Шурă пĕлĕт çумĕнчен
Самолёт вĕçсе иртет.
Эп тăратăп темĕнччен —
Пиччене курас килет!
Эп ăна курас тесе
Ир тăратăп яланах.
Шурă тутăр вĕçтерсе
Ак ăсатрăм паян та.
Самолёт çÿлте вĕçет,
Сар хĕвел епле çиçет!
Тинкеретĕп тÿпене,
Ăмсанатăп пиччене!