Ташлакан юпа

Борлен Борис Леонтьевич


Тумпалли

 

Асанне манна вĕрентрĕ

Ма яла ямастăр?

Кĕтерне арбуз çиет

Ташлакан юпа

Манăн та кăштах ӳсесчĕ

Асанне манна вăрçать

«Акара»

Сăмах вылявĕ

Кам йăранĕ çумланман?

Ташă ăсти

Сăпса

Нăрă

Шăна

Кĕве

Шăна

Таракан

Йĕп вăрри

Лĕпĕш

Ăман

Çуркунне

Çулла

Сивĕре

Çут çанталăк парнисем

Анчăк

Куян

Упа

Хураçка, Кампур, Каска



Асанне мана вĕрентрĕ.

 

Асанне мана вĕрентрĕ

Шутлама пӳрнесене.

Халиччен те эп илтмен-тĕр

Çакăн пек сăмахсене:

Пас пӳрне, палан ӳте,

Ӳте тирек, сĕм сĕмекке,

Кĕчкĕне папи.

 

Пас пӳрне − куна пĕлетĕп,

Кĕчкĕне вал − кĕçĕнни.

Асăмран тухмасть пĕрре те

Асанне мĕн калани:

Пас пӳрне, палан ӳте,

Ӳте тирек, сĕм сĕмекке,

Кĕчкĕне папи.

 

Мĕн-ши вăл ӳте тирекĕ?

Хăшĕ вăл палан ӳте?

Асанне пĕлместĕп терĕ,

Вăрттăн кулчĕ асатте.

Пас пӳрне, палан ӳте,

Ӳте тирек, сĕм сĕмекке,

Кĕчкĕне папи.

 

Авалхи сăмах хăвачĕ

Пур-тăр çав, пĕлесчĕ-çке.

Пурпĕрех ăна тупасчĕ,

Пулас марччĕ сĕмекке.

Пас пӳрне, палан ӳте,

Ӳте тирек, сĕм сĕмекке,

Кĕчкĕне папи.

 

Ушкăнпа пĕрле шырар-и

Çав сăмахăн тупсăмне?

Тантăшсем мана ырларĕс;

Хуçлатса пӳрнисене:

Пас пӳрне, палан ӳте,

Ӳте тирек, сĕм сĕмекке,

Кĕчкĕне папи.

 

 

Ма яла ямастӑр?

 

Пĕр ача, пӗччен − кичем

Йӑмӑк ҫук ҫав манӑн.

Эх, пулас пулсан пиччем

Пӗтӗмпех ӑнланӗ.

 

Ачашлать кашни килте.

Пукане пек теҫӗ,

Тумланмашкӑн е ҫиме

Ним те шеллемеҫҫӗ.

 

Кукаҫи те кукамай

Ман ҫинчен манмасӗ,

Пӗр кӗрсессӗн ҫула май

Каҫченех каймаҫҫӗ.

 

Калаҫаҫҫӗ вырӑсла,

Чӑвашла те маннӑ.

«Масло, − теҫҫӗ

сар ҫӑва, −

Мало илнӗ мама».

 

Асатте килсен ялтан

Пурте хӗпӗртеҫӗ,

Кӑвакал, кӑмпа,

шӑрттан −

Хаклӑ кучченеҫӗ.

Асанне те пур ялта,

Лайӑх астӑватӑп.

 

Хӑнана килме кунта

Ытлашши ҫав ватӑ.

Асаттеҫӗм шашкӑлла

Манпала вылярӗ,

Тӗлӗнтерчӗ, кулӑшла

Юмахсем вуларӗ.

 

Кайнӑ чух каларӗ:

«Кин,

Ма пырса курмастӑр?

Ватӑлса ҫитсессӗн

тин...

Йӑх тымар ан хӑртӑр».

 

Ма, анне, каникулта

Эс яла ямастӑн?

Асанне кӗтет унта,

Тен, мана курасшӑн?

 

Кирлӗ мар парне

текех,

Канихвет таврашӗ,

Эпӗ асанне пекех

Чӑвашла юрласшӑн.

 

Асӑнма та савӑнма

Кӑтартасшӑн ташӑ,

Хамӑн ҫӗнӗ сӑввӑма

Чӑвашла вуласшӑн.

 

Кӗтерне арбуз ҫиет.

 

Кӗтерне арбуз çиет,

Эпир − ҫук.

Ма пӗрле çиес килет

Тепӗр чух?

 

Илсе килнӗ, −

тет, − атте

Хуларан,

Аҫтархан арбузӗ, − тет, −

Пит аван.

 

Тепӗр чух куштан Куля

Ал сулса

Юриех курмӑш пулать

Арбуза.

 

Петӗрпе лутра Иван

Шӑп кӑна,

Марине тарӑхнӑран

Пӑрӑнать.

 

Вӗрентсе кӑштах илсен

Шеп пулать.

Илсе тухрӑм эп килтен

Шоколад.

Ҫйӗр, − тетӗп, −

ку манран

Пултӑрах,

Ҫав нитратлӑ арбузран

Тутлӑрах!

 

Сурчӑкне хайхи ҫӑтать,

Мӗн тӑван?

Ҫавӑн пек тухса хытта

Ан хӑтлан.

 

Ташлакан юпа.

 

Пилӗк с;ухрӑм утмалла

Картунтан ялти шкула.

Ҫулӗ вӑрӑм.

Чӑтмалла,

Кансӗр уйрӑмах хӗлле,

Ҫил ачи кӗрет хӗве.

 

Йывӑ шатӑрт! ҫурӑлать,

Шиклӗ шухӑш ҫуралать.

Чим, умра мён курӑнать?

Тупнӑ та хӑрамалли —

Ӳкнӗ хурама вулли,

Вут-шанка вакламалли.

Чармакланнӑ пек алли.

Карӑнса пӳлет ҫула,

Пӑрӑнса иртес пулать.

 

Йӗлтӗрҫийӗ вуннӑра,

Харсӑр пек хӑйне кура.

Амӑшӗ кӑна турра

Асӑнать ӑсатнӑ май:

«Каҫарсам ҫылӑхӑма,

Упрасам ывӑлӑма».

Тӗшмӗше халь

кам шанать?

Ӳрӗк-сӳрӗк ҫын шӑнать,

Чупакан ҫын ӑшӑнать.

 

Çил ачи хуса çитмен

Çак «хӑюллӑ» йӗкӗте.

Виçӗ çухрӑм вӑрманпа,

Тата тарӑн çырмапа,

Тепӗртак − тур улӑхпа.

Йӗлтӗрне, васканӑран,

Хуçрӗ хучӗ çурмаран,

Халь утма тивет çуран.

 

Сиксе тӑчӗ те курать:

Çул çинче юпа тӑрать,

Малалла утма чарать.

Сылтӑмра −

татах юпа,

Хыçалтан такам чупать,

Вӗçтерсе килет çулпа.

Эх, пулать-мӗн тамаша,

Витӗрех шӑнтать ӑша.

 

Кур, юпа ярать ташша,

Тӳпенех сикет тата.

Çамкара —

сип-сивӗ тар,

Турӑ, тархаслап, хӑтар!

 

Мӗскӗн хыврӗ алсине,

Шӑлчĕ тарлӑ çамкине,

Курчӗ улӑм пӗрчине,

Çӗлӗкрен çакланнине!

Çав юпа мӗн иккенне

Вӑл ӑнланчӗ-çке тинех.

 

Тем те курӑн хӑрасан.

Пӗчӗк сарӑ улӑмран

Пӗрене пулса тӑрсан

Çамкуна шӑлма ан ман.

 

Манăн та кăштах ӳсесчĕ.

 

Лӳшкентерчĕ ăшă çумăр,

Эх, авкаланса ташлать.

Пĕрчисем ӳкеççĕ çумăн,

Тупăшаççĕ юлташла.

 

Савăнать-çке çамрăк хурăн,

Çулçипе çупса илет.

Çитĕн хăвăрт, ĕмĕр пурăн

Таврана кӳрсе илем.

 

Шыв сиккиллĕ ял урамĕ,

Чим, хĕвел те курăнать.

Урама тухса тăрам-и,

Йĕпетем-и урана?

 

Хурăна пит килĕшеççĕ

Тĕкĕр евĕр çулçисем.

Эпĕ те кăштах ӳсесшĕн

Ăшă çумăр çунăçем.

 

Асанне мана вӑрҫать.

 

Урамри йӑмра ҫине

Тин кӑна хӑпарнӑччӗ,

Килчӗ тухрӗ асанне:

«Мӗн тӑватӑн, ашкӑнчак?»

Пикенсех мана вӑрҫать

«Арҫури, − тет, −апӑрша,

Вӗлтӗрен илетӗп те

Вӗтелетӗп пурпӗр, − тет,

Хӗр ача пуҫпа ҫӳле

Мӗн тума хӑпармалла?

Ӑнсӑртран ӳксен вилен!

Ан сехре хӑпартиччен.

Ӑсататӑп хулана,

Куҫ ан куртӑрччӗ сана».

Эп хамах анасшӑнччӗ,

Пахчана тухасшӑнччӗ.

Туратран ҫаклантӑм та

Ҫурӑлчӗ тем ҫатӑртах.

Кӗпине хамах ҫӗлерӗм,

Асанне ӑна сисмерӗ.

Выртнӑччӗ диван ҫине

Ҫывӑрам пекки туса,

Пычӗ те пуҫа шӑлса

Пӑшӑлтатрӗ асанне:

«Ан васка-ха хулана,

Сансӑр чунӑм хурланать,

Вӑрҫрӑм ҫав юратнӑран,

Ӳкесрен хӑранӑран».

Манӑн та йӗрес килет,

Асаннеҫӗм, ан ҫиллен!

 

«Акара»

 

Асанне мана калать:

«Малашне эс урӑйне

Ан пӑрах, − тет, − япала,

Хур, − тет, −

хӑйӗн вырӑнне».

 

Эпӗ хамӑн тракторпа

Çур аки тӑватӑп вирлӗ,

Тру-ту-ту та тра-та-та!

Акара васкавлӑх кирлӗ.

 

Асанне курать, кулать:

«Çĕр çынни санран пулать,

Васкасан та акара,

Шӑйрак ан хӑвар вара».

 

«Ку мĕне-ха пĕлтерет,

Каласа парсам апла тӑк».

Асанне тĕлĕнтерет:

«Акӑнмасар юлнӑ лаптӑк».

 

Сăмах вылявĕ

 

Ăшӑ çумӑр шӑпӑр-шӑпӑр,

Уçӑлтарчĕ урама.

Аллӑма эп тытрӑм шапар

Çепĕç çемĕ калама.

Ăсатте ман çыхрĕ шӑпӑр

Урайне шӑлса кайма.

 

* * *

Вĕлт те вĕлт тӑвать ӑса

Тĕртнĕ чух пир алӑпа.

Вĕрентет мана ӑса

Кунĕпех паян аппа.

 

* * *

Юхтарать пиччеçĕм сулӑ

Атӑл тӑрӑх çуркунне.

Килĕ вӑл илсе парне −

Ман валли вĕр çĕнĕ сулӑ.

 

* * *

 

Хӑтланать икĕ питле −

Çав çынна куçран пи тле.

Ватӑ çын калать −

итле,

Шур сухалшӑн хисепле.

 

Кам йаранĕ çумланман?

 

Пĕр йӑранĕ çумланман.

Тавлашаççĕ ик тӑван −

Петĕрпе лутра Иван:

Кам йӑранĕ тасалман?

 

Вӑхӑтра вӑй хумасан

Çарӑкне хӑçан куран?

 

Хирĕçет лутра Иван:

Манӑн мар йӑран ку, сан.

Ав епле хитре сухан

Курӑкне çӑлса тӑксан.

 

Айкашаççĕ кун каçа

Пĕр-пĕрне вӑрçа-вӑрçа.

 

Эп çумларӑм çырлана,

Çак йӑран тивет сана, −

Петĕр хайĕнне перет, −

Кам-ха шыв нумай

çĕклет?

 

Ир пулать те каç пулать,

Курӑк йӑрана хуплать.

 

Петĕрпе лутра Иван

Килĕшрĕç аран-аран:

Уйӑрар та çурмаран

Тытӑнар еçе ыран.

Эх, çумласчĕ паянах,

Çук, хӑварчĕç ырана.

 

Çумӑр çурĕ каçхине,

Кĕме çук йӑран çине.

Çӑп-çӑра мӑян ӳсет,

Эх, пахча епле тӳсет?

 

Ир пулать те

каç пулать,

Кашласа йӑран ларать.

 

Пĕр эрне хыçра,

тепри...

Сисĕнмерĕ çу иртни.

Петĕрпе лутра Иван

Çарӑк тутанса курман.

 

Ташӑ ӑсти

 

Линка-линка ташламашкӑн

Тантӑшӑм хистерĕ,

Лайӑх кĕвĕ, çӑмал çемĕ

Кӑмӑла çĕклерĕ.

 

Линка-линка...

Кам-ха урӑх

Ман пекех пултартӑр?

Çепĕç юрӑ, савӑк юрӑ

Таврана салантӑр.

 

Линка-линка ташламашкӑн

Капӑр тум та кирлĕ:

Асанне тухья парасшӑн,

Кĕпине хам тĕрлĕп.

 

Сăпса

 

Тем тупасшăн нăйлатса

Çапăнса çӳрет сăпса.

Ан ларсам сĕтел çине,

Пыл памас сана çиме.

 

Нăрă

 

Нăрă йăлтăркка, хура,

Хитрескер хăйне кура.

Пурпĕрех алла илместĕп,

Ан хăра манран —

тивместĕп.

 

 

Шăна

 

Кушак тытасшăнччĕ шăна,

Епле вăл тухнă çăткăна.

Куç-пуçĕ алчăранă çав −

Шак хытрĕ тăчĕ −

ват чăрмав.

 

Мана та тĕк тăма хушать,

Веç пӳлĕнтертĕĕӳăм сывлăша.

Сасартăк сирпĕнчĕ мăр-мăр,

Çапах та юлчĕ тупăшсăр.

Уçам-ха эп чӳречене,

Шăна, ан лек кушак алне.

 

Кĕве

 

Кĕрĕке кĕве çиет,

Çĕлĕке сиен кӳурет.

Хатĕрлерĕ ун валли

Ман аннеçĕм нафталин.

 

Шăна

 

Тутлă шăршă тухсанах

Çыпçăнать пырса шăна,

Хăваларăм алăкран,

Кĕчĕ пурпĕр кантăкран,

Çавăнпа апатлансан

Чашăкна çума ан ман.

 

Таракан

 

Ма калаççĕ таракан?

Никамран та, çук, тарман.

Çывăрма пурте выртсан

Вăл тухать веç ухтарса.

 

Йĕп вăрри

 

Чечексем çине ларать,

Тыттарасшăн мар, тарать.

Чăнахах та пур йĕппи,

Курăнмасть кăна çиппи.

 

Лĕпĕш

 

Купăста çинче вăл шурă,

Кĕл сапар − ан килтĕр урăх.

Улăхра вăл урăхла,

Улăхра вăл − ырлăхра.

 

 

Ăман

 

Чим, малтан асăрхаман,

Çĕр çинчех выртать ăман.

Илтĕм те − авкаланать,

Алăрах ункăланать.

Çӳреместĕп эп пулла,

Тăпрана кĕр каялла.

 

Çуркунне

 

Çĕр шарши кĕрет садра,

Папакланнă хурлăхан.

Чарнине пăхмасăрах

Ман çӳрес килет çарран.

 

Авăрне атте лартса

Пачĕ пĕчĕк кĕреçе.

Кивĕ атă тăхăнса

Тытăнатăп эп ĕçе.

 

Шăпчăк юрă кĕвĕлет,

Мухтаса илет пире.

Йăл кулать хĕвелĕ те,

Хĕпĕртет ирпе ирех.

 

Çулла

 

Каникулта кану çук,

Мана пурпĕр килĕшет.

Кунĕ шарах тăнă чух

Пахчара çын хĕвĕшет.

 

Сухана çумламалла,

Кишĕре сайратмалла,

Хăяра шыв сапмалла...

Ман тата мĕн тумалла?

 

Çĕр çырли пиçсе çитет,

Мансăр кам пухать ăна?

Çитерсе курас килет

Хулари Иринкăна.

 

Сивĕре

 

Шартлама сивĕрен

Виç хĕвел тӳпере,

Кĕрĕкĕ çӳхерен

Шур путек те пӳртре.

 

Çӳретмеççĕ шкула:

Пит-куçа тăм илет.

Вылямашкăн тула

Ман тухассăм килет.

Хураçка йăвинчен

Шурă пăс кăларать.

Эпĕ çитермесен

Кам ăна мĕн парать?

 

Хĕллехи кун кăра,

Терĕ лăпкăн анне,−

Пушă тăк кункăра

Антармасть сĕт ĕне.

 

Выльăха та паян

Ăшă шыв ĕçтерер,

Сиккелет кăсăя,

Вир кĕрпи çитерер.

 

Çут çанталăк парнисем

 

Шурлăхра ӳсет, хура,

Йăлтăркка хăйне кура.

Тутанса пăх, тур çырлах,

Ку вăл çимелли çырлах.

 

* * *

Пушăта пĕлсе чĕрес,

Çăкинчен тăвас чĕрес.

Çук, çапах та ан васка

Иывăçа турех касма:

Вăрманта çăка пуртан

Татăлмастпăр вĕт пылтан.

 

* * *

 

Хурăн тăкрĕ çулçине

Тăвăр, ансăр çул çине.

Хĕм сапса ларать пилешĕ,

Кайăксем часах илешĕç.

 

Анчак

 

Пĕр-пĕрне пăхса тăраççĕ,

Паллашасшăн, е хăраççĕ,

Е мĕн те пулин каласшăн?

Туслашасшăн-и?

Тархасшăн.

 

Пăлтăр-палтăр хурешке,

Каллĕ-маллĕ çӳрет-çке.

Хырăмĕ ун тутă-и?

Пирĕн анчăк йытă-и?

Йытă мар çав, ун çури,

Пысăкаш те − ун çурри.

 

Вăт анчăк,

Вăтанчăк.

Çимест ют çын парсан,

Ыйтать апат манран.

 

Пĕчĕк йытă çурине

Ан хупсам-ха йăвине,

Алăкран ик урипе

Кам шаккать вара ирпе?

 

Ман сасса илтсессĕн йытă

Пăрахать вĕрмешкĕн хытă,

Ик ури çине тăрать,

Çуланать, йăпăлтатать.

 

Йыт çри хур аçине

Хăратасшăн çав, улать,

Лешĕ сăхрĕ сăмсине,

Йынăшса çура тарать.

 

Куян

 

Эп пуян, − тет куян, −

Кишĕр тупрăм паян.

Çийĕр, − тет çурисене, −

Шĕвĕртсе шăлăрсене.

 

Упа

 

Йывăçа хуçа-хуçа

Вăрманта çӳрет хуçа.

Мĕн çитмест утамана

Пĕлеймест çав тăмана.

 

Хураçка, Кампур, Каска

 

Хураçка, Кампур, Каска,

Пĕринчен тепри васкать

Пĕлтермешкĕн хуçине

Çĕр каçа мĕн илтнине.

 

Эпĕ, − тет пашка-пашка

Çамламас лутра Каска, −

Чĕпĕсем шиплетнипе

Куç хупмарам çĕрĕпе.

 

Хуравларĕ Хураçка:

Ан çаклаттар хурчака

Пĕчĕк чах чĕпписене,

Хураллатап вĕсене.

 

Манан хулан сассам пур!

Хав-хав-хав! −

калать Кампур, −

Пурпĕрех ыт ахальтен

Каçахса кайса вĕрмен.

Хураçка, Кампур, Каска −

Виççĕшĕ те тусла-ха.