Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Суслин Дмитрий Юрьевич Книга: Димка ашшĕнĕ шырать = Димка ищет папу Рассказ: Эпир – Коржиксем Лешка шăнкăрав кнопки çине пусать те тем вăхăт кăшкăртса тăратать. Алăх леш енче такам васкавлăн çывхарни илтăнет. Унтан Катя сасси янăраса каять. Катя – пирĕн тантăш. Тĕрĕссипе, Лешкăн тантăшĕ. Шăллăм ăна садикрах юратса пăрахнă. – Кам унта? – ыйтать Катя. – Эпир – Коржиксем! – Коржиксем? – Аха çав. Уç хăвăртрах! Катя тинех алăка уçать. – Урама тухатăтан-и? – тĕпчетпĕр харăссăн. – Вăйă пуçланать. Вăйă тесен Катьĕн куçĕ йăлтăртатма пуçларĕ. – Мĕнле вылятпăр? – Пиратла, – ăнлантарать Лешка. – Малтанах каласа хуратăп, эпĕ – пиратсен принцесси. – Паллах, паллах! Тулĕк тух часрах. Турник патĕнче пухăнатпăр. Эпир Антона чĕнме кайăпăр. Юнашар подъезда чупатпăр. Каллех кнопка çине пусса тăратпăр. Алăк леш енчен «Кам унта?» тени илтĕнсе каять. – Эпир ку – Коржиксем. Выляма тух! – Халех! Унтан тата Ванькăна чĕнсе тухатпăр. Вăйă пуçланать те, каç пулнине те сисместпĕр. Çуллахи каникул кунĕсене çапла ирттеретпĕр. Ялан тенĕ пекех. Эсир пире пĕлетĕр ĕнтĕ. Эпĕ Димка Коржик – пилллĕкмĕш класс пĕтернĕ. Шăллăм – Алексей, хамăрла каласан – Леха. Вăл манран пĕр çул çеç, кĕçĕнрех, анчах виççĕмĕш класс çеç пĕтернĕ. Мĕншĕн тесен манна анне шкула пĕр çул малларах янă. Çавăнпа эпĕ Лехăран икĕ класс чухлĕ ăслăрах. Вăт çапла. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.