Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Афанасьев Алексей Андриянович Книга: Çунатлă çамрăклăх Стихотворение: Ачалăх Ăçта ман ачалăх? Калам-и? Вăл сывă, вăл канăçсăр, шух – Ем-ешĕл Тăмпарлă урамĕ Ача-пăчапа тулнă чух... Мĕнле ман ачалăх? Çăп-çăмăл Чупать вăл каçчен çуркунне. Шывра вăл çӳрет чăмпăл-чăмпăл Шип-шип тухиччен урине. Выртма лашине, ав, кăкарчĕ... Çиет вăл серте те çăмах... Шырать курпун уйăх – ват карчăк – Ăна юптармашкăн юмах. Ачалăх!.. Ним мар ăна çумăр, Ним мар çул тусанĕ çулла. Пит-куçĕ улма пек чăп-чăмăр, Вăй-халĕ туртать тулалла. Ачалăх – телейĕм, саркайăк, Чĕркĕмĕл пек йăрă та шух! Ачалăх пур чух ватăлаймăп, Тăмпарлă урамĕ пур чух! Ăçта ман ачалăх? Калас-и? Вăл сывă кашни утăмра. Ачан ачисен те малашĕ Кулать те вылять умăмра! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.