Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алга Александр Егорович Книга: Вăйă Стихотворение: Вăйă – Манăн пур карап. – Кăтарт! – Акă. Тинĕс ярап. Винтисем вăрт-варт! Ĕнтĕ кур, епле ишет! Икĕ енĕ – хум та хум. Çыннисен чăлт шурă тум. Килĕшет-и? – Килĕшет. – Эп пулатăп капитан! – Терĕ çирĕппĕн Çтаппан. – Пит аван. Ман трактор пур. – Кăтарт! – Ак вăл. Кур, Çаврăнчĕ вăрт-варт. Лăпкă, уçă ирпеле Кĕрлеттерчĕ хирпеле. Тытăнчĕ сухалама, Çереме çавăрттарма!.. Ну, мĕнле? – Тĕлĕнмелле! – Тракторист пулатăпах! – Терĕ харсăр Аристарх. – Пит аван. Пĕл, манн мĕсек? – Кăтарт! – Самолёт. Вĕçекенскер. Акă старт. Сан ăçта çитмелли пур? Лар. Çĕкленчĕ. Урр-урр-урр!.. Шывсем урлă, тусем урлă Вăл вĕçет. Кам курнă? – Курнă! – Эп каятăп летчика! – Терĕ паттăр Ваçинка. Пит аван ку. – Сан мĕн пур? – Ман салтак пăшалĕ. Акă, кур – Тăшмана ăшалĕ! Халь те, мирлĕ вăхăтра. Чикĕре салтак тăрать. Чап-мухтав çав паттăра! Çар пит вăйлă пулмалла… Эп тухап генерала, – Терĕ çивĕччĕн Ваçук. – Аманнисем пур е çук? Урăра шăрпăк лартсан-и, Пӳнĕре кăштах кассан-и, Кил кунта часрах, тăванăм! Шурă бинт тем чухлĕ манăн, – Терĕ савăнăçлăн Анюк. – Тинĕсре те ишрĕмĕр, Сывлăшра та вĕçрĕмĕр, Çĕнĕ çерем уçрăмăр, Чип-чипер вылярăмăр, – Аманнисем çук! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.