Рельс сыпăкĕсене хăвăрттăн шутласа, пуйăс Хура тинĕс еннелле васкать. Çул хĕрринчи юпасем, вăрмансем, уй-хирсем вĕлтлете-вĕлтлете кăна юлаççĕ. Вокзалти тĕркĕшÿ, ăсату саманчĕ. Виçĕ тус ун пирки ĕнерех манса кайнă.
—Ах, ырă куратăп ĕнтĕ пĕрре тинĕс хĕрринче,—шăплăха чăн малтан хускатать Хĕветĕр.—Пирĕн хулара канни — канни-и вăл? Пушă вăхăта вĕçĕм бильярд пÿлĕмĕнче ирттеретĕн, тимĕр чăмăрккасене туяпа хăвалатăн...
Иййа çав, е кунĕ-кунĕпе «качакалла» вылятăн»,— хушса хурать Петĕр, ассăн сывласа.—Каç енне халран каятăн та, пуç кăшăлланă евĕр ыратакан пулать. Тинĕс хĕрринче домино çинчен пачах манатăн-ха...
Асатте каларăш, танцă-манцă текеннине те хутшăнмастăп,—куç-пуçне çутăлтарса пăрахать Нестĕр. Ара, вĕсене пула кĕнеке вулама вăхăт çук. Паркри оркестр кĕввине илтсен, чун чăтмасть вĕт — урасем хăйсемех унталла туртаççĕ... Пĕлетĕр-и,—хушса хурать вăл,— атьăр çапла килĕшсе татăлар: тинĕс хĕрринче апла-капла пуласран пĕр-пĕрне сыхлар! Канас-тăк канас — нимĕнле бильярд та, домино та, танцă-манцă та ан пул-тăр... Килĕшме пулать-и?
—Килĕшес!—аллисене çĕклеççĕ туссем.—Канас-тăк канас!..
...Кану çуртĕнче вĕсене тĕрлĕ çĕре вырнаçтараççĕ. Ах, çав сăмаха! Мĕншĕн тилхепе пек çирĕп тытмалла туман-ши?! Петĕр палатăна кĕрсенех юлташĕсемпе килĕшсе татăлнине манса каять. Пÿлĕмре ăна виççĕн кĕтсе илеççĕ.
—Тинĕс çыннисене хĕрÿллĕ салам!—шÿтлĕн сывлăх сунать Петĕр çĕнĕ юлташĕсене.—Епле канатпăр-хĕртĕнетпĕр?
— Çакă канни пулать-и?—кăмăлсăррăн сăмах хушать тинĕс çыннисенчен пĕри.—Ларатпăр виççĕн тĕмсĕлсе... Виççĕн выляни вăйă та мар. Ху шухăшласа пăхсам: кашни харпăр хăйшĕн тăрăшать! Тăваттăн пулсан хăть... Итле-ха, ырă çыннăм,—йăл çиçет хайхискер, Петĕре куçран пăхса,—тен, эсĕ те доминолла выляма кăмăллатăн? Эх,. вара!..
«Çук-çук, вылямастăп»,—тесшĕнччĕ çирĕппĕн Петĕр, анчах хăнăхнă йăлапа сăмах хăех вĕçсе тухать: «Хаваспах!..»
Шапăр! туса саланать домино шакмакĕ сĕтел çинче. Хĕрÿ вăйă пуçланать...
Хĕвел анăçа сулăнсан, çуртран инçех те мар, йывăçсем хушшинче, оркестр кĕвви илтĕнсе каять, темĕнле юрăçă ĕнтĕ: «Эх, э-ей хали-гали...»—тесе шăрантарать.
«Ха, мур илесшĕ, эпĕ кăмăлланă юрра кĕрлеттереççĕ,—куçне йăлт уçать ентĕркеме ĕлкĕрнĕ Нестĕр, вырăнĕ çинче йăшăлтатса.—Кунта та танцă-манцă сĕвеççĕ иккен... Хура тинĕс çыннисем мĕнлерех ташланине кайса пăхмалла пуль...»
«Юлташсем асăрхамасан тем пекехчĕ,—пĕвĕпе хуçкаланса илет вăл, ташă площадки патне çывхарнă май ун-кун пăхкаласа.—Пĕр-пĕрне сыхлама килĕшсе татăлнă вĕт. Курсан аван мар. Ну, малтанлăха юрĕ-ха, эпĕ ташлакансене куç хÿрипе çеç пăхса илетĕп. Юрать, ташламăп, чăтса тăрăп...»
Унччен те пулмасть, Нестĕр ташлакансем патне çитет. Самантрах айккинче йăл кулса çиçсе тăракан сарă çÿçлĕ хĕр умне пырать, алне кăкăрĕ умне тытса, çĕре çити пуç таять. Хĕрĕ çакна тахçанах кĕтнĕ тейĕн, пĕр сăмахсăрах Нестĕрпе ташлама килĕшет. Вăт самана, кунта Нестĕр пурăнакан хулари евĕрлех ташлаççĕ иккен! Анчах пĕр уйрăмлăх çеç: музыка кĕввипе пĕрле аякри тинĕс шавлани илтĕнет. Хура тинĕс хумханать пуль ĕнтĕ.
— Ниночка, каласамăрччĕ,—йăвашшăн ыйтать хĕртен Нестĕр иккĕмĕш хутчен ташланă хыççăн,—аякран килнĕ çын ăçтарах каçхи апата лекме пултарать-ши? Ресторана тетĕр-и? Ай, мĕн тери аван! Тен, эсĕ те манпа пыратăн?.. Килĕшмелле? Вăт паха! Тусем хушшинче шашлык пĕçереççĕ тетĕн-и? Ай, аван! Унта ыран çитĕпĕр. Халлĕхе — ресторана!..
...Оркестр кĕрлеме тытăннă самантра Хĕветĕр те çывăрма выртнăччĕ. Ирхи кайăк тулă пĕрчи тупнă тенине асра тытса, вырăн çинчен тăрсанах Хура тинĕс хĕррине кайса сиплĕ шывпа чÿхенесшĕнччĕ вăл, озона кăкăр тулли сывласа пухасшăнччĕ. Тепĕр тесен, Хĕветĕр, пĕрле килнĕ юлташĕсем пекех, Хура тинĕсе хăй куçĕпе курман-ха. Анчах ыйха путас тесе куçа хĕссе хупсан та, ыйхă килмерĕ кĕçĕр. Пине çити те шутласа пăхрĕ вăл, оркестр кĕввинчен хăтăлас шутпа хăлхине минтерпе хупларĕ — усси пулмарĕ. «Капла май килмест,—пăшăлтатрĕ Хĕветĕр хăй тĕллĕн.—Кайса пăхас, тен, Нестĕр хĕрсех ташша çапать. Урасем хăйсемех унталла туртаççĕ темерĕ-и-ха?.. Эхер те унта асăрхасан, палатине çавăтса кайса яратăп. Канма килнĕ вĕт!..»
Çăвар туллин анасласа, Хĕветĕр васкавлăн тумланать те картишне тухать. Лапсака йывăçсем хушшинче пĕр вĕçĕм музыка кĕвви шăранать, инçе те мар çавнашкалах кăмăллă сасă илтĕнет. Хĕветĕр, тăп чарăнса, хăлхине тăратать. Иккĕленмелли çук: бильярд пÿлĕмĕнчен çеç çапла сасă илтĕнме пултарать! Ташă мĕн вăл, бильярд вăл чăннипех чуна килентерет!
Хĕветĕр ваçкасах пирус тĕтĕм-сĕрĕме тулнă пÿлĕме кĕрет. Çап-çутă чăмăркка шарсемпе яп-яка туясене курсан, вăл юлташĕсем çинчен самантрах манать. Тинĕс шавĕ те, унăн сиплĕ шывĕ те асран тухса ÿкеççĕ. Тепĕр тесен, отпуска кам мĕнле кăмăллать— çавăн пек ирттерме пултарать! Тинĕс хĕрринче, хĕвел питтинче, йăваланса выртнинчен мĕн усси! Бильярд вара куçа çивĕчлетет, тĕл тивертме хăнăхтарать...
Хайхи, чăн та, кĕске вăхăтрах вăйăçăсем хушшинче куç çивĕчлĕхĕпе палăрать. Туйи вĕçĕпе шара пĕрре тивертет те Хĕветĕр, лешĕ, ыттисене пырса çапăнса, харăсах виççĕшне шăтăка хÿтерсе кĕртет. Мухтаççĕ, хавхалантараççĕ ăстаçа. «Ыран ирех кил-ха пире те выляма вĕрент»,—тархаслаççĕ çамрăкраххисем, çине-çинех ыйтусем параççĕ.
—Килетĕп. Ирхи апатченех çитетĕп,—сăмах парать Хĕветĕр.-—Манăн отпуск тин кăна пуçланнă-ха, пурне те вĕрентĕп. Пĕрре çапсах пилĕк шар кĕртекен пулăр акă...
...Виçĕ тус — Петĕрпе Нестĕр тата Хĕветĕр — отпуск вĕçленес умĕн çеç вагонра тĕл пулаççĕ. Нестĕр, чÿречене пÿрнипе йĕрлесе, тĕмсĕлсе тăрать, перронти сарă çÿçлĕ хĕрĕпе сывпуллашать-ши? Лешĕ каçăхса кайса кулать. Петĕр, пĕччен мар, ăна виççĕн ăсатса яраççĕ. Виççĕшĕ те купене мĕшĕлтетсе кĕреççĕ те домино пирки хĕрсех тавлашу хускатаççĕ. Темшĕн кăшт пăшăрханнă Хĕветĕр сăмах чĕнмест, çÿлти сентре çине улăхса выртать, сисмесĕрех шухăша путать.
Юлашкинчен пуйăс вырăнтан хускалать, вĕсем купере виççĕшĕ çеç тăрса юлаççĕ. Шăплăха Хĕветĕр хускатать.
—Аçта-ши эсĕ, тинĕс? Çав тери хумханаттăнччĕ, шавне хам хăлхапа хам илтсеттĕм... Хумĕсене хам куçăмпа курсаттăм...
Вăл мĕнлине шыв шуйттанĕ пĕлет пулсан çеç,— хуравлать Петĕр.—Манăн халĕ те хăлха шавлать, пуç кăшăлланă евĕр хĕссе ыратать. Ах, килте канмах тивет...
Тинĕс хĕрринче ытла та лайăх ташлаççĕ,—хушса хурать Нестĕр, хашш сывласа.—Пирĕн хулари пекех.. Питех те аван çав...
Пуйăс, рельс сыпăкĕсене хăвăрттăн шутласа, виçĕ туса Хура тинĕсрен аякка-аякка илсе каять. Петĕрпе Нестĕр тата Хĕветĕр киле таврăнаççĕ.