Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Агаков Леонид Яковлевич Книга: Салтак ачисем Рассказ: Аса илме те хăрушă Ăçтарах илсе çитерĕ-ши ку пăрахут Янсен кил-йышне? Аслашшĕпе амăшĕ ĕнерех, хăйсем Горький хулине çитсен пĕр-ик сехетренех, каларĕç – вĕсене Чăваш республикине ăсатаççĕ терĕç. Анчах инçе-ши вăл, çывăх-ши? Хулара пурăнмалла пулать-ши вĕсен, ялта-ши? Çыннисем мĕнлерех-ши унта? Чăвашсем çинчен Ян нимĕнех те пĕлмест. Чăн та, ку çуркунне мар, леш çуркунне, 1940 çулта пулать ĕнтĕ вăл, Янсем ялта пурăннă чух, Сааремаа утравĕ çине вырăс çарĕсем пырсан пĕр хушă вĕсем патĕнче яштака пÿллĕ, çаврака питлĕ, пысăк хура куçлă çамрăк совет офицерĕ хваттерте пурăннăччĕ. Хăйне çав офицер чăваш тетчĕ, эпир Атăл çинче питĕ хитре çĕршывра пурăнатпăр тесе калатчĕ. Çынни вара çав тери лайăхскерччĕ вăл! Ирсерен, вырăн çинчен тăрса крыльца çине сивĕ шывпа çăвăнма тухсанах, темле ăнланмалла мар юрăсем юрлатчĕ. Яна вăл вырăсла сăмах-сем вĕрентетчĕ, хăй эстонла сăмахсене вĕренме тăрăшатчă. Уйрăм тетрадь те тунăччĕ вăл эстонла сăмахсене çырса пыма. Кĕнекесем питĕ нумай вулатчĕ... Каç-каç вăл Янсен аслашшĕ-пе вăрахчен калаçса ларатчĕ, мĕншĕн тесен аслашшĕ вырăсла лайăх пĕлет, ĕлĕк вăл Российăра, Петроград хулинче, карап-сем туса пурăннă... Янсен ашшĕ, Ильмар Киккас, ун чухне килте çукчĕ, тĕрмере ларатчб. Вăл малтан хуторти шкулта учительре ĕçлетчĕ, анчах пĕррехинче, шартлама сивĕре, сĕм çĕрле, вĕсем патне темиçе кайцелийтовец пычĕç те пĕтĕм кил-çурта ухтарса, пур япаласене те кутăн-пуçăн çавăрттарса пĕтерчĕç, унтан ашшĕне пăшалсемпе тĕллесех илсе тухса кайрĕç. Ашшĕ вара çулла тин, вулăс правленийĕ çине те, шкул умне те хĕрлĕ ялавсем кăларса çаксан темиçе кунтан, таврăнчĕ. Ой, мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ ку!.. Ян ашшĕ тĕрмерен таврăннăшăн вĕсен хăйсен кил-йышĕ кăна мар, вĕсем патĕнче пурăннă çав совет офицерĕ те питĕ хĕпĕртерĕ. Пĕр-ик кунтан вăл Янсен пĕтĕм кил-йышне пах-чана илсе тухса хăйĕн фотоаппарачĕпе темиçе хут ÿкерсе илчĕ, унтан хăй те Янсен çемйипе пĕрле ларса фотоаппарат тÿми çине кÿршĕ хĕрне Линда Сальмене пустарса тепĕр ÿкерчĕк тутарчĕ. – Асăнмалăх, – терĕ вăл ун чух. Кĕр енне, таврари вăрмансене ытармалла мар ылтăн тĕс çапма пуçланă вăхăтра, çак офицер – «Федя пичче» – вĕсем патĕнчен тухса кайрĕ. – Мана Мускава Çар академине вĕренме яраççĕ, – тесе пĕлтерчĕ вăл Киккассене каçхине пурте пĕрле чей ĕçсе ларнă чух. – Тек килместĕн-и ĕнтĕ пирĕн пата? – ыйтрĕ пĕчĕк Ян унăн куçĕсенчен кăмăллăн, кăшт хĕрхенерех пăхса. – Пĕлместĕп. Пилĕк çул вĕренмелле... Унтан вара ăçта кайма хушаççĕ – çавăнта каяс пулать. Çар çынни хăйшĕн хăй хуса мар вĕт вăл... Анчах малашне эсир хăвăр та пирĕн еннелле пырса çÿреме пултаратăр ĕнтĕ, халĕ эпир пĕр çĕршыв – Совет Союзĕн çыннисем. Пырăр-ха пĕрре Атăл курма! Питĕ лайăх кĕтсе илнĕ пулăттăм сире! – Кам пĕлет, тен, пырăпăр та пурăна киле, – терĕ Ян ашшĕ. – Çулла, отпуск вăхăтĕнче, кил-йышĕпех пуçтарăнăпăр та Таллин урлă Ленинграда çитĕпĕр, унтан – Мускава, Мускавран канал тăрăх Атăл çине... Яна ку шухăш питĕ килĕшнĕччĕ. Вун икĕ çула çитсе вăл ниçта та кайса курманччĕ-ха, Сааремаа утравĕ çинчен те тухса курман, Курессаарере те пĕрре кăна пулнă. Мĕн тери лайăх пулĕччĕ пысăк хуласене, чăн-чăн Российăна кайса курсассăн! Унтан киле таврăнсан вара Ян хăйĕн тантăшĕсене хăй ăçта-ăçта пулни, мĕн-мĕн курни çинчен каласа парса тĕлĕнтерĕччĕ... Анчах ун пек курса çÿресси пулмарĕ çав, вăл ĕмĕтре кăна юлчĕ... «Федя пичче» тухса кайнă хыççăн часах Янсен ашшĕне Курессаарене ĕçлеме илсе кайрĕç – ăна çĕнĕ совет йĕркипе уес Совечĕн председателĕ пулма суйларĕç, ун хыççăн вара Янсем пĕтĕм кил-йышĕпех хулана пурăнма куçрĕç. Ян хĕл каçа пиллĕкмĕш класра вĕренчĕ, унăн йăмăкĕ Юули пĕрремĕш класа çÿрерĕ, пĕчĕк Эльгăна ача садне пачĕç, мĕншĕн тесен амăшĕ те ĕçлерĕ, ăна çĕвĕ мастерскойĕнче асли тунăччĕ. Хĕл питĕ лайăх иртрĕ. Ахаль шкулта вĕреннисĕр пуçне Ян хĕлĕпех музыка шкулне çÿрерĕ, сĕрме купăс калама вĕренчĕ. Сĕрме купăса вăл питĕ юратать, ялта пурăннă чухнех музыка учителĕн килне çÿресе кăштах вĕренме пуçланăччĕ, анчах Янсен ашшĕне тытса хупнă чух кайцелийтсем ăна та тытса кайрĕç те – вĕренесси пĕтрĕ. Хулара вара вăл чăн-чăн музыка ăстисем патĕнче пĕтĕм чунтан тăрăшса вĕренчĕ. – Маттур сирĕн ывăлăр, унран лайăх музыкантах пулма пултарать! – тетчĕç вĕрентекенсем Янăн ашшĕпе амăшне. Анчах çăва тухсан Янсен кил-йышĕ пĕр уйăхлăха каллех яла кукамăшĕ патне кайса пурăнма хатĕрленнĕ чух сасартăк вăрçă пуçланчĕ те пĕтĕмпех пăтранса кайрĕ. Ун çинчен аса илме те хăрушă… Халĕ те-ха хăлхара бомбăсем çÿлтен тискеррĕн шăхăрса ÿкни, шатăртатса, кĕрĕслетсе çурăлни илтĕнсе тăрать, çурт-сем ишĕле-ишĕле анни, вĕсене вут-çулăм хыпса илни, ăнран тухса кайнă çынсем ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр чупкалани, урам варринче, юн кÿлленчĕкĕсем ăшĕнче, çын виллисем выртни куç умĕнчех. Вĕсене нихçан та, виличчен те манас çук пулĕ. Ăçтан манатăн?.. Амăшĕ каланă тăрăх, вĕсен ашшĕ çав кун ирхине ирех, хула урамĕсенче пирвайхи бомбăсем çурăлсанах, килтен чупса тухнă, Янпа унăн йăмăкĕсем ун чухне чи ырă ыйхăпа çывăрнă-ха, унтан вара пĕрре те киле пырайман, телефонпа кăна калаçса илнĕ. – Халех, çак самантрах тухса кайма хатĕр пулăр, – тенĕ имĕш вăл. – Чи кирлĕ япаласем çеç илĕр, ик-виç чăматан, унтан ытла мар. Çур сехетрен сире илме машина пырать... Амăшĕпе аслашшĕ çав машинăпа пĕрле ашшĕ хăй те киле пырать пулĕ тесе шутланă, анчах ашшĕ темшĕн пыман, машина çинче темле палламан çынсем ларнă – ваттисем, хĕрарăмсем, ачасем. Пурте питĕ васканă, Ян амăшĕ вĕсене: «Тăхтăр-ха пăртак, халех ман упăшка килет!» – тесе тем пекех ÿкĕтлесен те пĕр минут та кĕтсе тăрасшăн пулман, мĕншĕн тесен пĕлĕтре тăтăшах фашистсен самолечĕсем улани илтĕннĕ. Вĕсем хуть те хăш самантра та каллех бомбăсем тăкма пултарнă. Вара Янсен ашшĕсĕрех тухса кайма тивнĕ... Тĕрĕссипе, вĕсем ашшĕне кĕтнĕ пулсан та усси пулас çук-мĕн: хулари коммунистсемпе рабочисенчен çав вăхăтра вас-касах истребительнăй батальон йĕркеленĕ, Янсен ашшĕне батальон командирĕ тунă, вара вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах хăйĕн боецĕсене нимĕç фашисчĕсем самолетсем çинчен парашютсемпе сиктернĕ десанта пĕтерме илсе тухса кайнă. ...Грузовик çунакан хуларан вăркăнса тухса Муху утравĕ еннелле çул тытрĕ. Анчах кунта хăвăрт каясси пулмарĕ – сарлака шоссе лăках тулса ларнă иккен, тĕрлĕ йышши машинăсем пĕр-пĕрне таптас пекех пыраççĕ, пĕр-пĕринчен иртесшĕн кăшкăртаççĕ, анчах иртме май çук. Машинăсемпе хутăш килти ăпăр-тапăр тиенĕ урапасем пыраççĕ, хăшĕсен лашисем, машинăсенчен хăраса, аяккалла сикеççĕ. Ян куçĕ умĕнчех те-миçе урапа тÿнсе кайрĕ, вĕсем çинче ларса пыракан ачаллă хĕрарăмсем япалисемпе пĕрлех канава тăкăнчĕç; çул хĕррипе ик кустăрмаллă тачкăсем тĕкнĕ çынсем, велосипедистсем, уйрăм çуран çынсем вĕçĕ-хĕррисĕр пыраççĕ. Пурте хĕвел тухăçнелле, пурте «Пысăк Çĕр» еннелле васкаççĕ... Хăйсем пĕрмай çÿлелле пăха-пăха илеççĕ: тăшман самолечĕсем хăва-ламаççĕ-ши, каллех вилĕм илсе килмеççĕ-ши?.. Чи хăрушши Муху утравĕ патнелле çитнĕ чух пулчĕ. Сааремаапа Муху утравĕсене пĕр виçĕ километр тăршшĕ тăсăлакан дамба пĕрлештерет. Сарлака мар вăл кĕпер, виçĕ машина юнашар тăратсанах тулса ларать. Ун çинчен ниçталла та пăранса кайма çук – ик енче те симĕсрех кăвак тинĕс хумханса выртать… Янсем ларса пыракан грузовик ытти нумай машинăсемпе, çуран васкакан çынсемпе пĕрле дамба тăрăх çурри ытла кайсан сасартăк унта та кунта хыттăн, пăлханса, хăраса кăшкăра пуçларĕç: – Сывлăш! Сывлăш! – Самолетсем килеççĕ!... Пурте пĕлĕтелле, унталла та кунталла пăхма тытăнчĕç. Шоферсем машинăсене хăвăртрах яма, урапасем çинче ларакансем лашисене хытăрах чуптарма пикенчĕç, анчах усси пулмарĕ – малти çул пĕтĕм анлăшĕпех картланса ларнă пулсан ăçта каятăн-ха? Çав вăхăтра Муху утравĕ енчен дамба патнелле виçĕ самолет питĕ хăвăрт та тÿп-тÿрĕ вĕçсе пычĕ. Виççĕшĕн те çунаттисем çинче – хура хĕрессем. Акă кĕçех ĕнтĕ, кĕçех вĕсем çитеççĕ те вĕлерме, çĕмĕрме, çунтарма тытăнаççĕ, ни-кама та чĕррĕн хăвармаççĕ! Вĕсенчен ниçта тарма та, ниçта пытанма та, ниепле çăлăнма та çук, пурин те çакăнтах, дамба çинчех вилсе выртас пулать е тинĕсе сиксе путма тивет... Анчах пăтравлă колонна çаплах малалла шурĕ-ха, чарăнмарĕ, мĕн май килнĕ таран васкарĕ. Кашниех хăй ăнсăртран та пулин çăлăнса юласса шанчĕ пулас çав. Тен вĕсене лекмĕ? Тен тата дамба тăрăх çар чаçĕсем мар, ахаль çынсем, мирлĕ халăх пынине курса самолетсем вĕсене тивмесĕрех иртсе кайĕç? Анчах çакăн пек шухăшлакансем питĕ хытă йăнăшнă... Самолетсем дамба вĕçне çитсенех вĕсенчен пĕри, малтарахра пыраканни, хăлхана çурса ямалла шăхăрса аялалла чăмрĕ. Хăранипе ним пĕлми пулса, чул пек хытса ларнă Ян тахăш самантра çав самолетăн хура хĕреслĕ хăрах çунатти айĕнчен пĕр харăсах пилĕк-ултă тăрăхларах хура япала уйрăлса аялалла вăркăннине асăрхарĕ. Çавăнтах вăл куçĕсене хупса, пĕтĕм шăнăрĕсене хытарса аслашшĕн хулĕнчен çатăрах тытрĕ, ун çумне пăчăртанса ларчĕ. – Ак халех, халех... – çĕçĕпе тирнĕ пек шухăш вĕçсе илчĕ унăн пуçĕнче. Бомбăсем тÿсмелле мар хăрушла шăхăрса, пуç çийĕпех иртсе кайса, таçта инçетре те мар кĕрĕслетсе, шартлатса çурăлчĕç... Янсен машини хăйне такам çĕкленĕ пек çÿлелле сиксе илчĕ... Унтан каллех бомбăсем шăхăрчĕç, каллех çĕре кисретсе çурăлчĕç. Грузовик тÿнес пекех чалăшса кайрĕ, анчах хăй чарăнмарĕ, малаллах чупрĕ. Бомбăсем самаях аякра ÿкрĕç пулмалла... Хăйсем дамба çинчен мĕнле хăтăлса тухнине, унтан ăçта пырса чарăннине, мĕн тунине Ян пачах та астумасть. Кун темле иртсе кайнă, каç тахçан пулнă... Сĕм тĕттĕмре авăнакан хăмасем тăрăх утса, çÿллĕ те сарлака баржа çине такамсем хыççăн шуçа-шуçа утса хăпарнине, унтан çав баржăна пĕр пĕчĕкрех катер çаклатса вăраххăн туртса кайнине çеç кăшт астăвать вăл. Хĕвел тухăç енчен шăм-шака витĕр тивекен çил вĕрчĕ, çумăр çурĕ, пĕртте çуллахи пек мар сивĕ пулчĕ... Ир енне, тул çутăласпа, аран-аран лăкăртатакан катер вĕсен баржине Виртсу текен порта сĕтĕрсе çитерчĕ. Фашист самолечĕсем кунта та пулма ĕлкĕрнĕ иккен – пысăках мар темиçе пăрахута путарнă, портри вăрăм çуртсене çунтарса янă. Ăçталла ан пăх – пур çĕрте те вăйлă пушар пулни палăрать, ĕнĕк, хăрăм шăрши кĕрет... Утравсем çинчен тарса тухнă çынсене портран аяккараха, вăрмана, илсе кайрĕç. Чылайччен вĕсем кунта малашне мĕн тумаллине, ăçталла каймаллине ним пĕлмесĕр кĕтсе тăчĕç. Пĕр-ик сехет иртсен тин йывăçсем айĕнчен тахăшĕ хулăн сасăпа хыттăн кăшкăрса ăнлантарма тытăнчĕ: – Нимĕçсем ĕнер порт çывăхĕнчи чукун çула та чылай çĕрте çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çавăнпа та сирĕн тепĕр станцине çитиччен çуранах каймалла пулать, урăх нимĕнле май та çук... Каясса чукун çул тăрăх мар, вăрманпа сывлăшран курăнмалла мар кайма тăрăшас пулать... – Миçе километр унта çитме? – ыйтрĕç темиçен пĕр харăс. – Инçех мар, пĕр вунă километр. Кăнтăрлапа çитме пултаратăр. – Унтан вара мĕнле? – Унтан пуйăссем çÿреççĕ. Таллина каятăр. Приказ çавăн пек. Халĕ ĕнтĕ тытăнса ан тăрăр, утăр. Сире ятарласа ертсе каякансем пулмаççĕ... Вăрманти кукăр-макăр, шăтăк-путăклă, тĕллĕн-тĕллĕн шурлăхлă вырăнсемпе иртекен çулсем тăрăх утма питĕ кансĕр пулнипе, çитменнине кашниннех чылай япаласем, ачасем пулнă пирки çынсем çав вунă километра хăвăрт утса тухаймарĕç, çывăхри станцие каç пуласпа тин çитрĕç. Ку, тен, лайăх та пулчĕ-и, мĕншĕн тесен кăнтăрла фашист самолечĕсем ку таврара пĕрмаях çăхансем пек явăнса çÿреççĕ. Ывăнса çитнĕ, халран кайнă çынсене ансăр чукун çул тăрăх çÿрекен пуйăсăн ахаль чух вутă, чул, кирпĕч турттарнă уçă платформисем çине лартса илсе кайрĕç. Çав тери кансĕр, нÿрĕ, сивĕ пулчĕ пулин те Ян хăйĕн аслашшĕ çумне тайăнса çĕрĕ-пех çывăрчĕ, анчах тĕлĕкре вăл пĕрмай ĕнерхи хăрушлăхсене курчĕ пулмалла та, час-часах карт та карт сиксе илчĕ. Юули те, амăшĕ çумне йăпшăннăскер, çавăн пекех тискер тĕлĕксемпе аташрĕ пулмалла, нумай хутчен шариех кăшкăрса вăранса кайрĕ. Пĕчĕк кăна пăравус çĕр каçах мĕн вăй çитнĕ таран малалла ыткăнчĕ, пуйăса Лахула, Рапла, Кохила станцисем урлă ирт-терсе, ирхине пĕр вунă сехет тĕлĕнче Таллина илсе çитерчĕ. Кунта нумаях кĕтсе тăмалла пулмарĕ, вĕсене часах пысăк пуйăс çине лартрĕç те васкасах Российăна ăсатрĕç... Кун хыççăн хăйсем ăçта-ăçта пулнисене Ян каллех уçăмлăн астăваймасть. Пуйăс питĕ хытă вĕçтерсе пычĕ... Кайсан-кай-сан тахăш тĕлте çĕрле вĕсене çак пуйăс çинчен антарса урăх-хи çине лартрĕç. Ку та питĕ хăвăрт ыткăнчĕ. Чÿречерен пĕрмай вăрман курăнса пычĕ, вĕçĕмсĕр вăрман. Унтан çав вăрман хуш-шинчи пĕр пĕчĕк станцире вĕсене каллех антарчĕç те лавсем çине лартса илсе кайрĕç. Каç пулнă чух вĕсем темле пысăк яла пырса кĕчĕç. Ян халран кая пуçларĕ, унăн çав тери пуçĕ ыратрĕ... Малтанхи каç вĕсем ялти икĕ хутлă шкулта çывăрчĕç, ирхине вара темле ватăрах вырăс хĕрарăмĕ, кивĕ сăран пиншак, арçын атти тăхăннăскер, вĕсене хăй патне илсе кайрĕ. Пысăк пÿртре вăл пĕр вун ултă çулсенчи хĕрĕпе кăна пурăнать-мĕн, унăн икĕ ывăлĕ – фронтра. Лайăхах пурăнчĕç Янсем ун патĕнче... Темĕн те пĕр курса пĕтнĕ хыççăн кăштах лăпланчĕç, ашшĕ çинчен нимĕн те пĕлменни çеç хытă пăшăрхантарчĕ. – Ăçта-ши вăл халь? Мĕн тăвать-ши çак самантра? Вĕсем ашшĕ пирки калаçма пуçласан кил хуçи хĕрарăмĕ – тĕлĕнмелле ырă кăмăллă Аграфена Петровна – яланах лăплантаратчĕ: – Ан кулянăр-ха ытлашши, сывах пулĕ-ха! Пурте пĕтеççĕ-им вара? – тетчĕ. Унтан хăйĕн ывăлĕсен стена çинче çакăнса тăракан сăнĕсем çине кăтартатчĕ: – Манăн иккĕшĕ те килтен кайнăранпа пĕрер çыру кăна ячĕç те, çапах та шанчăка çухатмастăп-ха, сывах пулĕ тетĕп... – Васкаса тухнипе эпĕ ашшĕн сăн ÿкерчĕкне те пулин илеймен вĕт-ха! – ÿпкелешсе илетчĕ Ян амăшĕ. – Хама хам çавăншăн ниепле те каçарма пултараймастăп... Ачасем пăхса пурăнатчĕç хуть... – Уншăн та ан хуйхăрăр, – тетчĕ Аграфена Петровна. – Пурăна киле ÿкерчĕкне кăна мар, хăйне те курăр-ха, вăл авантарах та, савăнмалларах та пулĕ... – Ой, ылтăн хĕрарăм эсĕ, Аграфена инке! – мухтаса илетчĕ вара ăна Ян амăшĕ. Вĕсем кил хуçине кăна мар, ытти ял çыннисене те часах хăнăха пуçларĕç. Амăшĕ темиçе кунтанах колхозра ĕçлеме тытăнчĕ, тырă та вырчĕ, авăн та çапрĕ; аслашшĕ валли те ĕç тупăнчĕ: чăн малтан вăл, колхозра молотилка пăсăлсан, ăна хăвăрт кăна тÿрлетсе ĕçе ячĕ, унтан колхозăн юхан шыв çинчи пысăках мар электростанцине çÿреме тытăнчĕ, унти çамрăк механиксене пулăшрĕ. Ял çыннисем вĕсене çакăншăн питĕ хисеплетчĕç. Янпа Юули ялти ачасемпе туслашса вырăсла вĕренме пикенчĕç, пилĕк çулхи пĕчĕк Эльга Аграфена Петровнăран уйрăлма та пĕлмерĕ, вăл та пăт-пат вырăсла ăнлана пуçларĕ. Çапла пĕр хушă пурнăç йĕркеллех шурĕ темелле. Анчах фронтран килекен хыпарсем хăрушлансах пычĕç – тăшман çаплах пирĕн çĕр çине шалтан шала кĕрсе пырать иккен-ха. Пĕррехинче фашистсен икĕ самолечĕ Янсем пурăнакан ял çине те пырса тухрĕç... Чăн та, вĕсем хальхинче бомбăсем пăрахмарĕç, тупă-пулеметсемпе те пемерĕç, ун вырăнне çĕр çине темĕн чухлĕ тĕрлĕ тĕслĕ листовка сапса хăварчĕç... «Германин никам çĕнейми çарĕ Хĕрлĕ Çара çапса аркатрĕ ĕнтĕ: кĕçех вăл Мускава, Ленинграда илет. Паян-ыранах сирĕн патăрта пулатпăр. Ниçта та тухса ан кайăр, ан тарăр, фюрер çарĕ сире валли çăлăнăç илсе пырать, эсир тинех чăн-чăн телейлĕ пурнăçпа пурăнакан пулатăр!» – тесе çырнăччĕ вĕсем çине. Ян çав листовкăсенчен пĕр-иккĕшне урамран илсе кĕрсе аслашшĕне парсан ватă Пауль тарăхнипе малтан кăвакарса, унтан хĕрелсе, тарласа кайрĕ. – Урнă кашкăрсем! Кама ĕнентерме шутлаççĕ-ши çак суя сăмахсемпе? Ухмах тесе шутлаççĕ-ши вĕсем пире? – терĕ те вăл çилĕпе листовкăсене чăр та чар çуркаласа ывăтрĕ. Çакăн хыççăн тепĕр ик кунтан чăнах та инçетрен тупăсем йывăррăн ухлатни илтĕне пуçларĕ, каçсерен таçти вăрмансем хыçĕнчи пĕлĕте пысăк çутăсем ÿкрĕç – çав тери вăйлă пушар çутисем. Фашистсем совет ялăсене çунтарнă ĕнтĕ унта... Пĕр ирхине вырăн çинче выртнă çĕртех Ян хăйĕн амăшĕпе аслашшĕ хуллен калаçнине илтрĕ. – Нимĕçсем кунтан вăтăр-хĕрĕх километрта кăна. Районтан приказ килнĕ – пурин те тухса каймалла. Пире, аякран килнисене, чăн малтан ăсатаççĕ. Е паян, е ыран... Вара каллех хускалса тухрĕ Янсен кил-йышĕ. Малтан пĕр талăка яхăн лавпа кайрĕç вĕсем, унтан каллех пуйăспа. Хăш-хăш станцисенче вĕсен пуйăсĕ çуршар кун ытла та кĕтсе тăчĕ, мĕншĕн тесен çул пушă пулмарĕ – фронт еннелле эшелон хыççăн эшелон иртрĕ. Вĕсене, паллах, пĕр самант та чарса тăма юраман. Юлашкинчен вĕсем Горький хулине çитсе тухрĕç. ...Халĕ акă Янсен кил-йышĕ, çул çинче темĕн тĕрлĕ терт ленсе пĕтнĕ хыççăн, аран-аран пăрахут çине вырнаçрĕ те Атш тăрăх пырать. Каютăра ăшă, çутă, килти пекех туйăнать. Тач чăнах хупман каюта чÿречи хушшăн-хушшăн чĕтренс тăкăртатни тата сайра хутра пăрахут кĕскен-кĕскен кăшкăртс; илни çеç вĕсем килте мар, çул çинче пулнине, пăрахутш пынине аса илтерет. «Чăваш республикине илсе каяççĕ... – шухăшларĕ Ян паçăр аслашшĕпе амăшĕ каланине аса илсе. – Федя пиччесе? çĕршывне, эппин... Кам пĕлет, тен, ăнсăртран эпир ăна тĕ; пулăпăр? Ой, лайăх пулĕччĕ!..». Анчах самантранах урăхла шухăшларĕ: «Çук çав, ун пек пулма пултараймасть. Халĕ вăрçă вĕт... Вăрçă вăхăтĕнче офицер епле килте пултăр-ха? Фронтра ĕнтĕ вăл, фашистсемпе çапăçать. Тен, хальччен аманнă та-и...». Вăл вилме пултарасси çинчен Янăн шухăшлас килмерĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.