Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Алга Александр Егорович Книга: Атăлпа Сĕве хушшинче Стихотворение: Атăлпа Сĕвĕмĕр хушшинче * * * Атăлпала Сĕвемĕр хушшинче Хитре иккен хир ешĕл вăхăтра! Шупка çуралнă шуçăм питĕнче Тăван тавралăх курăнать кăтра. Вара вăраххăн вăранать вăрман, Çырма шăнкăртатать сĕм варпалан, Çил каччисем çитсе хускатнăран Тек çӳçенсе илет çинçе палан. Ак тин хĕвел! Ĕçчен тухать ĕçе. Саламласа-шим авăтать куккук, Тăри юрлать, умран чĕкеç вĕçет – Ĕнтĕ ниçта та чунсăр вырăн çук. Кун шăрăх пултăр, çамрăк чун – вĕри. Пĕр Пурнăç хăватне ĕç парăнать. Çанталăк, Çын, Çĕршыв пĕрне-пĕри Мухтав юрри юрланăн туйăнать. Илсем, сăввăм, çанталăк хăватне, Çĕр сĕткенне, этем чун-хавалне, Вара вĕçсемччĕ тăвансем патне патне – Атăлпа Сĕвĕмĕр тăрăхне. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.