Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru
Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства
Автор: Зотова Галина Вячеславовна
Книга: Çемье кăшăлĕ
Сказка: Çăмламас
Пĕр çемьере икĕ хĕр çитĕннĕ. Пĕрне Марине, теприне Урине тесе чĕннĕ. Хĕрачасем пĕр-пĕринпе килĕштереймен.
Выляс-тăвас пулсан та яланах пĕр япала çинче вăрçса-хирĕçсе кайнă.
– Ку пуканене атте мана илсе панă, ан тĕкĕн ман пуканене, – тет Марине.
– Мĕншĕн ман упана тумлантаратăн? Хур ăна хăй вырăнне! – кӳренет Урине.
Хĕрачасем нихăçан та пĕр чĕлхе тупаймаççĕ.
Пĕррехинче ашшĕ вĕсене пĕр çăмламас кушак çури илсе килсе пачĕ. Хура перчеткеллĕскерне хĕрачасем пĕрре курсах юратса пăрахрĕç.
Марине кушак çурине Мăр-Мăр, Урине ăна Пупсик тесе чĕнме тытăнчĕç. Кушак çури Мăр-Мăр тесен Марине патне чупса пырать, Пупсикпа Урине умне куçать. Марине: «Атте мана Мăр-Мăр парнелерĕ» – тесе савăнать. Урине: «Манăн Пупсик манах юратать», – тесе йăл кулать.
Пĕррехинче кушак çури уçăлма тухрĕ. Кунта пĕчĕк çеç йытă çури чупса çӳрет. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн хайхисем пĕр-пĕринпе паллашма шутларĕç.
– Эсĕ кам?
– Йытă çури. Мана Кампур тесе чĕнеççĕ. Эсĕ мĕн ятлă?
– Хăшпĕр чухне Мăр-Мăр, тепĕр чухне Пупсик, тет Мăр-Мăр – Пупсик.
– Мĕнле ун пек? – тĕлĕнет Кампур. Ун пек пулма пултараймасть. Кирек камăн та пĕр ят пулмалла.
Кушак çури тĕлĕнсех кайрĕ. Кĕçех вĕсем тавра кил хушшинчи ытти чĕрчунсем пухăнчĕç.
– Эпĕ Чип-Чип ятлă, – паллаштарать хăйне сарă чăмăркка чĕпĕ.
– Эпĕ Шип-Шип, – тет кăвакал чĕппи.
– Маклашка – тет пăру.
– Улашка, – тет путек. Эсă мĕн ятлă?
– Эпă вара те Мăр-Мăр, те Пупсик, – пуçне усать кушак çури. Чĕрчунсем кушак çурине йăпатса лăплантарасшăн, нихăшĕ те лăплантараймасть.
Кушак çури пуçне усса килне таврăнать.
– Анне, мĕн пулнă Мăр-Мăра? Мĕншĕн вăл манпа вылямасть, – чĕнсен те ман пата пымасть, – тĕлĕнет Марине ирхине.
– Анне Пупсике кам кӳрентернĕ? – тутисем чĕтреççĕ Уринен.
Амăшĕ кушак çури «чирĕн» сăлтавне ăнлантарса пачĕ, тет.
– Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ. Кашни чĕрчунăн пĕр ят çеç пулмалла, этемĕн те. Хушма ятпа чĕнни çынна кӳрентерет, çавăнпа та яланах ятпа чĕнмелле. Çавăн чухне çеç тĕнчере йĕркелĕх пулать.
Хĕрачасем пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупрĕç, тет. Кушак çурине Çăмламас тесе чĕнме пуçларĕç, тет. Кушак çури тинех йăл кула пуçларĕ. Уринепе Марине пĕр-пĕрне кӳрентерме те пăрахрĕç.
Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования.
Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.