Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Афанасьев Алексей Андриянович Книга: Çунатлă çамрăклăх Стихотворение: Ан ман, пионер! Çӳлте-çӳлте, Пĕр-ик тĕлте, Куратăп шурă пĕлĕте: Пĕри – тĕве, тепри – путек – Тăраççĕ хытнă кăпăк пек. Анкартинче шавла-шавла Эпир вылятпăр вăрçăлла. Ваçук – Чапай, Ванюк – салтак, Урапаран тăватпăр танк. Лаша утланнисем – хĕçпе Çӳреççĕ шавлă, сиккипе. Пуç тăрринче вĕсен хупах, Будённăй çĕлĕкĕ майлах. Çав вăхăтра йĕтем енчен Атте пире чĕнет иккен. Кĕç çуйхашу лăпланчĕ те, Мăн сассипе калать атте: – Эсир вылятăр вăрçăлла. Вăййи вăл лайăх япала... Анчах пĕлет-и-ха Ваçук – Кунта кĕрленĕ çапăçу. – Тăпраллă шĕвĕр япала Атте кăларчĕ пахчаран: – Хăйăрпала тасатмалла. Ан лартăр ун çине тусан. Чăн-чăн винтовка штыкĕ çак. Унпа çӳренĕ-çке салтак! Тасатрăмăр эпир штыка. Вăл пулчĕ çивĕч, йăлтăркка! Илсе çитертĕмĕр шкула, Вара шутларăмăр çапла: Ваттисенчен ыйта-ыйта Çав çапăçу çинчен пĕлер Вут-хĕмлĕ иртнĕ вăхăта Ан мантăр çамрăк пионер! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.