Илемлĕ ир

Харлампьев Герасим Дмитриевич


    

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

 

ЭСКЕТЕН

 

Хурамал ялĕ хăçан, хăш ĕмĕрте пулса кайнине никам та пĕлмест. Хăшĕ-пĕрисем: ку вырăна чи малтан Хурамал ятлă чăваш килсе вырнаçнă, çавăнтан вара ял пулса кайнă, ятне те çав çын ячĕпех панă, теççĕ. Теприсем: Хурамал ялĕн ĕмĕрĕ халĕ те ял варринче ларакан ватă хурамана пĕр тан, ятне çак хурамана кура панă, теççĕ. Тĕрĕссине кам пĕлет?

Кирек мĕнле иулсан та, Хурамал ялĕ халь çакăн пек: хĕвелтухăç енче – Майтан тата Вите çучĕ ятлă пĕчĕк хăвалăхсем, кăнтăр енче – Сив çăл, Хура вăрман; хĕвеланăç енче – Хуравар, Тавăт, Мĕлĕш ялĕсем; çурçĕр енче – Хирлеп çырми, Кĕçĕн тăван, Тени...

Ĕмĕртен ĕмĕре юлса пынă сăмах тăрăх ĕлĕк-авал ку таврара этем пырса кĕрейми вăрмансем пулнă. Анчах халь çав вăрмансем çинчен Анат уйри киремет хурамипе Тури уйри ватă юман çеç аса илтереççĕ. Паллах, урăхларах пулнă ĕнтĕ кунта ĕлĕк-авал. Акă, сикекен çырма çĕмĕрсе пынă çĕрте чул пек хытса выртнă хура юман, мамонт йышши пысăк тискер кайăк шăммисем тухаççĕ. Миçе çул, миçе ĕмер каярах çĕр айне пулса юлнă-ши вĕсем?

Вăрманта пур йывăç та тĕрĕс-тĕкел ӳсмест, улăхра та пур чечек пĕр илемпе çурăлмаеть. Хурамал ялĕ те çавăн пек: пур кил-çурт та «çерçи вĕçсе ан кĕтĕр» тенĕ пек мар, хăшĕсем çĕрсе-ишĕлсех пĕтнĕ, тăйлăк-тайлăк пӳртсем те пур. Хĕçтимĕр витнĕ пӳрт Пылак Микула Кавăрлин çеç. Микула хăй вилнĕ, çуртĕнче халь унăн ывăлĕ – Кавăрле пурăнать.

Микула Кăрмăш енчен куçса килнĕ теççĕ. Хут вĕреннĕскер, вăл вырăсла калаçма та пĕлнĕ, çавăнпа ăна ял старости тунă. Микула хăйĕн ывăлне те – Кавăрлене – хут вĕрентнĕ. Ашшĕ вилнĕ хыççăн Кавĕрлене те, хут пĕлет тесе, ял старостине суйланă.

Кавăрле ялти чи чипер хĕре, Сарпи ятлăскерне, качча илнĕ. Анчах вăл хĕрĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă: качча пырсан тепĕр çулнех, ача çуратнă хыççăн, йывăр чирлесе вилнĕ.

Сарпи хĕрача .çуратнă. Амăшĕ сăнарлă çуралнă (Хĕрачана Илемпи ятлă хунă. Пĕчĕк Илемпине пăхса ӳстерме, кил-çуртра йĕрке тытма Кавăрле çав çулăх тепре авланнă; хальхинче вăл Теникассинчи тепĕр пуян çын хĕрне, Ултаттине, качча илнĕ. Тепĕр çултан Ултатти ывăл ача çуратнă. Çак ачана вĕсем Иван тесе ят хуртарнă.

Кавăрлепе юнашар, икĕ ватă йăмра ăйне пытаннă пек, улăм тăрăллă пĕчĕк пӳрт ларать. Тимĕр витнĕ пысăк пӳрт çумĕнче вăл çунатти ӳсмен чĕпĕ евĕрлĕ курăнать. Ку – Пилеш Унтрин кил-çурчĕ. «Илемсĕре куçăм ан куртăр»,– тенĕ пуль çав Кавăрле: икĕ пӳрт хушшине чус хӳме тытнă. Унтрин вара ун енне Улаçка ятлă йытти те вĕреймен.

Унтри ашшĕ, Мĕтри, ăста платник пулнă.

Анчах хăй Тимĕрçкассинче çил арманĕ тунă чух ӳксе вилнĕ, ун хыççăн инкек çине синкек тупăнса пынă: лаши чĕмерепе вилнĕ, пĕртен-пĕр ĕнине Майтан вăрманĕнче кашкăрсем туртса çурнă...

Ашшĕнчен вунă çултах тăлăха юлнă Унтрине амăшĕ, кил-çурт ан салантăр тесе, çирĕм çула çитсенех авлантарнă. Чухăнскерне Хурамал хĕрĕсенчен нихăшĕ те качча тухма килĕшмен. Унтри вара, Хура вăрман хĕрринчи Эскетен ялне кайса, Ульки ятлă пĕр тăлăх хĕр тупнă.

Часах вĕсем пĕрлешнĕ.

Чухăн пулин те, Улькипе Унтри пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăннă, хăйсене телейлĕ мăшăр тесе шутланă. Пĕрлешсен тепĕр çултан вĕсен ывăл ача çуралнă. Тĕне кĕртнĕ чух Ураскилт пупĕ ăна темĕнле калама йывăр ят хунă. Пуп хунă ята Унтрипе Ульки киле çитичченех манса кайнă.

 

ХĂРУШĂ ХЫПАР

 

Ывăл ӳсет-ха. Килте икĕ арçын пулать, ятак çĕр хутшăнать», – савăнăç çиçе пуçланă Улькипе Унтри чун-чĕринче. Анчах кĕтмен çĕртен пурнăç урăх еннелле çаврăннă.

Çуллахи пĕр кун пар лаша кӳлнĕ урапа Кăрмăш енчен тусан вăçтерсе килнĕ те тӳрех Пылак Кавăрли умне пырса чарăннă. Хул хушшинче папка хĕстернĕ çьн, урапа çинчен анса, Кавăрле патне кĕнĕ.

Пылак Кавăрли ку таврара пуяннипе çеç мар, староста пулнипе те «чысра» шутланнă. Нумай çынна ырă тунă-и вăл, хур тунă-и, анчах Хурамал çыннисем ялта пĕр ăна çеç ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕннĕ, тĕл пулсан çĕлĕк хывмасăр иртсе кайма хăяйман.

Хăрушă хыпар, Гаврил Николаевич. Германи пирĕн Раççейпа вăрçă пуçларĕ, – пĕлтернĕ ăна килнĕ çын, унтан папкине уçнă та хут кăларса панă. Хальхинче ку çын Кавăрле патĕнче пылпа чей ĕçсе ларман, хăрушă хыпара пĕлтерме Нурăс еннелле васканă.

Пĕр çул çуралнă тăватă çын ячĕ иккен хут çинче: Япшар Иванĕ, Кăрмак Тимукĕ, Тăлти Хĕлимунĕ, Чумак Макарĕ.

Кавăрле хут çине пăхса пĕр самант шухăша кайса тăнă.

Хм?.– хăйпе хăй калаçса илнĕ вăл.– Япшар Иванĕ...Шăпах ман ратне ячĕ тухнă. Çук, юрамасть капла. Вăрçă хăрушă япала, чипер таврăнасси паллă мар.

Унтан вăл хăйĕн ратнин хушаматне хуратнă. та Пилеш Унтри хушаматне çырса хунă.

Ятак çĕр пирки калаçатчĕ-ха. Сив куçпа пăхма тытăнчĕ. Кайтăр, путлантăр... – тенĕ,

Ялти власть староста аллинче çав. Вăл ял халăхне хăйне кăмăл туртнă пек тыткалать: пĕрне – хута кĕме, пулăшма, теприне ним сăлтавсăр кӳрентерме, хур тума пултарать. Çавăнпа хăшĕ-пĕрисем, чеереххисем, староста умĕнче тилĕ пекех йăпăлтатаççĕ; теприсем, тӳрĕ чун-чĕреллисем, староста иртĕхнине чăтайманнипе хирĕçлерех сăмах-мĕн каласан, – ыррине ан кĕт, – староста çав çынна мĕнле те пулин тĕрĕнтеретех.

Салтака каякансен хурлăхлă юррине икĕ талăк юрласа çӳренĕ хыççăн Унтри сакăр çул тултарнă Эскетене ыталаса чуп-турĕ те:

Сывă пул, ывăлăм! – терĕ куççулĕ витĕр.

Сывă пулăр тăван хурăнташсем! – терĕç тăватă чаваш, Кăрмăш еннелле çул тытса.

 

УНИÇÇЕ КИНЕМЕЙ ВĂРАНМАРĔ

 

Хурамалтан вăрçа тухса кайнă тăватă чăвашран пĕри – Кăрмак Тимукĕ кăна вулама, çырма тата кăштах вырăсла калаçма пĕлетчĕ. Икĕ уйăхран вăл: «Позицине çитрĕмĕр», – тесе пĕртен-пĕр çыру ячĕ. Ун хыççăн ăçта, хăшĕ мĕнле пуç хунине никам та пĕлеймерĕ.

Пĕр çул иртрĕ унтанпа, тата тепĕр çул... Вăрçă çаплах чарăнмарĕ. Салтак юрри те татăлмарĕ ялсенче. Паян пĕрне ăсатаççĕ вăрçа, ыран - теприне. Таврăнакансем вара çукпа пĕрех. 1916 çулхи хĕлле тин Мăйран Çтаппанĕ хăрах урасăр таврăнчĕ. Вăл вара вăрçă çинчен темĕн те пĕр каласа пачĕ.

Нимĕç хытă хĕсет. Тупăсемпе кисретет кăна. Пирĕн Раççейăн винтовки те кашни салтаках тивĕçмест. Позицире эрни-эрнипе çăкăр лекмест, лазаретсенче эмел çук. Аманса вилнинчен ытла выçăпа, тиф чирĕпе вилеççĕ. Патши ухмах пирĕн, тăр-ухмах, – терĕ.

Патшана хурласа калаçнăшăн ăна Пылак Кавăрли тыттарса ярассипе хăраткаларĕ те тивмерĕ, уксахскерĕнчен усси пуласçук терĕ пулмалла.

Анчах пурнăç хуласемпе ялсенче те япăхса кайрĕ. Вăйпитти арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ пирки пур пек çĕрне те акса-вырса илеймен килйышсем нумайлансах пычĕç. Выçлăх, чир-чĕр алхаса пуçларĕ.

Вăрçа малтанхи çулах тухса кайнă, унччен те аран майлашса пына Пилеш Унтри килĕнче пурнăç пушшех япăхса çитрĕ. Лаша çук пирки çĕрне çулсеренех тара тытса е çурмалла актарма тиврĕ, тырри вара вăрлăхлăх кăна юлкаласа пычĕ. Çăкăр мар, çĕрулми те тăраниччен çиеймен пирки Эскетен асламăшĕн сывлăхĕ хавшаса çитрĕ. Пĕр шăматкун вăл мунча кĕрсе килчĕ те кăмака çине аран хăпарса выртрĕ, Вырсарникун Ульки тип шанкă çĕклеме Майтан хăвине кайрĕ.

Ывăлăм, – шуçăмлах вăратрĕ вăл Эскетене, – эпĕ Майтана каятăп. Мамакку чирлерĕ пулас. Асту, кăмака çинчен аннă чух пулăш, – ӳкĕ тата.

Эскетен вăр-вар тăрса питне çурĕ те çĕтĕлнĕ çăматтине саплама тытăнчĕ.

Мамак, – терĕ вăл шăплăхра хăйне кичеммĕн туйнипе. – Мамак, шыв ĕçес килмест-и?

Асламăш сасă памарĕ. Таçта кăмака хыçĕнче ларакан шăрчăк кăна чĕриклетсе илчĕ. «Çывăрать пулас», – шухăшларĕ Эскетен.

Тул çутăлчĕ. Эскетен çăпатине сапласа пĕтерчĕ, урине сырчĕ те:

Мамак, эпĕ сурăхсене апат пама тухатăп, – терĕ. Каллех шăрчăк сасси çеç илтĕнчĕ кăмака хыçĕнче. «Чим, мамак мĕншĕн чĕнмест?» – хăрушă шухăш пырса çапрĕ Эскетене.

Мамак! Мамак!.. – кăмака çине хăпарса хыттăнах чĕнчĕ вăл, асламăшне аллинчен тытса туртрĕ, силлерĕ. Асламăш пурпĕрех вăранмарĕ.

Вилнĕ! Вилнĕ!.. – шариех кăшкăрса ячĕ Эскетен. Тем хушăра килтен тухса, ялтан çухрăмра ларакан хăвалăха пĕрре сывлăш çавăрса илмесĕр пек чупрĕ.

Анне! Анне!..

Мĕн пулчĕ? Мĕн?.. – ырă мара тӳрех ăнланса илчĕ Ульки.

Мамак... – пӳлĕнсе çитнипе труках калаймарĕ Эскетен.

Вилчĕ-им?

Аха…

Ĕчун сисрĕ. Тек тăраймастех ку терĕм, – аран сăмах çавăрса калаçрĕ Ульки.

Амăшĕпе Эскетен, пухнă пек шанкине çĕклесе, асламăшне мĕнле пытарасси, çăва çине леçме каллех Кавăрлерен лаша ыйтма тивни çинчен калаçса таврăнчĕç.

Аслăк çинче икĕ чус пурччĕ. Ульки вĕсене тупăк тума антарчĕ.

Урăх пĕр татăк хăма та çук. Хам вилсен... Эскетен пĕрпĕччен тăрса юлсан... Тур çăлтăрах!.. – терĕ Ульки.

Тупăк тума Ульки кăштах хурăнташ тивнĕ Тимук мучие кайса чĕнчĕ.

Юрĕ, – терĕ Тимук мучи, – пырса майлаштарса парăп. Питех яка пулмасан та, çĕр айĕнче курăнмасть.

Тимук мучине Эскетен те пулăшрĕ. Аслăк ҫинче ашшĕн платник ĕҫ хатĕрĕсене шыраса тупрĕ. Сава, пĕчĕк пăчкă. Тимук мучи чус татăкĕсене икĕ енчен те саваласа якатрĕ, майлаштарчĕ, тупăк турĕ. Асламăшне пытарма Ураскилт ҫăви ҫине те кайрĕ Эскетен.