Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Афанасьев Алексей Андриянович Книга: Пирĕн интернат Стихотворение: Тимуш Пĕчĕк тусăм пур – Тимук, Куçĕ çĕмĕрт пек хура. Тимука пĕлмен çын çук Тукасри тăкăрлăкра. Пӳрчĕ вĕр-çĕнĕ вĕсен, Ырă ун çути, ăшши... Сарлака урайĕнчен Сарăлать юман шăрши. Вун ача пĕр кил-çуртра, Пĕр атте те пĕр анне. Хăш чухне сĕтел тавра Шăнăçма хĕн вĕсене. Ашшĕ тимĕрçĕ иккен, Тимĕртен тăвать тем-тем... Сунтала çапса илсен, Сирпĕнет чăл-пар! хĕлхем. Янракан сунтал çинче Ташласассăн мăлатук, Сар хĕвел пекех çиçсе, Йăл кулса тăрать Тимук. Амăшĕ ăна кăçал Чĕнчĕ фермăна пĕрле. Чăмпăл-чăмпăл кăвакал Тулнă улăхри кӳлле. Нартлатса, пăркаланеа Уткалаççĕ улпутла. Ыталас килет тытса Кӳлĕри кăвакала. Аслă пиччĕшĕ – Борис – Уй-хиртен килмест çулла. Колхозра вăл тракторист: Çăкăр çитерет яла. Ларкалать-мĕн Тимахви Пиччĕш тракторĕ çине. Аслă хир юрри-кĕвви Илĕртет ача чунне. Тимушран та кĕçĕнрех Шăллĕсем урай тулли. Йышлă çемьере питех Тимуша лекмест тутли. Тумланма тăрсассăн та Çĕннине курать сайра. Пиччĕш çĕтеймен атта Çутатать вăл уявра... Тимахви, Тимуш, Тимук – Виçĕ ятлă вăл ялта. Пур лĕрех ача хăш чух Хурланать çав, тупата! Мĕншĕн пĕчĕк пулнă-ши? Пысăкланĕ-ши хăçан? Эх, Тимукăм-Тимахви, Тӳсмелле пăртакçă сан! * * * Çичĕ хут сехет çапатъ. Тĕттĕмленчĕ. Лăпкă каç. Пăсланать каçхи апат – Тимушсем апатланаç. Тутлă пиçнĕ аш-пăша Валеçеççĕ кашнине: Пĕчĕк чашăк – Тимуша, Пысăк чашăк – ашшĕне. Амăшĕ паян теме Тимуша ытла сăйлать, Лайăхрах хушатъ çиме, Куçĕнчен савса пăхать. Мĕншĕн пĕчĕк ывăла Пит чыслаççĕ-ха паян? Тимуша инçе çула Асатаççĕ-мĕн ялтан. Аçталла каять Тимуш? Кĕсйинче ун çук пĕр пус, Уринче те кив калуш, Пуçĕнче те кив карттус... Ватă ашшĕ Йăкăнат Хыпарлать çапла хавас: «Çĕнĕ шкул пур – интернат, Тимуша унта ярас! Вăрентер-ха Тимуша, Уçăлтăр çын хушшинче!» Амăш кайрĕ шухăша: «Вĕрентесчĕ те... инçе...» Пĕчĕк-çке-ха ывăлĕ, Урине ĕне пусман. Тем курĕ те тем пулĕ Çын çине пĕччен ярсан... Те вăл тутă, йăвашскер, Кам саплас кĕпе-йĕмне?... Курмĕ амăш эрнешер Хăйĕн савнă ывăлне. Каçпала, кĕтӳ килсен, Кăпăклă сĕт ĕçмесен, Курмасан чăваш мунчи, Çын пулайĕ-ши ачи?.. * * * Ир вăратрĕç Тимуша. Чалăшшăн пăхать хĕвел. Тĕпелте Мавра кушак Кустарса çӳрет йĕкел. «Сывă пул эппин, кушак, Эп кайсан та мăрăлтат. Вырăну сан – пĕчĕк сак, Ман пулас кил – интернат!» Темĕн шел пек, Тимука Куçĕнчен пăхать йытти: Те туять вăл тунсăха, Те кĕтет çăкăр хытти... Кĕтесре юлать пит шел Пĕлтĕрхи вăлта хулли. Хĕрхенсе пăхать хĕвел – Ăшă мар халь ун кулли. Ашшĕ çитрĕ лаççинчен, Кӳлнĕ çăмăл тăрантас. Хураçка ун хыçĕнчен Хашкаса чупма хавас. Хураçкаçăм, сыв пулах! Йыт-качка килсен, вĕси! Çӳрейместĕн эс шкула, Ĕç-хĕлӳ сан – вĕресси... Ашшĕ тытрĕ тилхепе, Чĕриклетрĕ çил хапха. Ăсатмашкăн çемйипе Тухрĕç пĕчĕк Тимука Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.