Суйласа илнисем
ТУПМАЛЛИ
ÇУЛПУÇСЕНЕ
Ленин
Ленин шухăшĕ
Сталина
ÇĔНТЕРУ ЮРРИСЕМ
Ылттăн саспаллипе
Хĕвллĕ май
Çĕнтерӳ юрри
Чăваш хĕрарăмĕ
Автономи юрри
Тăвансем
Орден илнĕ хыççăн
Максим Горькие
Чăваш шăпчăкĕ
Çеçпĕл Мишшине асăнса
ТĂВАН ÇĔРШЫВ
Кивӗ Ӳсел акатуйĕ
Кĕпер хывни
Ĕç çийĕ
Манăн сăмах
Кану çуртĕнче
Колхозра
«Тельман» колхозне
ÇӲЛТЕН ÇӲЛЕ ÇĔКЛЕРĔ СТАЛИН ЯЛАВНЕ
Чĕнетĕп
Пирĕн геройсем
Юрă
Хĕрлĕ Çар кунĕ
Çÿлтен çӳле çĕклер Сталин ялавне
АЧАСЕМ ВАЛЛИ
Телейлĕ ачасем
Тума пулнă – тăвăпăр
Хурçă çунатсем
Кăнтăр енчи çил
Çуркунне
Вĕçсе килчĕ çуркунне
Çӳçе
Шăнкăрчă
Ушкăн шăнкăрчă
Пыл хурчĕсен юрри
Хĕвел шевли
Тăри юрри
Курăк
Чĕкеç
Панулми чечекĕ
Шăпчăк
Саркайăк
Хĕвелçаврăнăш
Хĕвеле çитех
Кушакпа автан
ИРТНĔ САМАНА
Çĕлен
Раççей
Ваçанка
Эссепе
КАЛАВСЕМ
Етĕрне уезĕнче çÿрени
Ют йывăçсем
Çул курки
Н. И. Полопусов-Шелепи
ÇĔЛЕН
Çутçанталăк, çут тĕнче
Çуна-çуна çутăлсан,
Ерипеле сивĕнсе
Тинĕспеле çĕр пулсан,
Тухса выртнă çĕр çине
Çĕр пысăккĕш пĕр çĕлен.
Çĕлен ури пĕртте çук, –
Çĕлен çитмен çĕр те çук;
Çакă çĕрĕн çийĕнче
Çĕлен сăхман çын та çук.
Çутă хĕвел çутти пек
Вĕçсе çӳрет пĕр кайăк;
Пуçне çĕклет çав çĕлен
Кайăк çине пăхмашкăн.
Çĕлен сăнни çитес çук
Çав кайăка сăхмашкăн,
Çĕлен çине пăхать кайăк
Хăйĕн çĕр пин куçĕпе.
Пĕтĕ халĕ пĕрре çĕлен
Ĕмĕрлĕхе пуçĕпе.
Çĕлен чĕтресе выртать,
Çак кайăкран хăраса;
Кайăк çиçĕм пек çӳрет
Чăнлăх çутти шыраса.
Кайăк çутти кансĕррипе
Çĕлен çĕре кĕринччĕ,
Çак кайăкран хăранипе
Çĕлен çĕрте кĕринччĕ.
Кайăк çӳлтен çĕре ансан
Çĕлен куçне уçаймĕ,
Çав кайăкран хăранипе
Вырăнĕнчен куçаймĕ
Кайăк чĕри пин пулчĕ,
Çĕлен чĕри çук пулчĕ;
Çĕрпе шывăн пичĕ çине
Мулшăн тăкнă юн тулчĕ.
Кайăк часрах килинччĕ,
Çĕлене вĕлеринччĕ,
Чăн чăнлăха пĕлтерсе
Пире тĕлĕнтеринччĕ.
Юнпа куççуль нумай юхать
Çĕлен çĕрте выртнăран;
Çĕлен ӳчĕ юн юхтарать
Кайăк анса çыртнăран.
Çĕлен пĕрре вилĕ-ха,
Емĕрлĕхе пĕтĕ-ха.
Çĕлен халĕ çĕр çинче
Кунĕн-çĕрĕн юн ĕçет,
Кайăк çĕрĕн вĕçне-хĕрне
Ылттăн çунатпа вĕçет.
РАҪҪЕЙ
Пирĕн Раççей питĕ пысăк,
Ах анчах!
Вĕçĕ-хĕрри ун курăнмасть,
Эх тĕнче!
Улпучĕсен хырăмĕсем,
Ах анчах!
Пичĕке пек тулса тăрать,
Эх тĕнче!
Пуçлăхĕсем, полицисем,
Ах анчах!
Пуçа ухса çех тăраççĕ,
Эх тĕнче!
Куçĕсене пăхма хăрăн,
Ах анчах!
Çĕлен пекех пăхкалаççĕ,
Эх тĕнче!
Аллисенчи саламатсем,
Ах анчах!
Ним айăпсăр çаптараççĕ,
Эх тĕнче!
Кăкрисенче медалĕсем,
Ах анчах!
Йăлтăртатса çех тараççĕ,
Эх тĕнче!
Йыттисене юратаççĕ,
Ах анчах!
Шур кулачă çитереççĕ,
Эх тĕнче!
Хура халăх питĕ чухăн,
Ах анчах!
Нумайĕшĕ выçă ларать,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей тырри-пулли,
Ах анчах!
Ниçта чиксе пĕтерес çук,
Эх тĕнче!
Хулисенче, ялĕсенче,
Ах анчах!
Вĕçсĕр-хĕрсĕр ыйткалакан,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей питĕ чаплă,
Ах анчах!
Пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет,
Эх тĕнче!
Ĕçхалăхĕн юнĕсене,
Ах анчах!
Сĕлĕх пекех сăхса тăрать,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей питĕ пуян,
Ах анчах!
Никам шутне тупаяс çук,
Эх тĕнче!
Хулисенче таварĕсĕм,
Ах анчах!
Лавкисенче шăнăçмаççĕ,
Эх тĕнче!
Чухăнĕсем темĕн чухлĕ,
Ах анчах!
Çипуçĕсем çĕтĕк-çатăк,
Эх тĕнче!
Вăрăм çÿçсем чиркÿсенче,
Ах анчах!
Упа пекех çухăраççĕ.
Эх тĕнче!
Виллинчен те, чĕрринчен те,
Ах анчах!
Тăпăлтарса çех илеççĕ,
Эх тĕнче!
Пупĕсемпе тиечуксем,
Ах анчах!
Вăрçа-вăрçа çех пӳлеççĕ,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей шкулĕсенче,
Ах анчах!
Пуянсем çех вĕренеççĕ,
Эх тĕнче!
Хĕресчене, ĕç-çыннине,
Ах анчах!
Ăçта пырсан та çул памаççĕ,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей вăрмансенче,
Ах анчах!
Шучĕ те çук пурлăх çĕрет,
Эх тĕнче!
Хура халăх çурчĕ-йĕрĕ,
Ах анчах!
Хăрăк-марăк тӳнсе тăрать,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей питĕ хаяр,
Ах анчах!
Емĕр-ĕмĕр юн юхтарать,
Эх тĕнче!
Тĕрмисенче чăп-туллиех,
Ах анчах!
Айăпсăр çын асап курать,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей çĕршывĕнче,
Ах анчах!
Çумăр пекех куççуль çăвать,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей вăрçă вăрçать
Ах анчах!
Хисеп те çук тăлăх-турат,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей питĕ тĕттĕм,
Ах анчах!
Пĕтĕм тĕнче кулса тăрать,
Эх тĕнче!
Пирĕн Раççей питĕ пысăк,
Ах анчах!
Вĕçĕ-хĕрри ун курăнмасть,
Эх тĕнче!
Улпучĕсен хырăмĕсем,
Ах анчах!
Пичĕке пек тулса тăрать,
Эх тĕнче!
ВАÇАНКА
Кив Тимушкел ялĕнче
Пĕр Ваçанка пуян пур,
Кирек ăçта пырсан та
Ун умĕнче пур те пур.
Шăрттане те, çăвĕ те
Ун нихçан та татăлмасть,
Çавăнпа та Ваçанка
Пит хăвăртах ватăлмасть.
Нумайăшĕ ун патне
Эрех чиксех пыраççĕ,
Пӳртне пырса кĕрсенех
Сĕтел çине хураççĕ.
Таçти-таçти «ыр çынсем»
Ăна пĕлсе тăраççĕ,
Пĕтĕм Чистай уеспех
Пуян ятне сараççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх çурт тулли,
Ик анкарти тырпулли,
Ăçта çӳресессĕн те,
Пулас çук вăл çын кулли.
Ун акнă та, çапнă та,–
Тавра ялта пур çынтан
Вăл пуян та, чаплă та.
Темчул укçи банкăра
Уссе выртать хăй тĕллĕн…
Епле халĕ Ваçанка
Пуйса кайнă вăл тĕрлĕн!
Хăш-хăш улпут çĕрсем те
Ун кĕсъине кĕреççĕ.
Хăшĕ ăна йăлăнса
Куççульпелех йĕреççĕ.
Хĕрĕх-аллă çухрăмран
Чул турттарса çурт тăвать,
Ăçтан кăна тухать пуль
Ун çав тĕрлĕ вăй-хăват?
Çил арманĕ çилпеле,
Шыв арманĕ шывпала.
Çĕрĕн-кунĕн кĕрлеççĕ
Уншăн мĕнпур вăйпала;
Ваçанкашăн çын çех мар,
Çилпе шыв та ĕçлеççĕ,
Çавăнпа та çав ăна
Пурте лайăх пĕлеççĕ.
Пур енчен те ырлăхсем
Шыв пек юхса килеççĕ,
Улпутсем те хаш чухне
Унтан кивçен илеççĕ.;
Питĕ хытă «пулăшать»
Аптăранă çынсене –
Сĕлĕх пекех сăхать вăл
Чухăнсенĕн юнсене.
Ĕçет хырăм кӳпиччен
Панă чухне ĕçкине,
Илет кăмăл туличчен
Усламĕпе укçине.
Вăхăтĕнче памасан,
Часах сута чĕнтерет;
Муллă çынпа ан тавлаш,
Вăл сана час çĕнтерет.
Ун сĕтелли çийĕнче
Яшка-çăкăр татăлмасть,
Кама çитерсессĕн те,
Ун нимĕн те катăлмасть.
Ĕçкĕпеле нихăçан та
Вăл хăй ăсне çухатмасть,
Ытти пуян çынсем пек
Вĕçкĕнленме юратмасть.
Çынпа вăрçса, тулашса
Паттăрланса çӳремест,
Еçлет ĕçне йăвашшăн
Пуйнăçемĕн пуясшăн.
Вăл хĕрхенет çуксене –
Темчул парать укçине;
Илме вăхăт çитсессĕн,
Тин пуçтарать вут çине.