Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Афанасьев Алексей Андриянович Книга: Çунатлă çамрăклăх Стихотворение: Çыру Аякран-аякран, Кăнтăрти Вьетнамран, Çыру илчĕ паян Пирĕн пĕчĕк Иван. Тăваткал шур конверт Çул çинче курнă терт. Ун çинчи юн-пичет Тем аса илтерет... Мĕн çинчен-ши калать Хут çинчи юн палли?.. Мĕн калать, мĕн çырать Вьетнамри тус алли?.. Конверта уçсанах Сисрĕ пĕчĕк Иван: Çырнă-мĕн тахçанах Çыруне Ю-Хуан. Аякри вăрçăран Килнĕ йывăр хыпар. Унта – хĕрнĕ тăхлан, Унта – вилĕм, кăвар... Кисрентернĕ тăшман Çĕрлехи шăплăха. Килсĕр юлнă Хуан – Кам пăхас тăлăха?.. Пăрахман ачана Ыр пичче – партизан. Халь атте тет ăна Пĕчĕк тус, Ю-Хуан. Паттăрсем Вьетнамра Унпала пĕртăван. Аякра-аякра Тусĕ пур ун – Иван. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.