Сăвăсемпе юрăсем
ТУПМАЛЛИ
ÇУЛПУÇСЕНЕ
Ленин
Аслă Ленин
Ленин шухăшĕ
Сталин
Сталина
ÇĔНТЕРУ ЮРРИСЕМ
Ылттăн саспаллипе
Хĕвеллĕ Май
Хĕрлĕ Çар кунĕ
Тăвансем
Республикăçăм, савăн
Манăн сăмах
Çĕнтерÿ юрри
Автономи юрри
СУМА СУСА
Максим Горькие
Чăваш шăпчăкĕ
Çеçпĕл Мишшине
Эльгере
Орден илнĕ хыççăн
Кану çуртĕнче
Çул курки
Колхозлă ял
«Пуçламĕш» колхоз членĕсене
Аксура
Колхозра
«Тельман» колхозне
ИРТНĔ САМАНА
Çĕлен
Раççей
Чăваш хĕрарăмĕ
Хăнара
Ваçанка
Эссепе
Çарăмсанра
АЧАСЕМ ВАЛЛИ
Телейлĕ ачасем
Тума пулнă – тăвăпăр
Хурçă çунатсем
Кăнтăр енчи çил
Çуркунне
Вĕçсе килчĕ çуркунне
Çÿçе
Шăнкăрчă
Ушкăн шăнкăрчă
Пыл хурчĕсен юрри
Хĕвел шевли
Курăк
Чĕкеç
Панулми чечекĕ
Шăпчăк
Саркайăк
Хĕвелçаврăнăш
Пыл хурчĕ
Хĕвеле çитех
КУРᾸК
Пĕтĕм çĕршыв илемне
Эпĕ кӳрсе пурăнап,
Симĕс пурçăн евĕрлĕ
Вутăн-хĕмĕн курăнап.
Симĕс пустав çитĕпе
Витсе тăрап эп çĕре,
Кунĕн-çĕрĕн чăр-та чар! –
Кайăк сасси ман çире.
Тĕвик-тĕвик текерлĕк,
Тăрик-тăрик тăрнисем –
Янăраса тăраççĕ
Тĕрлĕ кайăк юррисем
Хам çуратнă ача пек
Кайăксене сыхлатăп,
Ырă уçă сывлăшпа
Эп вĕсене сывлатап.
Эп пулмасан çĕр çинче
Чечексем те пулмĕччĕç
Колхозниксен нӳхрепĕсем
Сĕт-çупала тулмĕччĕç.
Колхоз выльăх-чĕрлĕхне
Тăрăс-тăрăс сиктереп,
Колхозниксен кил-йышне
Тутлă апат çитереп.
ХĔВЕЛҪАВРᾸНᾸШ
Эп çуркунне ырлăхпе
Часах ӳссе çитĕнеп,
Темĕн чухлĕ сип-симĕс
Çунатсемпе витĕнеп.
Сар пурçăн пек курăнса,
Ларап çилпе силленсе,
Ялан хĕвел еннелле
Савса пăхса киленсе.
Мухтав сана, çуркунне,
Тав тăватăп савăнса,
Пĕтĕм чунтан-чĕререн
Пуçа тайса, авăнса.
ПЫЛ ХУРЧĔ
Пин-пинĕпе пĕрлешсе
Коммунпала пурнатпăр,
Ĕмĕр пĕрле ĕçлесе
Пĕрле ĕçсе-çиетпĕр.
Килĕштерсе пурăнма
Питĕ лайăх пĕлетпĕр!
Мĕн пур хитре чечекрен
Пылĕсене илетпĕр.
Усал хĕлпе сивĕрен
Эпир питĕ хăратпăр,
Тĕттĕм çĕре пытанса
Сехĕрленсе тăратпăр.