Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Афанасьев Алексей Андриянович Книга: Çунатлă çамрăклăх Стихотворение: Мĕн вăл аппетит? Ун кукамăш тĕпелте, Ват кукашшĕ те килте. Йăлкăшса кула-кула Ăнлантарчĕç ывăла: – Аппетит çынпах çӳрет, Кашнинех вăл пулмалла. Ĕçчене вăй-хал кӳрет, Юратмасть вăл кахала! – Ăçтарах вăл аппетит? – Тет йӳтетмĕш пĕчĕк Тит. – Тупăпăр халех ăна! – Тет кукашшĕ ачана. Иккĕш илчĕç кĕреçе, Тытăнчĕç хĕрӳ ĕçе! Чаврĕç-чаврĕç ик ĕçчен – Çĕр чавас ĕç çăмăл мар. Тăрăшса ĕçленĕрен Çурăма йĕпетрĕ тар. – Час тухать-и аппетит?.. Курăнать-и, кукаçи?.. Çĕр чавмашкăн йывăр пит, Чавиччен пĕр вăкăр çи!.. – Çитĕ, – терĕç, – халлĕхе! Çăвăнса канас пăртак, – Çаврăнать аран чĕлхе, Ывăннă мĕнпур шăмшак. Ĕлĕк пĕчĕк чашăка Пушататчĕ Тит аран. Тутлă-çке паян яшка, Тутлă пулчĕ йӳç уйран! Ват кукашшĕ йăл кулать Йăл кулать те, хăй калать: – Астуса юл, ачам Тит: – Çак пулать вăл аппетит! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.