санпа, − терĕм хаяр сасăпа. Кăшт вăхăт иртсен шалта татах чăшăлтатни-нăйкăшкалани илтĕнчĕ. Сисрĕм, хăрарĕç вĕсем манран. Малтан пĕр çура йăраланса тухрĕ. Унтан − тепри, виççĕмĕшĕ... Пурĕ пиллĕк. Пирĕн аттепе аннене ан вĕлер, − йăлăнаççĕ çаксем. Эпир вĕсемсĕр выçă вилетпĕр. Юрĕ, сире хĕрхеннипе çеç тивместĕп вĕсене. Калăр,тухчăр кунта. Пĕри йăвана вăшт çеç кĕрсе çухалчĕ. Кăштахран шăтăкран икĕ кашкăр йăраланса тухрĕç. Вĕсем тискеррĕн хăрлатрĕç. Çан-çурăм сăрăлтатса илчĕ пулсан та вĕсене хам хăранине кăтартмарăм. − Сăмахăм манăн çапларах: сирĕн кунтан тасалмалла. Вунă-вунпилĕк çухрăмра хыр та чăрăш, юман ӳсекен вăрман пур, çавăнта кайма пултаратăр. Итлемесен... − Çурăм хыçĕнчи икĕ кĕпçеллĕ пăшала илсе хăмсартăм вĕсене. Тукмак хӳресем малалла мĕн пулса тухасса ăнланчĕç ахăртнех. Çурисене ертсе чуптара пачĕç таçта аякри вăрман тăрăхнелле. Çав кунранпа пирĕн тăрăхри ялсенче сурăхсем çухалнине илтмен эпĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.